Ӗнер Тутарстанра Хусан хулине ярса илнӗ кунпа хурланса митинг иртнӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл кашни ҫулах иртет, чӑвашсем те унта тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал вара митинг хыҫҫӑн чӗлхе политики тавра ҫавра сӗтел-канашлу ирттерчӗҫ. Халӑх Хусанти «Волга» хана ҫуртӗнче пухӑнчӗ. Пӳлӗмне пысӑках маррине уйӑрнӑран (50 ҫын аран хӗсӗнсе вырнаҫма пултарчӗ) сахал мар ҫын коридорта та тӑчӗ. Пурӗ ҫапла 80 ҫын патнелле хутшӑнчӗ теме пулать. Вӗсем хушшинче ытти регионсенчен килнисем те пулчӗҫ. Пӗчӗк мар делегаци Чӑвашран та ҫитнӗччӗ.
Ҫавра сӗтел-канашлура чӗлхе политикине ҫулран ҫул хӗсни пирки каларӗҫ. Вырӑс мар халӑхсен чӗлхе лару-тӑрӑвӗ япӑхланса пыран пулин те Мускавран вӗсене хӗснӗ хыҫҫӑн хӗссе пыни пирки сӑмахларӗҫ. Малтан вӗренӳ программинчен наци компоненчӗсене хӑйпӑтса илчӗҫ, кайран федераллӑ стандарт шухӑшласа кӑларчӗҫ, халь вара Владимир Путин Йошкар-Олара каланӑ сӑмах хыҫҫӑн наци чӗлхисене ытла нумай вӗрентессинчен прокуратурӑпа хӑратаҫҫӗ. «Мускав ытла ҫӑткӑн», — терӗҫ тухса калаҫакансем.
Ытти тӑрӑхсенчен ҫитнисене те сӑмах пачӗҫ. Вӗсене хӑйсен патӗнчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ пирки каласа пама ыйтрӗҫ.
Раҫҫейре Экономика диктантне пирвайхи хут ҫыртарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Акци Чӑваш Ен те хутшӑннӑ.
Шупашкарта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш шкулта тата 64-мӗш шкулта диктант ҫыртарнӑ. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Диктант тест евӗр иртнӗ. Унта чи нумаййи 100 балл пухма май пулнӑ. 80 балран ытларах пухакансене Пӗтӗм Раҫҫейри «Экономика ӑслӑлӑхӗн фестивалӗ» проект финалне чӗнӗҫ. Ыттисене Пӗтӗм Раҫҫейри Экономика диктантне хутшӑннине ӗнентерекен сертификат парӗҫ.
Чӑваш Енре диктанта 600 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Заданисене экономика енӗпе вӑтам тата аслӑ вӗренӳ программисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Кӗҫех Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртмелле. Кӑҫал ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитет те ҫак чаплӑ уява ирттерме тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Хӗрӳленсе ӗҫлеҫҫӗ.
Аслӑ пухура ЧНК Президентне суйламалла. 28-мӗшччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ пулин те мӗнле кандидатсем пурри пирки халӗ те паллӑ мар-ха. Те Угасловах хӑвараҫҫӗ, те Валерий Клементьева пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарма сӗнӗҫ. Паллӑ мар. Мӗнех, ку вӑл вӗсен шалти ӗҫӗ. Ахаль халӑхран тахҫанах ыйтма пӑрахнӑ та, хура халӑха ку ыйту пӑшӑрхантармасть. Апла-и, капла-и, «Кама лартаҫҫӗ-ши?» — текен ыйтӑва халиччен никамран та илтменччӗ-ха. Пуриншӗн те «ик айкки те тӑвайкки».
Ку сӑмаха ма пуҫартӑм-ха? Раҫҫей шайӗнче пӗр хыпар ҫӳрет. Кремль, имӗш, кӗпернаттӑрсен пуканне йышӑнма пултаракансен йышне хатӗрлет. Космонавтсене хатӗрленӗ пекех вӗсене вӗрентеҫҫӗ: ятарласа Сочире пухнӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем лекцисем вуласа панӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, пулас кӗпернаттӑрсене ҫичӗ метр ҫӳллӗшӗнчен шыва та сиктернӗ.
