Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Министр опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Вика Сорокина 02.02.2018 17:46 | 1057 хут пӑхнӑ
Культура
Театрти тӗлпулу
Театрти тӗлпулу

Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.

Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.

Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.

Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.

#культура, #театрсем, #Культура министерстви, #тӳре-шара, #оперӑпа балет театрӗ, #тӗлпулусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вячеслав Оринов паян 60 ҫул тултарнӑ
2017, 08, 01
Филармоние юсама Мускав укҫа памӗ
2017, 08, 15
Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ
2017, 10, 23
«Килмен те курман Шупашкарне» килсе курнӑ
2017, 10, 24
Елчӗк районӗнчи клубсем машинӑллӑ пуласшӑн
2017, 11, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org