
Шупашкар хулинче Н.В.Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗн студентки Карина Николаева «Ҫамрӑксен ПФОри медиа» (выр. «Молодёжные медиа ПФО») конкурсра 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ.
Финалта пирӗн ентеш Атӑлҫи халӑхӗсен культурин темине уҫса панӑ: конкурс хутшӑнаканӗсемпе калаҫнӑ тата наставниксем ертсе пынипе видеоролик хатӗрленӗ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, Каринӑна пӗтӗм округри чи лайӑх 14 автор шутне кӗртнӗ.
Палӑртса хӑварар: проектсене Самар облаҫӗнче хӳтӗленӗ. Унта 122 хастар ҫамрӑк хутшӑннӑ. РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ Олег Машковцев ҫакӑн пек пулӑмсем ҫамрӑксемне професси тӗлӗшӗнчен ӳсме май туса панине палӑртнӑ.
Ентешӗмӗре пысӑк ҫитӗнӳпе саламлатпӑр!

Лайӑх хыпар! Шупашкар хулинчи музей Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ. Сӑмах кунта – 37-мӗш шкулти Ҫар мухтавӗн музейӗ пирки.
Вӑл «Ҫарпа истори диорамисем: тӗплӗ истори» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Палӑртса хӑварар: финала ҫӗршыври 73 регинти 140 музей тухнӑ.
Пирӗн республикӑри музей «Хулари чи лайӑх музей» номинацире иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вӑл 300 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, 37-мӗш шкулӑн ку пӗрремӗш ҫӗнтерӗвӗ мар. Унччен унти музей ытти конкурсра та грант ҫӗнсе илнӗ: 2025 ҫулта – 300 пин тенкӗ, 2024 ҫулта – 300 пин тенкӗ, 2023 ҫулта – 200 пин тенкӗ, 2021 ҫулта – 75 пин тенкӗ. Хальхи грант укҫипе музей экспозицие ҫӗнетӗ, оборудовани туянӗ.

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ниссан» автомобиль ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. «М-7» федераци ҫулӗпе Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне вӑл пӑрӑннӑ чухне руле йӗркеллӗ пӑрса ӗлкӗреймен, йывӑҫ ҫине кайса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн машина хыпса илнӗ.
Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ 22 ҫулти каччӑпа 18 ҫулти хӗр-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта вара паян тепӗр инкек пулнӑ. «Лада» машина Трактор тӑвакансен проспектӗнче пӑрӑннӑ чухне юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗ-2107» рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн водитель прави те, асӑннӑ транспорт руле умне ларма ирӗк паракан документ та пулман. Пӑтӑрмаха ҫакаланнӑ каччӑ ҫӑмӑл машинӑпа каҫхи клубран таврӑннӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнипе ларманнине тӗрӗсленӗ те ӗҫни ҫиеле тухнӑ.

Чӑваш Енре сутакан ҫӗнӗ хваттерсем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта каллех хакланнӑ. Кун пирки «Мир квартир» порталта пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хваттерсенчи пӗр тӑваткал метр лаптӑкӗ унчченхинчен 8,6 процент хакланнӑ. Маларах асӑннӑ портал хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл Раҫҫейри чи пысӑк 70 хулана илсен чи пысӑк цифрӑсенчен пӗри.
Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ҫӗнӗ хваттерти пӗр тӑваткал метр лаптӑк 153,7 пин тенкӗ тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах хваттерсем, пӗтӗмӗшле илсен, 3,4 процент йӳнелнӗ. Апла пулин те Шупашкарта ҫӗнӗ хваттер туянас тесен 9,5 миллион тенкӗ таран кирлӗ.
Раҫҫейри пысӑк хуласене илсен, унта пӗр тӑваткал метр хакӗ 4,2 процент хакланнӑ, вӑл 166,9 пин тенке ҫитнӗ. Ҫӗнӗ хваттерсенчи хак 3,5 процент ӳссе вӑтамран 8,6 миллион тенке яхӑн тӑраҫҫӗ.