Шухӑшларӑм та... Тен, пирӗн те ЧНК Президенчӗ пулас кандидатсене ҫапла хатӗрлемелле?
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Учительсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине хутшӑннӑ. Чи малтан вӑлкуравсене пӑхса тухнӑ, педагогсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Раҫҫей шайӗнче хисепе тивӗҫнисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул директорӗ Вера Вавилова чи пултаруллӑ вӗрентекенсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу панишӗн ырласа хӑварнӑ.
Мероприятире учительсен хорӗсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ. Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурсра вырӑсла юрласа Улатӑр хулинчи учительсен хорӗ ҫӗнтернӗ. Чӑвашла юрлакансем те кая юлман — кунта Вӑрмар тӑрӑхӗнчи учительсен хорӗ палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чувашия» санаторие канма кайма путевка панӑ.
Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра «Языковая политика: общероссийская экспертиза» (чӑв. Чӗлхе политики: пӗтӗм Раҫҫейри экспертиза) канашлу-калаҫу иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Алевтина Долгова хутшӑннӑ.
Пурӗ канашлура тӑватӑ секци ӗҫленӗ: «Русский язык как традиционная основа взаимопонимания и сотрудничества народов России»; «Актуальные вопросы национальной и языковой политики (для органов исполнительной власти субъектов Российской Федерации)»; «Родные языки народов России в контексте общероссийского языкового пространства»; «Популяризация русского языка в России и за ее пределами как необходимая составляющая государственной языковой политики Российской Федерации». Алевтина Петровна иккӗмӗш секцинче пулнӑ.
Канашлу-калаҫура тухса калаҫакансен йышӗнче министерствӑри ҫын та пулнӑ. Мануйлова Ирина Викторовна (вӗренӳ министерствин патшалӑх департаменчӗн пуҫлӑх ҫумӗ) хӑйӗн сӑмахӗнче тӑван чӗлхесене упрассипе аталантарассине пӗтӗмӗшле вӗренӳ системи урлӑ ҫеҫ мар туса пымаллине каланӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе шкул Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен йышне кӗнӗ.
Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрса ҫак шкулсем чи лайӑххисен йышне лекнӗ: Шупашкарти 5-мӗш гимнази, 3-мӗш тата 44-мӗш лицейсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей тата 6-мӗш гимнази.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енри ялсенчи 11 шкул ТОП-300 списока кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ шкул, Муркашри шкул, Пӑрачкав шкулӗ, Трак шкулӗ, Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкул, Шӑмӑршӑ шкулӗ, Елчӗк шкулӗ, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗ, Тӑвай шкулӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн проректорӗ Марина Кожанова ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Унпа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӗп корпус умӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.
Марина Борисовна паян, юпан 2-мӗшӗнче, куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧППУн воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫленӗ проректор чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилнӗ.
2008-2011 ҫулсенче Марина Кожанова шкул умӗнхи вӗрентӗвӗн теори тата методика кафедрине ертсе пынӑ. 2011 ҫултанпа паянхи кунччен проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Кожанова 57 ҫул тултарнӑ. Вӑл педуниверситет ректорӗн пуканне йышӑнма пултарнӑ кандидатсенчен пӗри пулнӑ.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикинче федерацин «Ты – предприниматель» (чӑв. Эсӗ — усламҫӑ) программине пурнӑҫласа Шкулти усламҫӑ марафонӗ малалла пырать тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви.
Аслӑ класра вӗренекенсем валли уҫӑ уроксем, професси ҫулне кӑтартмалли тестсем йӗркелеҫҫӗ. Усламҫӑ ӗҫне пуҫармаллипе ирттерекен вӗренӳ курсӗсене усламҫӑсем, психологсем тата бизнес-тренерсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсене хӳтӗлекен аппарат специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Усламҫӑ пулма вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене «Эсӗ — усламҫӑ» программӑна хутшӑннине ӗнентерекен сертификатсем парӗҫ.
Уҫӑ уроксене 14–17 ҫулсенчи 800 ытла шкул ачи хутшӑннӑ, вӗсенчен 100-шне усламҫӑ пулма вӗрентме суйласа илнӗ. Юпа уйӑхӗнче ачасемпе ӗҫлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ тата усламҫӑ проекчӗсен конкурсӗ йӗркелӗҫ.
Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ.
Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ.
Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |