Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Введени чиркӗвне Спиридон святителӗн ҫӗрмен ӳтне илсе килӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Корфу утравӗнчен Раҫҫее Спиридон Тримуфантский святителӗн сылтӑм аллине илсе килнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӑл пирӗн ҫӗршыври 13 хулара пулӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та. Ку православи тӗнне ӗненекен миллион-миллион ҫыншӑн христанлӑхри чи сумлӑ святоя кӗлтумалли май пулӗ.
Питӗ кӑмӑллӑ: святой чи малтан Шупашкара ҫитӗ. Вӑл кӗҫнерникун 9 сехет ҫурӑран пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗччен 15 сехетчен Введени чиркӗвӗнче пулӗ.
Унтан ковчег Хусан хулине ҫул тытӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Чулхула облаҫне илсе кайӗҫ. Юлашкинчен Мускав хулине ҫитӗ.
