Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗпе ҫыхӑннӑ массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ.

Управлени пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пӗтӗм вӑя ӗнер пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ӳкнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсене пӗтерме ярӗҫ, ҫынсене пулӑшӗҫ.

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ, салют пулмассине, «Вилӗмсӗр полк» онлайн майпа кӑна иртессине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

 

Ҫул-йӗр
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫул ҫуреме юратакансемшӗн тата асӑннӑ ҫӗршывпа ӗҫпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ку чӑннипех те ырӑ хыпар. Шупашкартан Минска каяс тесен малашне хамӑр ҫӗршыври пысӑк хуласем урлӑ ҫӳреме тивмӗ.

Ҫӗнӗ авиарейс утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Минска пассажирсене «Аэрофлот» компани турттарӗ. Лоукостерсемпе танлаштарсан унӑн хакӗ кӑшт пысӑкрах та, апла пулин те тӳрӗ рейс уҫни питех те паха.

«Аэрофлот» компанин самолечӗсем Шупашкартан Минска эрнере икӗ хутчен вӗҫӗҫ: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Самолет ҫула ирхи 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Апла пулсан асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулине иртерех ҫитсе унта кунӗпех курса ҫӳреме май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ39hsSDc2E
 

Республикӑра
Пелегейӑн архивӗнчи сӑн
Пелегейӑн архивӗнчи сӑн

Республика кунӗнче Шупашкара Пелагея килӗ. Вырӑс юррисене юрлаканскер Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивалӗн гала-концерчӗ хыҫҫӑн сцена ҫине тухӗ. Концерт Хӗрлӗ тӳремре пулӗ.

Кӑҫал та «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Руҫ ӑстисем» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртӗҫ. Ҫавӑн пекех ытти мероприятисем пулӗҫ.

Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑн тӗп уявне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Татьяна Кортукова килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ гаражра 14 ҫулти каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн вилӗмӗшӗн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.

Ку инкек пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Гараж хуҫи машинӑна юсанӑ, ҫав вӑхӑтрах 15-ри ывӑлне тата унӑн 14 ҫулти тусне сӑнанӑ. Вӗсем гаража мотоцикл юсама килнӗ.

Арҫын, ӳсӗрскер, машина двигательне ӑшӑтма ҫутнӑ. Хӑй вара алӑка хупса тухса кайнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. 14 ҫулти ача вырӑнтах вилнӗ.

Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма панӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен шар курнӑ ҫынсене виҫӗ общежитире вырӑн уйӑрса панӑ. Кун пирки Шупашкар мэрӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара 28 ҫурт сиенленнӗ. Камӑн ниҫта каймалли ҫук – общежитисенче ҫак адрессемпе йышӑнаҫҫӗ: Кременский урамӗнчи 34-мӗш ҫурт, Магницкий урамӗнче 5-мӗш ҫурт, Ленин проспектӗнчи 48-мӗш ҫурт.

Паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пула 2 ҫын вилнӗ, 32 ҫын аманнӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти тухтӑрсем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ икӗ арҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу нейрохирургӗсем вӗсен кӗлеткине пайӑн-пайӑн пуҫтарнӑ темелле.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 32 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Вӑл 12-мӗш хутран ӳкнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Ӑна операци тунӑ. Вӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн халӗ те кӗрешеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть вара 44-ри арҫынна илсе килнӗ. Вӑл 5-мӗш хутран ӳксе аманнӑ. Ҫак арҫын та ӳсӗрле ӳкнӗ.

