Культура
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Лаврентьев Ӗнер Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестивӑль вун пӗрмӗш хутчен уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ, сӑмах каланӑ. Сӑмах калакансем татах пулнӑ-ха. Кинофорума хутшӑнакан илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин темиҫе ҫул каялла Шупашкара пӗрремӗш хут килнине ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Шупашкар ҫыннисем кинотеатра йышлӑ ҫӳренине палӑртнӑ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсӗнчи кинокритикӗ Нэнси Конди фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Кинофестиваль «Холодное лето пятьдесят третьего» фильмпа уҫӑлнӑ. Унӑн режиссёрӗ — эпир маларах асӑннӑ Александр Прошкин. Кинофорума фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Лаврентьев старт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Константин Иванов уява пуҫтарать. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат паян пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче иртӗ. Ӑна Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркелӗҫ. Вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 128 ҫул ҫитет. Мухтавлӑ «Нарспи» поэмӑн авторне халалланӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — поэт музей-ҫурчӗпе паллаштарасси, Кӗҫтенттин палӑкӗ умне чӗрӗ чечек хурасси, ҫӑлкуҫ патне анса унӑн сиплӗ шывне ас тивесси, сӑвӑ каласси, вырӑнти тата хӑнасен пултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхӗпе паллашасси. Йӗркелӳҫӗсем пурне те хапӑл туса кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлать. Вӑл 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кинофорум ӗҫлеме пуҫличчен, кӑнтӑрла, пресс-конференци иртнӗ. Журналистсемпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва кинофестивалӗн пултарулӑх ертӳҫи, Раҫҫей киноискусствин академийӗн академикӗ Сергей Лаврентьев ертсе пынӑ. Унта этника тата регион киновӗн конкурсне суйласа илнӗ ӗҫсен комиссийӗн ертӳҫи Сергей Анашкин, илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин, этника тата регион фильмӗсен жюри ертӳҫи, АПШ кинокритикӗ Нэнси Конди тата ыттисем хутшӑннӑ. Кинофестиваль тӗллевӗ, унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, — хальхи вӑхӑтри сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене аталанма пулӑшасси, ку енӗпе пултаруллӑ ӗҫсене тупса палӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша кӗнеке вулакансенчен пӗри, Н.В. Кошелева, «Вӗсем ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ» кӗнекене парнеленӗ. Кӗнекене Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен шкулӗнче ӗҫленӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ учительсене халалланӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан та вӗсем хӑйсен пурнӑҫне вӗрентӳпе ҫыхӑнтарнӑ. Автор кӗнекене вӑрҫӑ паттӑрӗсем тата вӗсен тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех, ветерансен дневникӗсемпе, тӑванӗсене ҫырнӑ ҫырусемпе, кивӗ хаҫатсемпе усӑ курнӑ. Кӗнеке Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра 2018 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ - Надежда Кошелева, Аслӑ Чементи вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ. Автор вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем те ҫырать. Надежда Васильевна — акӑлчан чӗлхипе 2 методика пособийӗн авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Муркаш районӗнчи Ваҫкассинче тата Купӑрля ялӗсенче чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кӑларма пуҫланӑ Николай Никольские асӑнса анлӑ мероприятисем иртрӗҫ. Ваҫкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта «Н.