Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мишеркасси ялӗнче лавкка ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм морозильнике сиенлетнӗ.

Ҫак кунах Шупашкар округӗнчи Мешерпуҫ ялӗнче трансформатор электроподстанцийӗнче пушар пулнӑ. Лаптӑкӗ пысӑках мар – 1 тӑваткал метр кӑна. Ӑна хӑвӑртах сӳнтернӗ.

Иртнӗ талӑкра Шупашкар хулинче те пушар пулнӑ. Хула хӗрринчи «Волга» (чӑв. «Атӑл») сад юлташлӑхӗнче мунча тивсе илнӗ, кунсӑр пуҫне Граждан урамӗнчи 86-мӗш ҫуртри подъездра ҫулӑм тухнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру минстерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра пилӗк пушар пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи Пӑлакасси ялӗнче паян канализаци тасатнӑ хыҫҫӑн 1 ҫын вилнӗ, 4-шӗ больницӑра сипленет

Ҫакӑ паллӑ: предприятире 5 рабочи канализаци тасатнӑ, ҫавӑн чухне вӗсем наркӑмӑшланнӑ. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, пӗрин пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлайман.

Иккӗшӗн сывлӑхӗ йывӑр, вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе каясшӑн. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «Патӑрьел беконӗ» предприятин «Авангард» филиалӗнче пулма пултарнӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Объектра ӗҫ сыхлавӗшӗн тата хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнассишӗн камсем яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.ru/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Иванова электрогазосварщик пулса 13 ҫул ӗҫлет. Вӑл ку енӗпе — 5-мӗш разрядлӑ специалист.

Хӗрарӑм хулари Калинин районӗнчи «Новоюжный» учрежденире тӑрӑшать. Асӑннӑ учреждени тытса тӑракан ҫуртсенче пурӑнакансемпе вӑл яланах ӑшӑ кӑмӑллӑ, коллективра та ӑна хисеплеҫҫӗ.

Алевтина Капитоновна тимӗр карта тытать, тенкелсем шӑратать, подъезда кӗмелли алӑксене юсать, тимӗр шӑратмаллипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлать.

Хӗрарӑм унччен тӗрлӗ сферӑра ӗҫлесе пӑхнӑ. Формощивкра тӑрӑшакансене аслӑ пиччӗшӗ электрогазосварщика вӗренме сӗнсен вӑл килӗшнӗ. Унтанпа специальноҫе тек улӑштарман. Пӗрре юратса суйланӑ ӗҫре чунтан тӑрӑшма тытӑннӑ та шухӑша тек ылмаштарман, урӑх ҫӗре куҫса кайман.

 

Чӑвашлӑх

Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче, Шупашкар хулинче, хӑйне евӗр экспозици вырӑн тупнӑ. Вӑл – Император фарфор савучӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин проектне тӗпе хурса тунӑ чей сервизӗ.

Санкт-Петербургран илсе килнӗ комплектра чейник тата 14 чей курки шутланать. Вӗсенчен кашнине Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи эрешсемпе илемлетнӗ. Кӗскӗ эрешӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ӑна чейник ҫине ӳкернӗ, вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗрлӗ эрешне пӗрлештерет.

Сӑмах май, Император фарфор савучӗ унччен те Чӑваш наци музейӗ валли чӑваш эрешӗллӗ тата ытти регионсенчи орнаментсене ӳкернӗ чей куркисем туса кӑларнӑ. Халӗ коллекцире – хӑйне евӗр сервиз.

 

Республикӑра
 fotobus сӑнӳкерчӗкӗ
fotobus сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ене кӑҫал пысӑк класлӑ 16 автобус илсе килмелле. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ транспорт валли янӑ заявкӑна ырланӑ ӗнтӗ.

Ҫитес ҫул республикӑна пысӑк класлӑ 30 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килмелле. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта рейссене тухӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал республика пысӑк класлӑ 27 автобус туяннӑ ӗнтӗ. Ку тӗллевпе 427 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Кунсӑр пуҫне 9,8 миллион тенкӗлӗх 2 ГАЗель илсе килнӗ.

Икӗ ҫулта республика пӗтӗмпе 76 автобус тивӗҫӗ. Хальлӗхе вӗсем мӗнле маршрутсем ҫине тухассине пӗлтермен. Паянхи куна ҫакӑ паллӑ: ҫитес ҫул Чӑваш транспорт управленийӗ 11-мӗш троллейбуса пӑрахӑҫласа ун вырӑнне аэропорт таран автобуссем ярӗ.

