Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Вӗренӳ

Юпан 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти 65-мӗш шкулта ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр ҫитерни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Сӑнӳкерчӗке пӗр ачан амӑшӗ ӳкерсе уҫлӑха вырнаҫтарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тӗрӗслев ирттернӗ. Шкул администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун шкул апатланмӑшӗнче ҫӑкӑра тӗрӗсленӗ, пурте юпан 23 тата 24-мӗшӗнче пӗҫернӗскерсем пулнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ камерӑсене пӑхса тухнӑ та ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑвакарнӑ ҫӑкӑра ачан амӑшӗ апатланмӑша хӑйех илсе кӗнӗ. Ҫакна кам тунине хальлӗхе палӑртайман-мӗн.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Валентина Вислобокова 103 ҫул тултарнӑ. Валентина Петровна 1922 ҫулта Рязань облаҫӗнчи Шацк хулинче ҫуралнӑ. Вӑл йывӑр ӗҫ мӗн иккенне ҫамрӑкранпах пӗлет — вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавнӑ, Рязаньти заводра ӗҫленӗ, снарядсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.

1942 ҫулта Валентин Шупашкара куҫса килнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен вара вӑл пӗртӑванӗсемпе пӗрле Кемерево облаҫне тухса кайнӑ, шахтӑра кӑмрӑк кӑларнӑ. Каялла Шупашкара таврӑнсан стоматологи поликлиникинче санитаркӑра нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ ӑна хулари «Текстильщик» микрорайонта нумайӑшӗ пӗлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_260893
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкар хӗрӗ Анастасия Букина «Раҫҫей Ҫӗр миссисӗ» конкурсра палӑрнӑ. Вӑл «Раҫҫей бизнес миссисӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.

Настя Санкт-Петербургра пурӑнать. Вӑл виҫӗ ача ҫуратнӑ, чылай ҫул ресторан бизнесӗнче вӑй хунӑ, 4 ресторанӑн директорӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Анастасия тӗрлӗ курс, ӑсталӑх класӗ йӗркелет. Вӗсене хӗрарӑмсем ҫӳреҫҫӗ.

Палӑртмалла: Анастасия илем конкурсӗсене час-часах хутшӑнать. Кӑҫал вӑл акӑ «Санкт-Петербург тата Ленинград облаҫӗн миссисӗ» конкурса хутшӑннӑ, унта финала лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Шупашкарта пысӑк флешмоб иртнӗ. Унта вырӑнти аслӑ шкулсенче вӗренекенсем тата ют ҫӗршывран килнӗ студентсем хутшӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Анне палӑкӗ умӗнче 400 яхӑн ҫын пухӑнса 5 вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла халӑхсем туслӑ пурӑннине кӑтартнӑ вӗсем.

Палӑртмалла: хӑшӗсем акцие ушкӑнӗпех килнӗ.

 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти арҫын укҫа-тенке инвестици хывса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пулса тухман – вӑл 5,8 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Хайхискер ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.

Вӑл ку рекламӑна тӗнче тетелӗнче курнӑ. Унта тӳрех заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа инвестици компанийӗн «менеджерӗ» ҫыхӑннӑ та телефона сарӑм вырнаҫтарма каланӑ. Ҫапла арҫын счет ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Хӑйӗн пулман, вӑл банксенчен кредит илнӗ.

Арҫын хӑйне улталанине пӗр уйӑхран ӑнланнӑ. Счет ҫине хывнӑ укҫана каялла тавӑраймасан тин ҫак шухӑш патне пырса ҫитнӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15372
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта ҫул-йӗр инспекторӗсем 48 ҫулти водителе тытса чарнӑ та протокол ҫырма пуҫланӑ. Лешӗ вара ҫав вӑхӑтрах ҫывӑрса кайнӑ.

Водитель тытса чарнӑ чухне вӑйлах ӳсӗр пулнӑ, ура ҫинче аран тӑнӑ. Унччен маларах вӑл «Лада Калинӑпа» Эгер бульварӗнче парковкӑра ларакан Лада Гранта» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Юрать-ха, никам та суранланман.

Палӑртмалла: водитель медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти Ботаника садӗнче ҫӗнетнӗ «Пурнӑҫ ҫӑлкуҫне» уҫнӑ. Вӑл – 100 ытла каялла йӗркеленнӗскер. Унти шыв таса та сиплӗ.

Нумаях пулмасть ун таврашӗнчи территорие хӑтлӑлатнӑ: ҫуран ҫӳремелли картлашкасем, саксем лартнӑ, ҫӑл патне анмалли вырӑна лайӑхлатнӑ. Шыва та тӗрӗсленӗ – вӑл санитари нормисемпе килӗшсе тӑрать.

Хула ҫыннисем шыва пахаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24749
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ольга Святопольская тивӗҫлӗ канура пулсан та ахаль ларма юратмасть. Вӑл вӗтӗ шӑрҫаран чӑвашла эрешсем тӗрлет.

Ольга Святопольская чӑваш наци эрешӗсене ӑсталать. Тӗслӗхрен, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, пиҫиххисем, алкасем... Вӗсене курас тесен Шупашкарти «Пехет» агромаркета ҫитмелле. Вӑл кашни шӑматкун вӗсене унта илсе пырать.

Палӑртмалла: Ольга «Изумрудный павлин» конкурс лауреачӗ пулса танӑ. Вӑл тӑрӑшнипе ҫитӗнекен ӑру чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашать — Ольга Святопольская ача пахчисенче, шкулсенче, культура ҫурчӗсенче ӑсталӑх класӗсем ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79790
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта уйрӑм пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Татьяна Ильина паян 60 ҫул тултарнӑ.

Татьяна Викентьевӑна социаллӑ сферӑна нуша илсе ҫитернӗ тесен те йӑнӑш мар. 1995 ҫул. Республикӑра, ҫӗршыври пекех, йывӑр лару-тӑру хуҫаланнӑ, шӑпӑрлансем сахал пирки ача пахчисене хупма тапранса кайнӑ. Психолог-педагога вӗренсе тухнӑ хӗрарӑм ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, ҫав вӑхӑтра ӑна ачасен реабилитаци центрне ӗҫе йыхравланӑ.

Унта пилӗк ҫул ӗҫлесен вӑл халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра куҫнӑ. Халӗ Татьянга Викентьевна хӑйне урӑх сферӑра курмасть те ӗнтӗ. Унта — унӑн юратнӑ ӗҫ вырӑнӗ, ӗҫтешӗсем, пулӑшу кӗтекен ватӑсем.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

2026 ҫулта Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр-пӗр округра иртӗ. Ҫитес ҫул уяв мероприятийӗсем Шупашкар округӗнче пулӗҫ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Республика кунне мӗнле паллӑ тӑвассине сӳтсе явса программа хатӗрлӗҫ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫул уяв Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 1079
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -16 - -18 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 23

1999
26
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