Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн материалӗсене пӗр ҫӗре пухса пичетленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ситнине халалланӑ ҫав мероприятие 100-е яхӑн ученӑй-гуманитари, преподаватель, аспирант, магистр хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен: Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Ижевскран, Глазовран, Саранскран, Йошкар-Оларан, Сыктывкартан, Воронежран, Мурманскран, Ханты-Мансийскран, Элистаран, Якутскран тата, паллах, Шупашкартан пулнӑ.