 

Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 12 медицина учреждение пӗрлештерсе 4 пысӑк больница туса хурӗҫ, Канашри медицина центрӗ вара хӑйӗн ятне ылмаштарӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Канашри медицина центрӗ ҫумне Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канашри район больницине, Йӗпреҫри тӗп район больницине пӗрлештерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ку учреждени «Канашри районсем хушшинчи больница» хысна учрежденийӗ пулса тӑрӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больници ҫумне Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне, Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи больницине, Куславккари тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи больницӑсене пӗрлештерӗҫ.

Республикӑн клиника больницине Президентӑн пепкелӗх центрӗпе, Хулари тӗп больницӑна Хулари клиника центрӗпе пӗрлештерӗҫ.

Маларах Хӗрлӗ Чутайӗнчи больницӑна Элӗкрипе, Патӑрьелӗнчине Шӑмӑршӑрипе тата Елчӗкрипе пӗрлештернӗччӗ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин черетлӗ сериалта ӳкерӗннӗ. Вӑл «Коп-звезда» ятлӑ.

Камитлӗ сериала ТНТ телеканалпа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ. Ку Владимир Тяптушкиншӑн – камит жанрӗнчи пӗрремӗш опыт. Вӑл унта Мудров рольне вылять. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн сӑнарӗ чее, пултаруллӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне юратакан ҫын.

Сӑмах май, Владимир Мускавра питӗ ӗҫлӗ пулсан та тӑван тӑрӑхӗ пирки манмасть, килсех ҫӳрет. Вӑл Чӑваш Ене икӗ уйӑхра пӗрре те пулин килме тӑрӑшать. Уншӑн тӑван ялӗ – чи хитре вырӑн. Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкар хулинчи тӗп урамсенче уҫӑлса ҫӳреме юратать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19348
 

Хулара

Шупашкарта машина ҫулӗ урлӑ ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫулсене юсӗҫ. Кунта сӑмах ҫуран ҫӳрекенсем валли тунӑ ҫулсем пирки пырать.

Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче ун пек ҫулсене виҫӗ вырӑнта юсӗҫ: Хӗвелтухӑҫ поселокра, Мускаври автомобиль ҫулӗн институчӗ тата «Аникеево» чарӑнусенче. Объектсене ҫутатса тӑмалла та тӑвӗҫ.

Унсӑр пуҫне ҫав объектсен ҫивиттине юсӗҫ, шыв юхса каймалли вырӑнсене йӗркелӗҫ.

Тӗплӗ юсавӑн проектне яваплӑ службӑсем ырланӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ-tEjPMCQU
 

Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Шупашкар хулинче кӳлмекре «Я люблю Чебоксары» (шел те, вӗсене чӑвашла ҫырман, чӑв. «Эпӗ Шупашкара юрататӑп» пулать) тесе ҫырнӑ экрансем курӑнма тытӑннӑ. Вӗсем тӗттӗмре ҫутатса тӑраҫҫӗ.

Ултӑ экран Чӑваш наци музейне хирӗҫ вырнаҫнӑ. Хальлӗхе вӗсене вырнаҫтарса пӗтермен: ҫав вырӑнта карта тытнӑ, строительство материалӗсем те выртаҫҫӗ.

Экрансем ҫинче «Я люблю Чебоксар» тесе ҫырнисӗр пуҫне кӑвакал кӗлеткисем тата чӑваш эрешӗсем пур.

Эсир ҫак экрансене курнӑ-и?

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӗҫех, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра туризм ретро-пуйӑсӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Анчах унта пурте лекеймеҫҫӗ. Ретро-пуйӑс 7-9-мӗш классенче вӗренекен ачасене ҫулҫӳреве илсе ҫӳрӗ. Анчах вӗсем те малтан «Чувашия онлайн» порталта суйлав витӗр тухӗҫ.

Ачасем валли икӗ кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Пӗрремӗшӗ – «Литература экспресӗ» маршрут, вӑл ҫамрӑк пассажирсене кӗнеке тӗнчипе паллаштарӗ. Иккӗмӗшӗ – «Легендарлӑ хӗрли» маршрут, унпа килӗшӳллӗн ачасене дивизи командирӗ Василий Чапаев пурӑннӑ чухне Шупашкарта тата Канаш хулинче ытларах пулнӑ вырӑнсене илсе ҫитерӗҫ.

Проект вӑй илсе пырать. Малашне ҫӗнӗ маршрутсем уҫма палӑртнӑ, ҫавна май унта кашниех лекме пултарасса шанатпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30443
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 1133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 24

1919
107
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ.
1993
33
Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та