«Культура России 2012-2018» (чӑв. Раҫҫей культури 2012–2018) федераци программинче Чӑваш Ене уйӑрма малтанласа палӑртнӑ укҫана касса илнӗ. Федералсем «кӗмӗл» хӗснӗрен Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уйрӑмах шар курать.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, укҫана катни республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ертӳҫи Константин Яковлев ӗҫлесе ҫитерейменнипе ҫыхӑннӑ.
Мускавран пӗлтӗрех 150 миллион тенкӗ илес шанчӑк пулнӑ. Анчах культурӑшӑн яваплӑ ведомство кирлӗ хутсене вӑхӑтра хатӗрлейменнипе юсав проектне тивӗҫлӗ органсемпе ҫураҫтарайман. Ӗҫе кӑҫал ҫеҫ, 10 уйӑх иртсен, вӗҫленӗ. Анчах кая юлнине кура укҫа уйӑрас ыйту патне федералсем каярах таврӑнма шантараҫҫӗ-мӗн. Ку сӑмах тӳрре килесси пирки теприсем иккӗленеҫҫӗ.