Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

«Чӑваш Ен мисӗ – 2023», «Раҫҫей мисӗ – 2024», 2024 ҫулта Тӗнче мисӗсен топ-12 списокне кӗнӗ Валентина Алексеева Раҫҫей чысне Пӗтӗм тӗнчери Miss BRICS 2026 конкурсра хӳтӗлӗ.

Конкурс Хусанта пуш уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑнӑҫу сунатпӑр ентешӗмӗре!

Палӑртса хӑварар, Валентина Алексеева – Шупашкартан, Мускавра тухтӑра вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_82489
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Наталия Яхатина кӗленчесене илемлетме ӑста. Вӑл – Шупашкар администрацийӗн Мускав районӗн управин ертӳҫин ҫумӗ.

Малтанах ӗҫтешӗсем Наталия кӗленчесене хӑй илемлетнине ӗненмен те, ют ҫӗршывран илсе килнӗ тесе шутланӑ. Тинӗс стилӗ тата стипманк – унӑн юратнӑ енӗсем. Наталия Кимовна хитрелетнӗ кӗленчесене тусӗсемпе пӗлӗшӗсене парнелет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_27034
 

Чӑваш чӗлхи

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӗлхе кунӗ умӗн, Чӑваш наци библиотекинче «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ.

Ҫак кӗнеке Хусанти Тутар кӗнеке издательствинче 2025 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Хусанти ӑслӑлӑх центрӗн лабораторийӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Максим Кузнецов. Вӑл чӑваш чӗлхине тӑван мар чӗлхе пек вӗренекенсем валли 15 урокран тӑракан кӗнеке хатӗрленӗ.

Хӑтлавра автор хӑйӗн кӗнеки пирки каласа парӗ, чӑваш чӗлхине мӗнле вӗреннипе паллаштарать. Унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Галина Семёнова тата ытти паллӑ тӗпчевҫӗ тухса калаҫӗҫ. Чӑваш артисчӗсен пултарулӑхӗ те чӑваш чӗлхипе культурине кӑтартса парӗҫ.

Мероприяти конференц-залра (137-мӗш пӳлӗм) 16:00 сехетре пуҫланать, ӑна Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти спортсмен, 6-мӗш класра вӗренекен Дамир Васильев, хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ тупӑшура, йӗлтӗрпе чупассипе тата биатлонпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Дамир йӗлтӗрпе чупса икӗ ылтӑн медаль илнӗ. Биатлонра вара икӗ кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Саламлатпӑр ҫамрӑк спортсмена!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_268193
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян республикӑна беспилотниксем тапӑнсан 1 ҫын аманнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр пек хаклаҫҫӗ. Пациент пульницӑра, унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук.

Аса илтерер: паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑш ялне беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Шупашкара тата Шупашкар округӗнчи Явӑша беспилотниксем вӗҫсе килнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче малтанах 2 беспилотник пирки хыпарланӑ. 7 сехет иртсен тӗп хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районне тепре вӗҫсе килнине пӗлтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисем ҫук.

Вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе хӑрушлӑх режимне пӑрахӑҫламан, асӑрханмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкарти общежитире кӗҫӗр пушар алхаснӑ. Инкек Ильбеков урамӗнчи общежитире пулнӑ.

Ҫӗрле подъездра упранакан япаласем ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм хӑвӑрт сарӑлнӑран ҫынсем урама тухса ӗлкӗреймен.

Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Вӗсем 10 ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Телее, никам та шар курман.

Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер каҫ енне асар-писер тӑман тапранса кайнине пула Шупашкартан самолётсем те вӗҫсе каяйман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Мускава каймалли икӗ рейс та ҫула тухайман.

Сургутран Шупашкара вӗҫсе килсе Минеральные Воды хулине 20 сехет те 50 минутра каяканнине темиҫе хутчен те урӑх вӑхӑта куҫарнӑ. Кайран вара паян ирхине 8 сехетре ҫула тухассине пӗлтернӗ.

Авиакомпани ҫынсене каҫхи апатпа (бургерпа) тивӗҫтернӗ, хулари хӑна ҫурчӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Унта трансфер йӗркеленӗ. Самолет паян кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ ҫула тухнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарас уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концрет иртнӗ. Ӑна Чӑваш музыкин республикӑри XV фестивальне ирттерне май йӗркеленӗ.

Концерта тӑван халӑхӑмӑрӑн нумай енлӗ культура эткерлӗхне хисепленине палӑртса хатӗрленӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Каллех – юр йывӑрӑшне пула. Ку Энергетиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 5-мӗш ҫуртра пулнӑ.

Ҫурт 1971 ҫулта хута янӑскер. Вырӑнта комисси тӗрӗслевӗ ирттернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.

Сӑмах май, кун пекки спутник хулара унччен те пулнӑ. Иртнӗ канмалли кунсенче Силикат урамӗнчи 12-мӗш ҫурт тӑрри йӑтӑнса аннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ... 1109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 20

1843
183
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
137
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
131
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй