Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ Ҫатракасси ял уявӗнче хӑйӗн юррисемпе, шӳчӗсемпе халӑха савӑнтарнӑ.
Ҫатракассисем уява кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттернӗ. Ӑна ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн ӗҫне хуткупӑспа ҫыхӑнтарнӑ, культура ҫуртӗнче тата Ҫатракасси вӑтам шкулӗнче юрлама, ӳкерме тата хуткупӑспа выляма вӗрентнӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Василий Теплова халалласа ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл 90 ҫул тултаратчӗ.
Уява ертсе пынӑ Ҫатракасси вӑтам шкулӗн ӗҫченӗ, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Светлана Федорова В.Г.Теплов ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ертсе пынӑ хора ҫӳренӗ артистсемпе паллаштарнӑ. Вӗсене сцена ҫине хӑпартса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.