Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗсене Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес чӗрчунсем валли йышӑнать. Ку акци пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ иртет. Кӑҫал вӑл кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 1-мӗшӗччен пулӗ. Зоокӗтес чӗрӗ, типсе кайман чӑрӑшсене, хырсене тата пихтӑсене кӑна йышӑнать. Вӗсене юнкунран пуҫласа вырсарникунччен 10:00-18:00 сехетсенче Николаев паркне илсе пымалла.

Зоокӗтес ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лӑсӑллӑ йывӑҫ чӗрчунсемшӗн усӑллӑ, вӑл вӗсемшӗн вылямалли тетте те пулса тӑрать. Лӑсӑллӑ йывӑҫсене чӗрчунсем айне те сарса параҫҫӗ.

Кашни йывӑҫшӑн «Ковчег» зоокӗтесе кӗрсе курма 1 ача-пӑча билечӗ параҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш Енри ҫыравҫӑсемпе поэты юлашки темиҫе ҫулта пӗрмаях литература ёлки ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна йӗркеленӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӗсем сӑвӑсем вулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ те.

Чи илемлӗ вулакана тата юрлакана Хӗл Мучипе Юрпикен дипломӗсемпе чыслаҫҫӗ.

Кӑҫалхи литература ёлки вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Суркина поэта тата Шупашкарти Александр Речкин барда палӑртнӑ. Кӑҫал тата «Литература ёлки-2026» парнепе те шухӑшласа кӑларнӑ. Унпа Лидия Филиппова писателе тата журналиста хавхалантарнӑ.

Литература ёлкинче Раиса Воробьева, Владимир Мишшан, Людмила Исаева, Марина Туманова, Григорий Михайлов, Александр Шпаннагель, Наталья Шмелёва, Наталья Селезнёва пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3081
 

Экономика
«Ҫыхӑнура» форумра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта «Пехет» агромаркет ӗҫленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл «Каскад» суту-илӳ ҫуртӗнчи аялти хутра вырнаҫнӑ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, агромаркета кайса ҫӳреме меллӗ мар. Халӑх питех пырса ҫӳременни, тавар туянакан сахалли пирки халӑх тетелӗнче ҫырнине те асӑрхакаланӑччӗ.

Халӑха унта илӗртес тесе пӗлтӗр кӗркунне унта районсемпе министерствӑсен кунӗсене те ирттерсе пӑхрӗҫ – хайхисен вӑхӑтӗнче юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ.

Агромаркетра суту-илӳ тӑвакансене хавхалантарас тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви 10 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса пама йышӑннӑ, вӑл укҫа усламҫӑсене аренда тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма кайӗ.

 

Ҫул-йӗр
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер хуҫаланнӑ «Фрэнсис» циклона пула Мускавра юр тасатса ӗлкӗреймен. Ҫавна май авиатранспорт та йӗркеллӗ ҫӳреймен. Тӗрӗссипе, ку циклон Калининградран пуҫласа Камчатка таранах витӗм кӳнӗ.

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аэропортсенче авиарейссен вӑхӑчӗ те улшӑнса пӗтнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавран Шупашкара килмелли «Победа» самолечӗ ҫула тухайман. Вӑл рейспа Мускава ҫитме палӑртнисем те ҫавна май каяйман.

«Победа» авиакомпанин Шупашкара 19 сехет те 15 минутра килмелли самолечӗ те вӑхӑтра ҫитеймен, вӑл 23 сехет те 23 минутра ҫеҫ Чӑваш Ен тӗп хулине ҫитнӗ.

 

Хулара

Ҫак кунсенче Шупашкартан Новосибирска самолет вӗҫме тытӑннӑ. S7 Airlines авиакомпани пӗрремӗш рейса пурнӑҫланӑ.

Новосибирскран Шупашкара килнӗ пассажирсене чӑвашсен йӑли-йӗркипе кӗтсе илнӗ. Пӗрремӗш кунхинех Шупашкартан Новосибирска 60 ҫын вӗҫнӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак рейс ҫынсене Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ пайне ҫӑмӑллӑнах ҫитме май парать.

 

Республикӑра

Кӑҫал «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ретро-пуйӑс ярасшӑн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ҫакна региона туристсене илӗртес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ретро-пуйӑс «пуҫӗнче» пӑспа ӗҫлекен Л сериллӗ локомотив пулӗ, ӑна «Лебедянка» тесен пӗлеҫҫӗ. Вакунсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи евӗр пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне проводниксем те ҫав тапхӑрти костюмсене тӑхӑнӗҫ.

Рейссене ҫак тапхӑрсенче пурнӑҫлама палӑртнӑ: ҫӗртмен 17-21-мӗшӗсенче тата 24-28-мӗшӗсенче, ҫурлан 12-16-мӗшӗсенче тата 19-23-мӗшӗсенче, авӑнӑн 9-13-мӗшӗсенче тата 16-20-мӗшӗсенче, раштавӑн 23-27-мӗшӗсенче.

 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Рспублика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Конкурс раштавӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен 70-шӗ ҫутатать.

Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта «Овас» суту-илӳ ҫуртӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ сӗтел-пукан салонӗ ҫунма тытӑннӑ.

Пушар ирхи 9 сехетре тухнӑ. Ултӑ ҫын урама хӑйсем тӗллӗн тухайман, вӗсене ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.

Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара 14 техника, 50 ҫӑлавҫӑ сӳнтернӗ. Телее, никам та шар курман.

 

Хулара
Станислав Трофимовӑн архивӗнчи сӑн
Станислав Трофимовӑн архивӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта ӑшӑ сечӗсем ҫинче икӗ авари пулнӑ. Кун пирки хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Аварисем Пролетари урамӗнче тата Мир проспектӗнче пулнӑ. Пролетари урамӗнче специалистсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. Мир проспектӗнче вара авари хӑш вырӑнта пулнине ҫийӗнчех тупса палӑртайман.

 

Культура
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри калем ӑстисем кӑҫал та литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.

Кун пек ёлкӑна пирӗн республикӑра кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Унта поэтсем, писательсем, музыкантсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, кӑҫалхи плансене палӑртӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ, юрӑсем юрлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ... 1109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 21

1963
63
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
19
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та