Ҫак пациентсен пурнӑҫӗ ҫип ҫинче пулнӑ. Халӗ вӗсем сывалса пыраҫҫӗ. Реабилитаци малалла тӑсӑлӗ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

  1. Шурсухалсем Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчи Ленинла комсомол урамӗнчи Николай Адер усламҫӑн «Кӑмаша» суту-илӳ центрӗн пуҫлӑхӗн кабинетӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта нумай коммунистсен хаҫачӗсем. Н. Адерӑн пичетленнӗ статьясемпе те. Ялтан та Шупашкар округӗнчи Станьял ялӗнчен Чаптай Элмен ҫитрӗ.
  2. Ларӑва Н.М. Адер ертсе пынӑ. Протокол унӑн секретарӗ Галина Севастьянова ҫырчӗ.
  3. Ертӳҫӗ чӑваш орфографи йӗрки ҫинчен документсем; Чӑваш Республикин ертӳҫин шӑлавӗ; пионерсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӗркелесси; хӑйӗн суту-илӳ центрӗн, музейӗн Культура центр туса реорганизацилесси; тата ытти ыйтусене хускатнӑ.
  4. Чӑваш ваттисен канашӗн ҫӗнӗ ертӳҫине те суйланӑ. Икӗ кандидат тӑратнӑ. Федор Карягин самоотвод илнӗ. Пуҫлӑх пулас тесе Николай Адера суйланӑ.
  5. Ларура ваттисен канашӗн малтанхи секретарӗ Владимир Долгов (Акташ) ятарлӑ заявлени тӑрса каланӑ: «Эпӗ Николай Адера тата пирӗн канашӑн членӗсене хисеплетӗп. Анчах Адерӑн «сулахай» коммунистла идейисемпе, туртӑмсемпе шухӑш-кӑмӑл майлӑ мар. 1991 ҫулта СССР саланнӑ.

    Малалла...

 

Хулара
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстрекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстрекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Мария Дементьева паян 100 ҫул тултарнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑма юбилейпе саламлама Шупашкар хулин Мускав районӗнчи управин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Наталия Яхатина, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн директорӗ Светлана Милкина пырса ҫитнӗ. Вӗсем кинемее ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, Раҫҫей Президенчӗн саламлӑ открыткине вуласа панӑ, парнепе савӑнтарнӑ.

Мария Дементьевна мӑшӑрӗпе, 95 ҫула кайнӑ Василий Мироновичпа, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса-савӑнса пурӑнать. Вӗсем Шупашкарти Агрегат заводӗнче ӗҫленӗ чухне паллашнӑ та 73 ҫул ӗнтӗ телей кайӑкне алӑран вӗҫертмесӗр пурӑнаҫҫӗ. Икӗ ывӑлӗ те, шел те, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анчах мӑнукӗсем тата мӑнукӗсен ачисем пур.

 

Пӑтӑрмахсем
ИИ хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк
ИИ хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑран ҫынсене вӑхӑтлӑх тӗпленме ятарлӑ пунктсем уҫнӑ.

Яваплӑ службӑсем паян ирхине пӗр пункт уҫнине пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ вара вара ун пеккисене виҫӗ ҫӗрте уҫни паллӑ.

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑтлӑх тӗпленмелли вырӑнсене ҫак адрессемпе уҫнӑ:

✅ Шупашкарти 57-мӗш шкулта,

✅ Шупашкарти 1-мӗш шкулта,

✅ Шупашкарти 38-мӗш шкулта.

Хӗрӳ лини телефонӗ: 23-50-76.

Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вырӑнсенче администраци ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, психологсемпе тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗ ҫынсене васкавлӑ службӑсен ӗҫне ӑнланса йышӑнма ыйтса тата официаллӑ ҫӑлкуҫсене ҫеҫ шанма чӗнсе каланӑ.

 

Ҫул-йӗр

Паян Шупашкарта халӑха турттаракан транспорта ҫӳреме чарнӑ. Ку официаллӑ хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, транспорта хӑҫанччен ҫӳретмесси паллӑ мар.

Кун пек йышӑнӑва хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе тунӑ. Транспорт ҫӳреме пуҫланине ведомство каярах пӗлтерӗ. Хальлӗхе вара хулара сирена татти-сыпписӗр янӑрать. Самантлӑх чарӑнса илет те каллех янӑрама пуҫлать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 1109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 20

1843
183
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
137
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
131
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та