«Пуринчен малтан» Макс-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Чӑваш халӑх поэчӗн Николай Теветкелӗн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл — пултаруллӑ сӑвӑҫ, ӑста ӳнерҫӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ.
Николай Александрович Петровский 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ятне вӑл 2023 ҫулта тивӗҫнӗ. Шкул хыҫҫӑн Николай Александрович Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн литература курсӗсенче ӑс пухнӑ. Кайран столярта, платникра, малярта, ӳнерҫӗре ӗҫленӗ. Вӑл поэт, прозаик, критик, публицист тата куҫаруҫӑ пек паллӑ. Сӑвӑсен пӗрремӗш пуххине, «Ҫамрӑклӑх сӑввисем» ятлӑскере, Халӑх поэчӗсем Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Стихван Шавли лайӑх хак панӑ.
Николай Теветкел Европа литературин классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш сонетне классика шайне хӑпартнӑ.
Тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр…

Шупашкарта 25 хунав пилеш лартнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн пресс-служби парламент сайтӗнче хыпарланӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин экологи шӑматкунлӑхне хутшӑннӑ. Пӗччен мар-ха. Ачасемпе пӗрле. Депутатпа пӗрле йывӑҫ лартма хулари 57-мӗш шкулта вӗренекен арҫын ачасемпе хӗрачасем тухнӑ. Вӗсем автовокзал патӗнчен пуҫласа таможня патне ҫити ҫул хӗррипе пилеш лартса тухнӑ.
«Ачасем хавхаланса ӗҫленине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫулсем иртсен вӗсем: «Ку йывӑҫа эпӗ лартнӑ», — тесе аса илӗҫ», — тенӗ пӗрлехи ӗҫшӗн хавхаланса парламентари.
Чӑн та, ҫутҫанталӑка юратасси, ӑна перекетлесси ҫавӑн пек пӗчӗк ӗҫрен пуҫланать. Кашни пӗрер хунав лартсан та мӗн чухлӗ йывӑҫ пулмалла.

Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ.
«Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман.
Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ.
Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать.

Шупашкар хулинчи васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ: вӗсем унӑн чарӑнса ларнӑ чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.
Тухтӑрсене ирхине «пуҫа суранлатнӑ» тесе шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах фельдшерсем вырӑна ҫитнӗ те урӑх ӳкерчӗк курнӑ: пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр экстреннӑй пулӑшу патне шӑнкӑравланӑ.
Ирхи 5 сехет тӗлнелле вырӑна реанимаци бригади килнӗ. Ҫав йышра Елена Федорова тухтӑр, Юлия Артемьева медсестра тата Сергей Кураков медбрат пулнӑ. Вӗсем часрах реанимаци тума пуҫланӑ. Телее, темиҫе минутран пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Стационара кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, вӑл хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ. Артери юн пусӑмӗ те йӗркеленнӗ.
Пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерекенни — Александр Кузнецов.

Шупашкар хулинче ачапа ҫыхӑннӑ тепӗр пӑтӑрмах пулнӑ. 5 ҫулти арҫын ача самокатпа ярӑнса кӑнтӑр-анӑҫ районӗнчен Президент бульварне пӗчченех ҫитнӗ.
Самокатне йӑтса вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫак ачана курсан пӗр водитель чарӑннӑ. Хайхи арҫын унпа калаҫма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Вӑл полицейскисене чӗннӗ. Вырӑна ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем ҫийӗнчех ача кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьерен пулнине палӑртнӑ.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ывӑлӗ ҫухалнине сиснӗ, анчах сехӗрленсе ӳкмен, ӑна хӑй тӗллӗн шырама пуҫланӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть 4 ҫулти арҫын ача амашӗ лавккана кӗрсен самокатпа Чапаев скверӗнчен «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнӑва ҫитнӗ.

Шупашкар хулинчи полицейскисем ҫухалса кайнӑ 4 ҫулти ачана тупнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Амӑшӗ самокатпа ярӑнакан 4 ҫулти ывӑлне Чапаев скверӗ ҫывӑхӗнче хӑварса лавккана кӗнӗ. Унтан тухнӑ та – ача ҫук. Ӑна хӑй тӗллӗн шыраса тупма хӑтланнӑ – усси пулман.
Телее, хӗрарӑм ҫывӑхра Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем тӑнине асӑрханӑ та вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Полицейскисем нарядсене кун пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех арҫын ачана «Ача-пӑча тӗнчи» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче тупнӑ.
Ачан ашшӗ полицейскисене пулӑшнӑшӑн чунран тав тунӑ.
