Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм лавккаран туяннӑ пахча ҫимӗҫ ҫисе А гепатитпа чирленӗ.

Вӑл вӗсенчен салат тунӑ, анчах лайӑх ҫуман ахӑртнех. Темиҫе эрнерен унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, вӑйӗ чакнӑ, хӑстарма тытӑннӑ, сылтӑм аякӗ патӗнчен ыратма пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшупа ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те унӑн А гепатит пулнине палӑртнӑ. Вӑл – пыршӑлӑх инфекцийӗ, таса мар алӑ урлӑ ерме пултарать. Ытларах чухне лайӑх ҫуман пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, ешӗл ҫимӗҫ урлӑ лекет.

Сипленӗ хыҫҫӑн пациенткӑна малалла мӗн тумалли пирки сӗнӳсем парса киле кӑларнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи чиперкке Светлана Григорьева Чӑваш Республикин чысне «Тӗнчен Раҫҫей мисӗ» конкурсра хӳтӗлӗ.

Вӑл республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнӑ. Светлана Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче ӗҫлет, «Трактор савутӗнчи» проектсене ертсе пырать. Кунсӑр пуҫне ташӑ студине ертсе пырать. Вӑл – икӗ хӗрача амӑшӗ.

Хӗрӗсем хӑйсем те унччен «Чӑваш Енри ҫамрӑк мисс» конкурса хутшӑнса мала тухнӑ. Шӑпах вӗсем амӑшне илем конкурсне хутшӑнма хавхалантарнӑ та.

Финал ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Мускавра иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29507
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Италири телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Вӑл кунта пирӗн регион пирки сюжет ӳкерет.

Сӑмах «Поедем, поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Федерико Арнальди пирки пырать. Вӑл Рим хулинче ҫуралнӑ. Куракансене Чӑваш Ен культурипе, йӑли-йӗркипе тата апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарас тӗллевпе Чӑваш Ене килнӗ.

Федерико Канаш округӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ патӗнче пулнӑ, унта чӑваш юррипе ташласа савӑннӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса курнӑ. Кайран ӑна ҫынсем Шупашкарти кӳлмекре асӑрханӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29525
 

Культура
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци вулавӑшӗнче культура отраслӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсен форумӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫӑн тӗп тӗллевӗ — тӗрлӗ муниципалитетри яш-кӗрӗмӗн шухӑшне, малашлӑха палӑртнисене, хумхантаракан ыйтӑвӗсене тӗпчесе пӗлсе малалла аталанма ҫул уҫасси». Форума республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри библиотекарьсене, культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсене пухнӑ. Пурӗ 60-а яхӑн специалиста.

Мероприятире «хальхи культура чӗлхи» пирки те сӑмах хускатнӑ. Ялти специалистсен авалхи юрӑсене ҫырса илес ӗҫе мӗнле йӗркелемелли пирки калаҫнӑ.

Ҫамрӑк специалистсем хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсене Светлана Каликова министрпа сӳтсе явма пултарнӑ.

 

Ҫул-йӗр
"Правда ПФО" сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Правда ПФО" сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Минска Чулхуларан та самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кӳршӗллӗ Беларуҫ Республикипе Чулхулана самолетсем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарӗҫ. Эконом-класс билетсен хакӗ 9 пин те 350 тенкӗрен пуҫланать.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫӗршыва Шупашкартан тӳрремӗн ҫитме май килӗ. Билет хакӗ йӳнӗрех те: 7 пин те 100 тенкӗрен пуҫласа. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Минска тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен кайма пулать.

Чулхуларан вара самолетсем эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗҫ: ытларикунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александров спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Нумаях пулмасть вӑл Японирен виҫӗ медальпе таврӑннӑ.

Кирилл ишесси енӗпе палӑрать. Спортӑн ку тӗсӗпе вӑл пӗчӗк чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна бассейна илсе кайнӑ. Кирилл Японири Фудзи-Сидзуока хулинче иртнӗ ӑмӑртура арҫын спортсменсемпе ӑмӑртса виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ «ылтӑн» тата пӗр «кӗмӗл».

Сӑмах май, нумаях пулмасть Кирилл Александров Калуга хулинче иртнӗ чемпионатра Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Палӑртса хӑварар: Кирилл – 14 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать.

 

Раҫҫейре

Ҫул ҫӳреме тата унта-кунта пулса курма юратакансемшӗн тата тинӗс хӗрринче канма кӑмӑллакансемшӗн ку хыпар чӑннипех те ырӑ. Ӗнертенпе, ҫертме уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе, Сочи хулине Шупашкартан «Победа» авиакомпанин самолечӗсем те вӗҫме пуҫланӑ.

Авиакомпани самолечӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Краснодар крайӗнчи курорт хулине юпа уйӑхӗчченех ҫыхӑнтарӗҫ. Самолетсем эрнекунсӑр пуҫне кашни кунах вӗҫӗҫ. Шупашкартан вӗсем 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗҫ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 2 минут иртӗ.

Кӑнтӑрти ҫав хулана «Nordwind» авиакомпани та хутлать. Унӑн рейсӗсем эрнере икӗ хут: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ6MRCgLfEU
 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарта каҫхине пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта икӗ ватта машина ҫапса кайнӑ. Тӗрӗссипе, кайман-ха, инкек хыҫҫӑн вӑл тӳрех чарӑнса ларнӑ.

Каҫхи 8 сехете те 45 минут тӗлӗнче «Гранта» водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чух хирӗҫ пыракан «Вестӑна» ҫул паман. Машинӑпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн автомобиль малалла кайнӑ, ҫав самантра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ икӗ пенсионер ҫине пырса кӗнӗ.

Ватӑсене больницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем 78 ҫулти мучипе 72 ҫулти кинемей пулнӑ.

Сӑмах май каласан, водительсем иккӗшӗ те урах пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ6MGDpAMsQ
 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ округне «Кардиопуйӑс» ҫитӗ. Ку — «Сывлӑх патне утӑм» проектпа килӗшӳллӗн.

Ҫӗрпӳ округӗнчи ҫынсем патне Шупашкарти тухтӑрсем килӗҫ: кардиолог тата невролог. Районти поликлиника умӗнче шатер лартӗҫ, унта регистраци тухма, тухтӑрсенчен канаш илме май пулӗ.

Пульницӑра вара ЭКГ тума, холестерин тата глюкоза шайне тӗрӗслемешкӗн анализ пама пулӗ. Кӑлтӑксем тупӑнсан тухтӑрсем пациента кардиолог е невролог патне ярӗҫ.

Пӗрле паспорт, ОМС полисӗ илмелле. Анализсем памашкӑн выҫӑ хырӑмла килсен лайӑхрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18680
 

Республикӑра
www.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче тӳлевсӗр Wi‑Fi ӗҫлесе кайнӑ. Вай-фай урлӑ тӗнче тетелне асӑннӑ центр ӗҫченӗсем те, центра пырса ҫӳрекенсем те кӗме пултараҫҫӗ.

Тӳлевсӗр вай-фай ҫыхӑнупа «Ростелеком» компани тивӗҫтернӗ. Клиентсен залӗсенче ятарлӑ ҫыхӑну каналӗсем йӗркеленӗ, сеть оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ.

Вай-файпа тӳлевсӗрех усӑ курма май килӗ. Авторизациленес тесен СМС-кодпа усӑ курмалла е 8 800 номерпе шӑнкӑравламалла, е тата патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ кӗме пулать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 1118
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 26

1969
57
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем