Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Ҫурт-йӗр
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 400 миллион тенкӗпе пӳрт сутаҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра ун пеккисене коттедж теме юратаҫҫӗ-ха. Акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫав сӑмах пӗр ҫемье пурӑнмалли пӳрте пӗлтерет. Анчах пирӗн ҫӗршывра ку сӑмахпа усӑ курса калани пӳрт чаплине, сумлине пӗлтерет.

400 миллион тенкӗпе сутма палӑртнӑ ҫурт, чӑн та, чаплӑ темелле пуль. Тепӗр тесен, кама епле пӳртре пурӑнма хӑтлӑ ӗнтӗ: тепӗр ҫынна пӗр хутли те килӗшет. Юрӗ, Шупашкарти патнех таврӑнар-ха. Ку ҫурт 4 хутлӑ иккен. Вӑл 1200 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать, унӑн ҫӗр лаптӑкӗ — 40 сотка.

Хаклӑ ҫурт «Волжский-2» микрорайонти Пукрав урамӗнче вырнаҫнӑ. Пӳрте 2010 ҫулта кирпӗчрен туса лартнӑ. Шалта мунча е сауна, бассейн пур иккен. Гараж та пур.

Ку ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 333 пин тенке кайса ларать.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентешсем, спортсменсем, Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн республика чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.

Ӑмӑрту ҫивӗч пулнӑ: 300 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ентешсем 3 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Фарход Рахмоналиев (52,2 килограмм таран) финалта выляса ярса кӗмӗл медель илнӗ.

Хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртса Вера Лоткова (56,7 килограмм таран) тата Ева Митрякова (61,2 килограмм таран) пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: спортсменсем Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче Антон Григорьев тата Александр Шмелев тренерсем патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29299
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫимӗкре Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинче машинӑсене ирӗклӗн ҫӳреме памӗҫ. Ку ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсене пырса тивет.

Ирхи 5 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-чен Айхи проспектӗнчен пуҫласа Улатӑр ҫулне хупӗҫ. Ҫавӑн пекех Чапаев поселокӗнчен Явӑша ҫитме пулмӗ. Ҫак ҫулсемпе харпӑр машинӑсене ҫӳреме чарӗҫ.

Масарсем ҫине общество транспорчӗпе кӑна ҫитме май пулӗ. Автобуссем Чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен кайӗҫ. Карачура ҫӑви патне 20 хушма троллейбус ярӗҫ, вӗсем кашни 3-5 минутра ҫӳрӗҫ. Карачура тата Явӑш масарӗсем патне 49-мӗш маршрут кайӗ, вӗсем кашни 2-3 минутра пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273268
 

Пӑтӑрмахсем
 «ЛизаАлерт» сӑнӳкерчӗкӗ
 «ЛизаАлерт» сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта эрне каялла ҫухалнӑ пикене шыраҫҫӗ. Кун пирки «ЛизаАлерт» шырав отрячӗ пӗлтернӗ.

15 ҫулти хӗрачана Валерия Семенова тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл ӑҫтине унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.

Хӗрача 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура тӗслӗ, куҫӗ — хӑмӑр.

Вӑл хура тӗслӗ кофта, сӑрӑ джинс, тӗксӗм симӗс пушмак тӑхӑннӑ.

Пике ӑҫтине пӗлекенсене шырав отрячӗн 8 800 700-54-52(ку номерпе шӑнкӑравланӑшӑн укҫа илмеҫҫӗ) е шырав ӗҫне йӗркелесе пыракан Екатеринӑна 8 977 708 47 04 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем паян ир енне ҫутӑсӑр тата шывсӑр тӑрса юлнӑ. Шыв, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ поселокӑн Совет урамӗн вӗҫӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенче ҫук.

«Пирӗн ҫуртра ялан ҫапла», — тесе ҫынсем ҫуртсене чатӗсенче кӑмӑрланма пуҫланӑ ҫеҫ, вырӑнти яваплӑ тӳре-шара пысӑк вольтлӑ лини ҫинче инкек пулнине пӗлтернӗ.

Инкек Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр, Алькеш тата Кӑнтӑр микрорайонӗсене пырса тивнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра светофорсем те ӗҫлемеҫҫӗ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта вӑрӑм тунасене тата сӑвӑссене пӗтерес ӗҫ малалла пырать. Общество вырӑнӗсене ятарлӑ препаратсемпе сапаҫҫӗ.

Специалистсем ку ӗҫе парксенче, скверсенче тата йывӑҫ-тӗмлӗ вырӑнсенче тунӑ ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускав ҫыран хӗррине тата пляж ҫывӑхӗнчи территорие сапаҫҫӗ. Ача-пӑча лапамӗсене уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Кун валли хальхи йышши препаратсемпе, сивӗ тата вӗри тӗтре генераторӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ҫынсемшӗн тата чӗрчунсемшӗн хӑрушӑ мар, анчах вӑрӑм тунасемпе сӑвӑссене тӗп тӑваҫҫӗ.

Пӗтӗмпе 614 муниципаллӑ объекта сапма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273104
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти «Амазония» паркра «Рудольф» сортлӑ 20 улмуҫҫи лартнӑ. Ҫапла «Кӗрен кӳлӗ» пулса тухнӑ.

Йывӑҫсем тымар ярса вӑй илме тытӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсем ахаль йывӑҫсем мар – ландшафт дизайнӗ пекех. Кашни ҫуркунне улмуҫҫисем кӗрен чечек ҫурса парка илем кӳрӗҫ. Вӗсем чӑн та кӗрен кӳлӗ пекех курӑнӗҫ.

Улмуҫҫисене лартас ӗҫе хулари 100 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫавӑнтах вӗсем ботаниксенчен эколологи вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29252
 

Республикӑра
music.youtube.com сӑнӳкерчӗкӗ
music.youtube.com сӑнӳкерчӗкӗ

Республика кунӗнче Шупашкара Пелагея ятлӑ юрӑҫ килессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑс юррисене юрлакан сцена ӑстин концерчӗ Хӗрлӗ тӳремре пулмаллаччӗ.

Анчах Шупашкара Пӑлаки килмӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарланӑ. Республика ертӳҫи уяв программине ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑ лару-тӑру канӑҫҫӑрррипе. пилотсӑр вӗҫекен япаласемпе пӗрмай тапӑннипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар ӗнтӗ.

«Маншӑн, регион ертӳҫишӗн сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр тата лӑпкӑлӑхӑр пахарах. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынпа республика хӑнин пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлессишӗн эпир йӑлтах тӑвӑпӑр», — тесе ҫырнӑ Элтепер.

Хулара артистсен концерчӗ пулӗ-ха, анчах вырӑнти ӑстасен. Республика кунне еплерех уявлассине ыран, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫамрӑксен «Лучшие на селе» слетӗнче сӳтсе явма палӑртнӑ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннине эпир 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑччӗ. Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле тесе хыпарланӑччӗ.

Крематорие, чӑн та, туса лартнӑ. Анчах унта «Государева Гора» текен строительство организацийӗ ура хума тытӑннӑ тесен те юрать. Организаци крематорипе судлашса Арбитраж суднех ҫитнӗ. Вӑл судра каланӑ тӑрӑх, крематорие пула юнашарти ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелсе каять.

Судра хутсене тишкернӗ те, маларах асӑннӑ строительство организацийӗ ҫӗре крематори валли ҫӗр уйӑрнӑ хыҫҫӑн туяннӑ. Хальлӗхе суда крематори интересне хӳтӗленӗ. Анчах енсем тата судлашма пултарӗҫ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрак юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.

Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29236
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 1118
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 26

1969
57
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та