
БПЛАна пула шар курнӑ Шупашкарти арҫынна Чулхулана куҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна малтан реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ, искусствӑлла мелпе ҫывӑратса янӑ, искусствӑлла аппаратпа сывлаттарнӑ. Кайран, унӑн сывлӑхне пӗр пек тытса тӑма май килсен, Чулхулана куҫарма йышӑннӑ.
39 ҫулти арҫынна халӗ Чулхулари пиҫсе кайнисен центрӗнчен кӑларнӑ.
Шар курнӑ Ринат каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне кашни кун тӗп тухтӑр, реанимаци тата пиҫсе кайнисен уйрӑмӗсен заведующийӗсем пырса пӑхса тӑнӑ. «Вӗсем мана: «Кунтан эсӗ урупа утса тухӑн», — тесе хавхалантарса тӑчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ арҫын.
Халӗ арҫын Шупашкарта, Республикӑн клиника больницинче, малалла сипленӗ. Ӑна кунта вертолетпа илсе килнӗ.

Чӑваш Енре нумаях пулмасть ракета хӑрушлӑхӗ пирки пӗлтерчӗҫ. Ятарлӑ каналсенче хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхалла килекен темиҫе ракетӑна персе антарнӑ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра вара Шупашкарӑн пӗр микрорайонӗнче тӗтӗм курнӑ тесе хыпар сарчӗс. Анчах офицаллӑ ҫӑлкуҫсем шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсене ҫеҫ шанма ыйтса асӑрхаттарчӗҫ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара нимӗн те сирпӗнмен.
Апла пулин те ракета харушлӑхӗ иртсе кайман-ха. Сывлӑша ракета тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен сыхлакан службӑсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ача-пӑча студийӗ концента йыхравлать. «Солнце единства» (чӑв. Пӗрлӗх хӗвелӗ) концерт программипе ушкӑн ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллаштарӗ. Программа Раҫҫейри халӑхсен культурине кӑтартса парас тӗллевӗллӗскер.
Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ концерта Юманпа Илемпи ҫершывӑмӑр тӑрӑх паллашса ҫӳрени евӗр йӗркелӗҫ. Хӗвел чӑвашсемшӗн мӗн авалтан пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Тӗрӗссипе, вӑл паян та, наука вӑйлӑ аталаннӑ саманара та, этем пурнӑҫӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ.
Концерт Трактор тӑвакансен культура керменӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта 5-мӗш троллейбус ҫӳреме пӑрахӗ. Аса илтерер: вӑл хальхи вӑхӑтра «Маштехникум – Агрегат савучӗ» маршрутпа ҫӳрет.
5-мӗш троллейбуса пӑрахӑҫласан 6-мӗш троллейбус маршрутне улӑштарӗ: Трактор тӑвакансен, Иван Яковлев, Ленин проспекчӗсемпе тата Гагарин урамӗпе каймӗ. Унӑн маршрутне сӑнӳкерчӗкре кӑтартнӑ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 61-мӗш троллейбус Шупашкар еннелле кайнӑ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрӗ. Кунсӑр пуҫне 13-мӗш автобус «Владимир тӑвӗ» тата «Суворов урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ.

Шупашкара троллейбус-гармошка илсе килни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна 60-мӗш маршрут ҫинче тӗрӗслени пирки те хыпарланӑччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен троллейбуса урӑх маршрут ҫине куҫарӗҫ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет Чӑваш транспорт управленийӗ.
Аса илтерер: «Горожанин» троллейбуса 150 пассажир таран кӗрет, 44-шӗ лармалли вырӑн. Салонра климат-контроль, видеокамерӑсем, гаджетсене заряд тумалли хатӗрсем пур. Троллейбус автономлӑ мелпе 30 ҫухрӑм таран ҫӳреме пултарать.
Унччен ку троллейбуса Ӗпхӳре, Курскра тата Екатеринбургра тӗрӗсленӗ.

Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курас килет-и? Тархасшӑн! Чӑваш Енре кӗҫех ятарлӑ проект старт илӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа округсенчи культура ҫурчӗсен умӗнче уҫӑ лапамра кино тӳлевсӗрех кӑтартма пуҫлӗҫ.
Пӗрремӗш фильм «Школа Бабы-Яги» ятлӑ пулӗ, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ: Шупашкарта — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинче — культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех кинона Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Шӑмӑршӑра курма май пулӗ.
Палӑртса хӑварар: фильмсене ҫулла вӗҫлениччен кашни кӗҫнерникун кӑтартӗҫ.

Ӗнер, К. Иванов поэтӑмӑр ҫуралнӑ кун, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн сӑввисене илемлӗ вулакансен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
7-11 ҫулсенчи ачасенчен ҫаксене чысланӑ:
Иван Артемьева тата Анна Чемеровӑна — 1-мӗш степеньлӗ дипломпа, Алиса Укинӑна тата Василий Любимова — 2-мӗш степеньлӗ дипломпа, Виталий Утрендеева, Аделина Колпаковӑна, Дарья Бородкинӑна — 3-мӗш степеньлӗ дипломпа.
12-15 ҫулсенчи ачасенчен ҫаксем палӑрнӑ: Юлия Егорова (1-мӗш вырӑн), Арсений Наумов (2-мӗш вырӑн), Алина Герасимова (3-мӗш вырӑн).
16-18 ҫулсенчисенчен Уляьна Федорова тата Максим Козлов — пӗрремӗш, Анжела Паймина, София Петрова тата Василина Панева — иккӗмӗш, Кристина Матросова тата Клавдия Матвеева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Унсӑр пуҫне тӗрлӗ номинацире те чысланӑ.

Шупашкар округӗнчи Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан сусӑр ҫыннӑн енчӗкӗ ҫухалнӑ. Унта вара 40 пин тенкӗ тата паспорт пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем ку ӗҫе кам тунине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл – 38 султи хӗрарӑм, ун патне хӑнана килнӗскер.
Оксана Самсон участковӑй тата оперативниксем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӑрра «йӗрӗпе» тупнӑ. Ҫак хӗрарӑм сусӑр ҫын ӑна шыв ярса панӑ чухне унӑн енчӗкне йӑтса тухса кайнӑ. Укҫана та, паспорта та хуҫине тавӑрса панӑ.

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 84 ҫулти арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен пособи парассине, ӑна илме СНИЛС номерне каламаллине пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын ӗненнӗ.
Темиҫе кунран ун патне «ФСБ ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Хайхискер СНИЛС номерӗпе ултавҫӑсем усӑ курнине каланӑ. Ҫавна май ӑна мӗнпур укҫине «деклараци тумаллине» пӗлтернӗ.
Ватӑ арҫын пӗтӗм укҫине – 1,7 миллон тенке, «налук службинчи курьера» тыттарса янӑ. Ун хыҫҫӑнах шӑнкӑравланӑ палламан ҫынпа ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ – усси пулман. Ҫавӑн чухне тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Виталий Илларионов пенсионер кӗнеке вуласа чунне уҫать. Виталий Ивановича паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫын алӑран кӗнеке ямасть.
«Пушӑ вӑхӑтра эпӗ ялан кӗнеке вулатӑп. Литература чун апачӗ ҫеҫ мар, вӑл чуна лӑплантарать, йывӑр шухӑшсене сирсе ярать», — тесе каласа кӑтартнӑ ватӑ ҫын.
Хӑй вӑхӑтӗнче инженер пулса ӗҫленӗскер ӑслӑлӑх статйисене те вулама кӑмӑллать. Унсӑр пуҫне вӑл детективпа та кӑсӑкланать.
Виталий Илларионов ӗнентернӗ тӑрӑх, кӗнеке чунри ыратӑва манӑҫтарать, савӑк кӑмӑл парнелет.
Сӑмах май каласан, паян — Пӗтӗм Раҫҫейри библиотека кунӗ.
