
Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа пурнӑҫа кӗрет. Ӑна аякри ялсене культура ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Программӑна хутшӑнакансене шалусӑр пуҫне хушма укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал вӑл программӑпа 20 специалиста суйласа илессине пӗлтернӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнче Юрий Петухов юрӑҫ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Петухов — композитор та. Культура сферинче 25 ҫула яхӑн ӗҫлет иккен. «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ансамблӗсене ертсе пырать. Куракансем унӑн пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ арҫын Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ.

Шупашкар хула кунӗнче дизайнерсен конкурсӗ иртнӗ. Пӗтӗм тӗнчери дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн I пӗтӗм тӗнчери конкурсне «Этно‑диалог — 2026» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин Чӑваш Енри уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хулари «Пехет» агромаркетра (халӗ чылай мероприятире унта ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ) тӗрлӗ культурӑпа паллаштарма пухӑннӑ.
Дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн конкурсне Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑх туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Дизайнерсем халӑхӑн пуян эткерлӗхне паянхи кун ыйтнине кура кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.
Чӑваш эрешӗллӗ тум ҫӗлекенсем те ку конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ.
Пултарулӑх мероприятине юрӑ-ташӑ ӑстисем те илем кӳнӗ.

Чӑваш Енре кӑҫал ҫине-ҫинех тӗрлӗ фестиваль иртет: Сӑра фестивалӗ, Ҫырла фестивалӗ, Пыл фестивалӗ. Кусем – эпир ҫак самантра аса илнисем. Кусемсӗр пуҫне ыттисем те пурччӗ-ха.
Халӗ тата авиамоделировани фестивалӗ ирттернӗ. Ӑна Анатолий Игумнова халалланӑ. Мероприятие «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗнче пуҫтарӑннӑ.
Хулари уҫӑ фестивале технопарка ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, хулари шкулсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те ывӑл-хӗрне курма пынӑ. Пурӗ 50 ҫын ытла.
Малашне ку фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн.
Анатолий Александрович Игумнов хулана чылай ҫул ертсе пынӑ. Авиаци енӗпе те ӑста пулнӑ. Хӑй вӑл 1946 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Балашиха хулинче летчиксен аслӑ ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. Полковник званиллӗскер ӗҫрен пӑрахсан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ 56 ҫулти хӗрарӑма шырать.
Лилия Сергеевна Шуленина (Старицина) килтен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ иккен.
Шырав отрядне хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл е Шупашкарта пулма пултарать, е Мускав облаҫӗнчи Бронницы хулинче.
56 ҫулти хӗрарӑм икӗ туя ҫине таянса утать иккен. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.
Тухса кайса ҫухалнӑ чухне вӑл симӗс тӗслӗ платье, хӗрлӗ кофта, шурӑ сандали тӑхӑннӑ.
Пӗлекенсене, курнисене «Лиза Алерт» шырав отрядне 8-800- телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Е йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа та калама пулать.

Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 12 сехет те 44 минутра Шупашкар хулинче Мускав кӗперӗ ҫинче 47 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Шел те, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вырӑнтах вилнӗ.
«Лада Гранта» машина рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хӗрарӑм ҫул ҫинчех утса пынӑ. Мӗншӗн унта утнӑ вӑл – паллӑ мар.
Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, «Элара» савут патӗнчех машинӑсенчен хӑваласа иртсе кайнӑ, «шашкӑлла» вылянӑн пынӑ. Хӗрарӑма таптаса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл 100 метртран кӑна чарӑннӑ. Хӗрарӑм вара айккинелле вӑркӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫав вырӑнта сехетре 40 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме юранине кӑтартакан паллӑ ларать. Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ: вӑл урӑ пулнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 17 ҫулти Тимофей Петров «Ну-ка, все вместе!» шоуна хутшӑнса жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн ентеш «Россия 1» каналпа кӑтартакан музыка проектне хутшӑннӑ, вӑл Benson Boone — "In the Stars" ятлӑ юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: жюрисенчен пӗри вӑл ӑна оригиналтан та лайӑхрах юрланине палӑртнӑ.
Каласа хӑварар: Тимофей Мускав хулинче Гнесинсен ячӗллӗ училищере 2-мӗш курсра «Эстрадӑпа джаз юрласси» специальноҫпе ӑс пухать. Кунсӑр пуҫне вӑл ташлать, ку енӗпе ӑсталӑха 9 ҫул туптать. Тата, тӗлӗнмелле те, арҫын ача пулсан та вӑл десертсем хатӗрлеме юратать.

Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Йӑлтах – йывӑҫ каснӑшӑн.
Улатӑр округӗнче 26 хурӑн тункатине асӑрхасан йӗрке хуралҫисем ҫакна кам тунине шырама тытӑннӑ. Йӗрсем вӗсене Суйкӑн ялӗнчи пӗр ҫурта илсе ҫитернӗ. Кайран иккӗленӳ юлман – картишӗнче тин каснӑ йывӑҫсене асӑрханӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл йывӑҫсене касса патшалӑха 152 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Йӗпреҫ районӗнче те хурӑнсем каснӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Унта 3 тунката пулнӑ. Йывӑҫсене Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын каснине палӑртнӑ. Вӑл «Урал» машинӑпа йывӑҫсем турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлет.
Йывӑҫ каснӑшӑн иккӗшӗн те суд сакки ҫинче явап тытма тивӗ.

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарса пынӑ май паян Шупашкар хулинчи «Спартак» стадионта массӑллӑ вӑйӑ карти иртмеллеччӗ. Анчах кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр лӳшкенине кура мероприятие пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫанталӑк япӑххине кура уяв мероприятийӗсен программине улшӑнусем кӗртнӗ: «Спартак» стадионти пысӑк вӑйӑ карти иртмест», — тенӗ мэри.
Вӑйӑ картине «Ясна Музыка» пӗтӗм тӗнчери этнофестивальпе килӗшӳллӗн ирттерме палӑртнӑ пулнӑ. Фестиваль вара иртет, вӑл стадионта 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта этно-костюмсене кӑтартаҫҫӗ, фолк-ушкӑнсем тата симфони коллективӗсем юрлаҫҫӗ. Каҫхи 8 сехетре гала-концерт пулӗ. Кунӗпех гастрономи лапамӗсем ӗҫлӗҫ, унта наци кухнин ҫимӗҫӗсене тутанса курма пулать.
Сӑмах май, вӑйӑ картине тӑма 1 пин ҫурӑ ытла ҫын регистрациленнӗ пулнӑ.

Шупашкар хулинчи Шумилов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт стени ҫинчи мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Кайса курма пултаратӑр!
Ӑна Алексей Чернов ӳкернӗ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнчи «ФормаАРТ» фестивале хутшӑнать. Вӑл хатӗрленӗ мурал «Лаша – пӗрлӗх символӗ» ятлӑ. Ку ӗҫе вӑл утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Малтан проектор пулӑшнипе эскиза хатӗрленӗ, кайран сӑрланӑ.
Алексей палӑртнӑ тӑрӑх, лаша уншӑн ахаль чӗрчун мар. Вӑл – халӑхсене пӗрлештерекен сӑнар.
Сӑмах май, Алексей Чернов 2022 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн стени ҫине «Пултарулӑх» ятлӑ мурал ӳкернӗ.

Шупашкар хулинче ӗнер, каҫхи пилӗк сехет ҫитеспе, икӗ ача самокатпа машина урапи айне лекнӗ.
Арҫын ачапа хӗрача пӗр самокат ҫине тӑрса урам тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ. Инкек Кӑкшӑм урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнчи картишӗнче пулса иртнӗ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем палӑртӗҫ-ха. Ҫуртсен картишӗнче машинӑсен те хӑвӑртлӑха чакармалла-ха, тепӗр тесен ачи-пӑчи те питӗ тимсӗр.
«Haval M6» автомобиль рулӗ умӗнче 57 ҫулти водитель пулнӑ. 11 ҫулти арҫын ача самокат рулӗ умӗнче пулнӑ, унпа пӗрле 16 ҫулти хӗрача тӑрса пынӑ.
Инкеке ҫакланнӑ хыҫҫӑн суранланнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Ачасем ҫине пырса кӗнӗ машина водителӗ инкек вӑхӑтӗнче урах пулнӑ.
Халӗ ку пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