В. Никольский — тӗпчевҫӗ-ӑсчах, ҫутта кӑларакан педагог, общество деятелӗ» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ӗҫлерӗ. Унтан паллӑ историкӑн, этнографистӑн, публицистӑн тӑван Купӑрля ялӗнче митинг тата концерт йӗркеленӗ. Юбилее районти тата вырӑнти тӳре-шара, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсем, ял халӑхӗ, шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Унта пухӑннисенчен хӑшӗсем республикӑри тӳре-шара пыманнине палӑртнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Алексей Леонтьев ҫакна палӑк умӗнче сӑмах каланӑ чухне, халӑх умӗнчех, асӑнса хӑварнӑ. Уява, Алексей Леонтьев калашле, республикӑн Вӗренӳ министерствинчен те, Культура министерствинчен те, Пичет политикин министерствинчен те, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӗнчен те никам та пыман. |
Культура
![]() «…Каланисем йӑлтах чӑн мар та, Сан йышшисем ҫавах сахал. Кӗрешӳри ӗҫчен Юмартӑм, Эс маншӑн халь те ИДЕАЛ!» — ҫакӑн пек сӑвӑ йӗркисене вуланӑ ӗнер Виталий Родионов профессор Геннадий Юмарта халалласа. Паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, фольклорисчӗ, ҫыравҫи, поэчӗ, куҫаруҫи 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ятарлӑ каҫ ирттернӗ. Унта паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, Геннадий Юмарта сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Уяв каҫне вулавӑшпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркеленӗ. Сакӑр теҫеткери юбиляр та унта ҫитнӗ. Геннадий Юмарт ӗҫне пурте пысӑка хурса хакланӑ. Искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев профессор, сӑмахран, Геннадий Юмарта «чи тӑрӑшуллӑ тӗпчевҫӗ тата фольклора пӗлекен» тесе мухтанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пичетленнӗренпе кӑҫал — 110 ҫул. Ҫавна май Вӑрмарти тӗп вулавӑшӑн таврапӗлӳлӗх секторӗ «Шедевр чувашской поэзии. Чӑваш поэзийӗн хайлавӗ» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Курав темиҫе ярӑмран тӑрать: «Поэме «Нарспи – 110 лет» (чӑв. «Нарспи» поэма — 110 ҫулта), «Нарспи – жемчужина чувашской поэзии» (чӑв. Нарспи — чӑваш поэзийӗн ахахӗ), «Живое наследие К. Иванова» (чӑв. К. Ивановӑн чӗрӗ эткерлӗхӗ). Вӗсенчен кашниех поэтӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарать. Паянхи куна «Нарспи» поэмӑна тӗнчери халӑхсен ҫирӗме яхӑн чӗлхине куҫарнӑ. Ҫап-ҫамрӑк пуҫпа ҫавӑн пек хайлав ӑсталанӑ поэтӑн ячӗ чӑннипех те вилӗмсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наталия Овсепян Игорь Дадиани модельер чӑваш хӗрарӑмне «Миссис России» (чӑв. Раҫҫей хӗрарӑмӗ) илем конкурсне хатӗрлет. Ҫакӑн пирки вӑл «Idel.Реалии» сайта панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Дадиани тата Потоцких кнеҫсен йӑхӗнчен тухнӑ художник-модельер 41 ҫулти Наталия Овсепяна ҫӗршыври илемлӗх конкурсне хатӗрлет. Ун пек ӑмӑртусене, Игорь Дадиани шучӗпе, чӑвашла калаҫаканӑн хутшӑнмалла. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле хӑйне май республика. «Тымара пирӗн манма юрамасть», — палӑртнӑ шухӑшне модельер. Наталия Овсепян — чӑваш. Хушамачӗ — упӑшкин. Конкурсра вӑл чӑвашла та калаҫӗ. Игорь Дадиани хамӑр атте-аннемӗр йӑли-йӗркие упрамалла, ӑна ачамӑрсене кипкеренех ӑша хывтармалла тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Чи кирли, чи юратни...» (Ален Делон) спектакле пырса курма чӗнет. Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, пьеса авторӗ — Ольга Туркай. Спектакле театрӑн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер лартнӑ. Художникӗ — Гуля Кабилова. Тӗп сӑнарсене калӑплакан актерсем — пултаруллӑ сцена ӑстисем, халӑх юратакан артистсем: Чӑваш халӑх артистки Валентина Музыкантова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова, Чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов. Театрти мӗнпур спектакль культура учрежденийӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче, унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑскерте (халӗ вӑл театр харпӑрлӑхӗнче), иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |