Культура
![]() Шупашкар хӗрӗ Софья Авазашвили «Песни» (чӑв. «Юрӑсем») проекта хутшӑнса жюрие вокал пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Пике хӑйӗн юррине, «Без тебя меня нет» (чӑв. «Эпӗ сансӑр ҫук») ятлӑскере, Тим Гримбергпа юрланӑ. Шоу продюсерӗ тата хӗрӗн наставникӗ Максим Фадеев чӑтса ларайман – пукан ҫинчен тӑнӑ та ташлама пуҫланӑ. Ҫапла вӑл пурне те тӗлӗнтернӗ. Софья концертра хӑйӗн юррине шӑрантарнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Жюрире ларнӑ Тимати юрӑҫ та юрра ырланӑ. Вӑл композици лайӑх пулнине, ҫакӑншӑн тӑрса алӑ ҫупма хатӗррине палӑртнӑ. Унччен Тиматие Софья Авазашвилин «На радиоволнах» (чӑв. «Радиохумсем ҫинче») юрри те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илле Иванов Чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов нумаях пулмасть Японире пулнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, публициста Токиори ют чӗлхесен университечӗ ҫичӗ юта йыхравланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, Илле Иванов Японире чӑваш чӗлхи вӗренекен ӑсчахсене пулӑшнӑ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗ Япони ӑсчахӗсем чӑваш чӗлхине мӗн тума ӑша хывнипе кӑсӑкланнӑ. «Синджиро Казама профессор Чӑваш Ене темиҫе хут та килнӗччӗ,ученӑй-филологсемпе тӗл пулнӑччӗ. Казама-сан тата унӑн ӗҫтешӗсем чӑваш диалекчӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Вӗсем алтай ҫемйине кӗрекен чӗлхесен калаҫу словарьне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхисен хушшинче чӑваш чӗлхи питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать», — уҫӑмлатнӑ Илле Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче «Иван Яковлев – Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр» ятпа Яковлев вулавӗсем районти конкурс иртнӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 5—11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Конкурса районти тӗп, Асанкассинчи, Пуянкассинчи, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи, Анат Чаткасри, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри, Кивӗ Чукалти, Карапай Шӑмӑршӑри, Чукалти, Хайпӑлари, Васанти вулавӑшсенчен 19 заявка ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, вулавӑш пуҫлӑхӗ тата вулавӑш ӗҫченӗ хакланӑ. «Илемлӗ сӑмах» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкулти Максим Чураков ҫӗнтернӗ, «Илемлӗ вулав» номинацире — Виҫпӳрт Шӑмӑри Анна Мульдиярова, «Инсценировка» номинацире — Васанти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ. Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль-конкурс иртрӗ. Конкурса чылай ача пахчисем хутшӑнчӗҫ. Ачасем хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене самаях тӗлӗнтерчӗҫ. Фестиваль-конкурс виҫӗ номинаципе иртрӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри» — ачасем чӑвашла юрӑ юрларӗҫ. «Асамлӑ юмах тӗнчи» — ачасем пӗр-пӗр юмаха сценка евӗр чӑвашла лартса кӑтартрӗҫ. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» — ачасем сӑвва чӑвашла каларӗҫ. Жюри пайташӗсем Чурачӑк салинчи шӑпӑрлансем чи маттур пулнине палӑртрӗҫ. Кунта вырнаҫнӑ ача пахчи фестиваль-конкурсӑн пур номинацинче те ҫӗнтерме пултарчӗ. Ҫитес кунсенче вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ. |
Культура
![]() Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. Ольга Иванова (чӑн хушамачӗ ҫавӑн пек) Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫлет. Литература клубне пыракансем Ольӑн «Чӑлах пуканисем» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Унчченхи тӗлпулусенчен пӗринче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне, пуш уйӑхӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явнӑччӗ. Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист Фейсбукра тахҫанах ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Кӗнекинчи пур калавне те вулатпӑр, пур калавӗ пирки те калаҫма пултаратпӑр, кам хӑшӗн ҫинчен калаҫасшӑн». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Тӗлӗнмелле ӑшӑ кӑмӑллӑ иртет вӑл. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче халӑхӑн чӑннипех юратнӑ театрӗ пулса тӑнӑ ушкӑна тӗрлӗ шайри тӳре-шара саламларӗ, Мари Элти тата Пушкӑртстанри ӗҫтешӗсем те килсе ҫитнӗ, сцена ҫине композитор та, художник та тухрӗ. Театр хӑй те, сӑмах май, культура учрежденийӗнче ӗҫлекен кашни ҫын тӑрӑшӑвӗ пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварчӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ унти пур специалиста сцена ҫине кӑларчӗҫ. Сакӑр теҫетке ҫул ытла хӑйӗн кӗтесӗсӗр пурӑннӑ культура учрежденийӗ ҫуртлӑ пулнишӗн хӗпӗртенине паянхи уявра та пӗри те тепри палӑртрӗ. Пушкӑртстанран ӑшӑ салампа килнӗ хӑна вара: «Ҫак театрпа ӗҫлесе чӑваш халӑхне юратрӑм», — терӗ. |
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи халӑх театрӗ район тӑрӑх гастрольсемпе ҫӳрет. Константин Ярухин режиссер ертсе пыракан «Сипет» ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Матикассинчи культура ҫуртӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Алексей Горбачев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Василиса кин кӗртет» камитпе кайнӑ. Спектакльте 13 ҫын вылять. Вӗсем — тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем: культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те, тухтӑрсем те, ял хуҫалӑхӗнче тимлекенсем те, тивӗҫлӗ канурисем те. Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сипет» халӑх театрӗн йышӗ хушӑннӑ. Ял ҫыннисем профессиллӗ мар артистсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса вӗсем хавхалантарнӑ, пултарулӑхра малашне те ырӑ суннине, ыттисене те курма сӗнессине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Красноармейски районӗн администрацийӗн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кӑҫал Республика кунне муниципалитетра ирттерӗҫ. Район республика ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавна май Красноармейски районӗн инфратытӑмне аталантарама муниципалитет 10 млн гранта тивӗҫнӗ. «Республика уйӑрнӑ укҫасене тӑкаклассипе мӗнпур конкурссене йӗркелесе ирттернӗ. Бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,7 млн танлашрӗ. Вӑл укҫапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлӑ вырӑнсем хута яма плана кӗртсе хӑварнӑ», – ӑнлантарнӑ Александр Кузнецов. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Кузнецовпа калаҫнӑ май Республика кунне ирттерме районти ӑнӑҫлӑ усламҫӑсене те явӑҫтарма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Информаци политикипе масӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттерет. Аса илтерер, Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑччӗ. Конкурс материалӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ парӗҫ, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене — 75-шер пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |