Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.6 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Культура

Шупашкарта мучисемпе кинемейсем юрӑ шӑрантарӗҫ. Хӑйсем ҫеҫ мар, мӑнукӗсемпе.

Шупашкар хулинчи Ветерансен канашӗ кӑҫал та «Две звезды: дедушка/бабушка и внук/внучка — 2026» (чӑв. Икӗ ҫӑлтӑр: асатте-кукаҫи/асанне-куками тата мӑнук) пултарулӑх конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.

Конкурса кӑҫал Валентина Телей йӗркелесе пырӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшать, кунсӑр пуҫне вӑл — маларах асӑннӑ канашӑн культура комитечӗн председателӗ те.

Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене sura.7070@bk.ru электрон почтӑпа ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 927 667‑33‑14 (Валентина Владимировна).

Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.

 

Хулара
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар сарӑлса та пысӑкланса пырать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ микрорайонсем тата ҫурт-йӗр комплексӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Халӗ ун пек комплекса Ҫӗнтерӳ паркӗ патӗнче ҫӗклесе лартма палӑртнӑ. Унта нумай хутлӑ темиҫе ҫурт купалама шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен ҫӳллӗшӗ 9 хутран пуҫласа 24 хут таран пулӗ.

Ҫӗнтӗрӳ паркӗ патӗнчи Хӗвелтухӑҫ тӑвайккинче тума палӑртнӑ ҫӳрт-йӗр комплексӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва халӑха пухса сӳтсе явасшӑн иккен. Хула ҫыннисем асӑннӑ вырӑнта ун пек ҫуртсем кирлипе кирлӗ марри, вӗсем килӗшӳллипе килӗшӳлли марри пирки унта пӗлтерме пултарӗҫ. Анчах ҫынсем каланине строительсемпе яваплӑ тӳре-шара итлессипе итлемесси, хӑлхана чикессипе чикмесси вара, ахӑртнех, урӑх калаҫу-тӑр...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ5FiM_dVpM
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче республикӑри профӑсталӑх конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулти математика учителӗ Татьяна Тарасова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑк воспитателӗ» – Муркаш округӗнчи 3-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Ольга Петрова.

«Чи лайӑх учитель-дефектолог» – Шупашкарти 2-мӗш ача пахчинчи Анастасия Яковлева.«Чи лайӑх тьютор» – Шупашкарти 5-мӗш гимназири Марина Аржанцева. «Тӑван чӗлхен чи лайӑх вӗрентекенӗ» – Шупашкарти 62-мӗш шкулти Роза Морозова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи Юрий Ярадаев мала тухнӑ.

«Чи лайӑх методист» – Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнчи Елена Бойкова. «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх педагог» – Шупашкарти 2-мӗш шкулти Максим Романов.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенчен пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.

Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.

Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.

 

Следстви комитечӗн архивӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан арҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӑл пӗрле пурӑнакан арҫынпа хваттерте хирӗҫсе кайнӑ та ҫӗҫӗ ярса тытса ӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Халӗ следстви вӑхӑтӗнче ҫак хӗрарӑма хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта кӑҫал та йытӑсен парачӗ пулӗ. Кӑҫалхипе вӑл 4-мӗш хут иртӗ.

Йытӑсене парада ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӳлмек хӗррине, «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне, чӗнеҫҫӗ. Регистраци унта 9 сехет ҫурӑра пуҫланать те 10-ра вӗҫленет. 10:15 сехетре йытӑсем парадра утма пуҫлӗҫ, «Пионерсен ҫыран хӗрри - Театр ҫыран хӗрри – Юрӑ уйӗ маршрутпа» кайӗҫ. Унтан концерт пулӗ.

Мероприятире йытӑсемпе ташланине, вӗсем трюксем тунине тата ыттине курма май пулӗ. Креативлӑхпа палӑрма юратакансене хӑйне евӗр костюмсемпе кӗтеҫҫӗ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарта кӗҫех троллейбус-гармошка ҫула тухасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ вӑл тӗрӗслеве тухнӑ.

Кунашкал троллейбус Шупашкарта – пӗрремӗш. Ӑна хальлӗхе, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, 60-мӗш маршрут ҫинче курма пулать. Унӑн маршручӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химтехникум» - Шупашкарти «Университет».

Унччен ку троллейбуса Ӗпхӳре, Курскра, Екатеринбургра тӗрӗсленӗ. Ӑна МАЗ-216 ҫумӗнче туса кӑларнӑ. Салона пӗтӗмпе 150 пассажир кӗрет. Лармалли вырӑнсем – 44. Салонра кондиционерсем, кӑмакасем, камерӑсем тата гаджетсене зарядка тумалли хатӗрсем пур.

 

Культура

Паян чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Нина Яковлева тата Ольга Кириллова социаллӑ ӗҫчен саламланӑ. Юлашки вӑхӑтра художника асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшать.

Анатолий Александрович 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче (кайран вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар йышне кӗнӗ) ҫуралнӑ. Звенигово поселокӗнче ремесла училищинчен, кайран Мускаври пир-авӑр институтӗнчи прикладной ӳнер факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Африкӑпа Ази тӑрӑх ҫӳресе те хавхаланнӑ. Унӑн ӗҫӗсем 70 ытла ҫӗршыври музейсемпе уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ иккен. Художник паян та ӳкерме юратать.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре беспилотниксене тупса вӗсене тӗп тӑвакан БАРС подразделенисене йӗркелӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев РФ ВС Тӗп штабӗн Тӗп йӗркелӳ-мобилизаци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ.

БАРС подразделенийӗсем хальхи хӳтӗлев системине вӑйлатма пулӑшӗҫ – ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкара Украинӑн беспилоникӗсем массӑллӑ тапӑннӑ, 3 ҫын вилнӗ, 40 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт сиенленнӗ.

 

Хулара
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш транспорт управленийӗнче водительсене илӗртес тӗллевпе тӳлев пама йышӑннӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 150 пин тенкӗпе танлашать.

Анчах ӑна тӳрех памаҫҫӗ. Услови тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне тусан ҫур ҫултан 75 пин тенкӗ параҫҫӗ, тепӗр пӗр ҫултан – тепӗр 75 пин тенкӗ.

Анчах ҫул ҫинчи инкексем пулсан водителе явап тыттарсан, ҫул-йӗр правилисене нумай хутчен пӑссан, троллейбуспа усӑ курмалли тата ӗҫ сыхлавӗн, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑссан хушма тӳлеве памаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-143818234_506236
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 1118
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 26

1969
57
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын