Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килмелли ҫулпа ним пулман пек пынӑ. Пӑтӑрмах хулари «Питомник» чарӑну ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.
«Ауди» машинӑпа ҫула тухнӑ хӗрарӑм Иван Яковлев проспекчӗпе ҫавӑн пек пынӑ. Унтан ӑна нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне кӗме меллӗрех пулнӑ иккен.
Хӗрарӑм йӗркене пӑснине куракансем пулнӑ, вӗсем видеона халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑна Канаш шосси ҫинче тытса чарнӑ. Кун пек тума «Хӑрушсӑр хула» камерисем пулӑшнӑ.
Руль умӗнче Улатӑрти 43 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, Шупашкарта сайра пулнипе ӑҫталла пӑрӑнмаллине арпаштарса ятӑм тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Хирӗҫ килекен ҫулпа пынӑшӑн хӗрарӑма 7,5 пин тенкӗлӗх штраф хурса парӗҫ тата ҫур ҫул таран водитель прависӗр хӑварӗҫ.
