Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи тупӑшлисен йышне лекнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 14.07.2017 10:14 | 1123 хут пӑхнӑ
Культура
Опурӑпа балет театрӗ (2014). Н. Плотников тунӑ сӑн
Опурӑпа балет театрӗ (2014). Н. Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ.

Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ.

#театрсем, #оперӑпа балет театрӗ, #укҫа-тенкӗ, #танлаштарӑмсем, #Раҫҫейре, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ
2017, 01, 20
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Саранскри дирижер ертсе пырать
2017, 03, 15
Балет фестивалӗ 21-мӗш хут уҫӑлать
2017, 04, 02
Оперӑпа балет театрне хӑтлӑх кӗртме 13 миллион тенкӗ уйӑрнӑ
2017, 04, 10
Театр умӗнче чӑваш орнаменчӗ пулӗ
2017, 07, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org