Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти хваттерте 10 велосипедпа 17 самокат тупнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ, вӑл вӗсене урамри ҫынсенчен туяннӑ имӗш. Анчах ку тӗрӗс-и е ҫук-и – тӗрӗслӗҫ.

Хваттере полицейскисем акӑ мӗнле лекнӗ. 46 ҫулти хӗрарӑм полицие велосипед ҫухални ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пӗр учреждени умӗнче хӑварнӑ та каялла тухнӑ ҫӗре ним те ҫук. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем велосипеда пӗр хӗрарӑм «Мазда СХ-7» автомобиле хурса кайнине палӑртнӑ. Вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлсе хваттере кӗрсе тӑнӑ. Унта вара велосипедсемпе самокатсем нумай пулнӑ. Ҫав шутра – 46 ҫулти хӗрарӑмӑн транспорчӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара

Ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫын ахаль ларасшӑн мар. Вӑйӗ ҫитмесен те унӑн пахчара акса лартас килет. Кун пек чухне Шупашкарти ватӑсене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӗ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ.

«Пахчана пушӑ вырттарас килмест. Юрать мана Елена Трофимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать», — тав тӑвать тава тивӗҫлӗ канури Федосия Парфёнова. Зинаида Прокопьева вара Ольга Филиппова пулӑшса пынишӗн савӑнать.

 

Ҫул-йӗр

«ЮВТ АЭРО» авиакомпани самолечӗсем ҫу каҫипех Нижневартовска вӗҫӗҫ.

Авиарейссене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен уҫнӑ. Самолетсем икӗ хулана юнкунсерен пӗрлештерӗҫ.

Нижневартовскран самолет 18 сехет те 30 минутар хускалӗ те Шупашкара 19 сехет те 40 минута вӗҫсе ҫитӗ. Шупашкартан 20 сехетре хускале те Нижневартовска ҫурҫӗр иртни 40 минутра ҫитӗ. Вӑхӑта вырӑнтипе кӑтартнӑ

Билет хакӗ — 8 пинрен пуҫласа.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/air_cheb/325
 

Культура
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 9-15 ҫулсенчи ачасем валли «Театральное лето» (чӑв. Театр ҫӑвӗ) театр студийӗ уҫӑлӗ.

Ачасем театр ӳнерӗпе паллашӗҫ, чаршав хыҫӗнче пулса иртекен вӑрттӑнлӑхсене пӗлӗҫ, сцена ҫине тухмалли тумтир тата ытти ҫинчен ҫӗннине, хальччен илтменнине пӗлӗс.

Профессилле актерсем вӗсене сцена ҫинче артистла тытма вӗрентӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасене хӑюллӑн калаҫма, хускалма, ушкӑнпа ӗслеме хӑнӑхтарӗҫ.

Программа виҫӗ сменӑран тӑрӗ. Театр смени ҫӗртме уйӑхӗн 16-30-мӗшӗсенче, утӑ уйӑхӗн 1-14-мӗшӗсенче тата ҫурла уйӑхӗн 11-22-мӗшӗсенче ирхи 9 сехетрен 15 сехетчен ӗҫлӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: (8352) 62-02-21.

 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян ирхи 3 сехет иртсен Шупашкарати «ВНИИР» предприяти ҫине икӗ беспилотник ӳкнӗ.

Республика ертӳлӗхӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем – Украина беспилотникӗсем. Предприятире пушар пуҫланнӑ, ҫулсене пӳлнӗ. Экстреннӑй служба оперативлӑ ӗҫленипе пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ, никам та шар курман, вилмен. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пула предприяти ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарнӑ.

Тепӗр 2 беспилотник Краснармейски тата Шупашкар округӗсенчи уйра ӳкнӗ.

Хальхи вӑхӑтра И. Яковлев проспектӗнчи ҫула уҫнӑ, транспорт ҫӳрет.

 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗлӗнмелле ӑста, художник, Валентина Никитина ӗҫлет. Хӑй вӑл Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑ. Унти Павлово хулинчи ӳнер училищинче тимӗре илемлетме вӗреннӗ, ӳнер енӗпе пӗлӗвне каярах Шупашкарти педагогика институтӗнче анлӑлатнӑ.

Валентина Нииктина социаллӑ сферӑра виҫӗ теҫетке ҫул ӗҫлет. Вал чӑваш пуканисем ӑсталать. Унсар пуҫне вал турилккесене чӑвашла эрешпе те капарлатать.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче поварсен хушшинче «Профессире чи лайӑххи» конкурс иртнӗ. Республикари ултӑ кулинар тупӑшса хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ: пулӑран, аш-какайран апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ, десерт хатӗрленӗ.

Чи маттурри – Александр Гониашвили. Василий Лашманов тата Екатерина Адамова призерсем пулса тӑнӑ.

Александр Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ, «Чӑваш ланчӗ» телепроекта хутшӑнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта Ҫӗнҫӗпӗрти арҫын подъездсенчи велосипедсемпе самокатсене вӑрласа ҫӳренӗ. Велосипедсем хулари Новоилларионовски, М.Павлов, Богдан Хмельницкй тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрти ҫуртсенчен ҫухалнӑ. Вӑрӑна видеокамера ӳкерсе илнӗ. Ҫын япалине черетлӗ хутчен вӑрласан вӑл велосипеда иртен-ҫӳрене туянма сӗннӗ. Кун пирки ҫынсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.

34 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Хальлӗхе ӑна 70 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх 5 хутчен вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Хулара
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта урамра кино кӑтартма тытӑннӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Ҫеҫпӗл» кинозалӗ кинона урамра кӑтартать. Ҫӑвӑн малтанхи уйӑхне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Отряд Светлячков» фильм кӑтартнӑ. Тӳлевсӗр черетлӗ кинона ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче курма май килӗ. Ун чухне «Пять сыновей Марии» кинона йыхравлаҫҫӗ. Енчен ҫанталӑк начар пулсан, ҫумӑр ҫусан кинона пӗчӗк залта кӑтартӗҫ.

 

Республикӑра

Шупашкартан тӳрех Адлера каяс килет-и? Ку – юмах мар, тӗп хуламӑртан кӑнтӑрти хулана пуйӑспа ҫитме май пулӗ

Ҫулла тинӗс хӗрринче канма палӑртнисем валли питӗ меллӗ ку.

Пуйӑс Шупашкартан Адлера кун сиктерсе ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 2 кун та 5 сехет иртӗ. Пуйӑс Адлера авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, ... 1059
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 10

1903
122
Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