Паян Владимир Путин журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерет. Хуравланӑ чи пӗрремӗш ыйтусенчен пӗри — наци чӗлхисем пирки пулчӗ. «Раҫҫейре ҫивӗч наци ыйтӑвӗ те ҫук», — тесе каланӑ вӑл Тутарстан журналисткине. Чӗлхе политикинче пур ачасем валли те пӗрешкел условисем пулмалли пирки пӗлтернӗ, халӑха хӑйсен тӑван чӗлхисене вӗренме майсем туса памалли пирки каланӑ. Анчах вырӑс чӗлхине вӗренессине ҫакӑ хӗсӗрлемелле марри пирки хушнӑ. Ҫапла май вырӑс чӗлхипе (ӑна нацисем пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли чӗлхе тенӗ) наци чӗлхисен пӗртанлӑхӗ ҫуккине тепӗр хут хӑйӗн сӑмахӗнче ҫирӗплетнӗ.
Сӑмах май журналисткӑн плакатне Раҫҫей президенчӗ «Путин бай-бай» тесе вуланӑ, анчах тӗрӗссипе унта тутарла «Путин бабай» (чӑв. Путин мучи) ҫырни тӳрре тухнӑ.
Аса илтеретпӗр, Владимир Путин 2018 ҫулхи суйлава хутшӑнас кӑмӑлне пӗлтернӗ. Ҫӗнтерес шанчӑкӗ унӑн питӗ пысӑк, ҫапла май чӑваш чӗлхин статусӗ тата шайӗ тепӗр 6 ҫул хушши пысӑк хӑрушлӑха лекесси питӗ уҫҫӑн курӑнса тӑрать.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗн куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене биологи предметне вӗрентекен Мария Долганова унта «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригадисене йӗркелесси» проект тӑратнӑ.
Чӑваш Енри вӗрентекенӗн проектне жюри пысӑк хак панӑ. Мария Долгановӑн ӗҫӗ 150 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. «Симӗс патруль» социаллӑ проектӑн тӗп тӗллевӗ – ҫамрӑксене хулари экологи лару-тӑрӑвне курма пулӑшасси. «Симӗс патруль» экологи ӗҫ бригади Шупашкарти экологие сахал мар витӗм кӳнӗ.
Сӑмах май, конкурса Чӑваш Енрен пӗтӗмпе 38 проект тӑратнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫапла майпа пирӗн республикӑран тӑратнӑ ӗҫсемшӗн пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ грант панӑ. Пӗлтӗр конкурсра 4 проект ҫеҫ ҫӗнтернӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкула вӑхӑтлӑха хупни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта ачасем пневмонипе чирленӗ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулта та, Нӑрваш Шӑхальти пӗлӳ ҫуртӗнче те ҫак амака тупса палӑртни пирки хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкула ҫак чире пула карантина хупни пирки пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене, Нӑрваш Шӑхальти пӗлӳ ҫуртне те карантина хупнӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе 1500 ытла ача ӑс пухать. Халӗ вӗсене дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службин ертӳҫи Дмитрий Шаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫурчӗсене раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗччен хупнӑ.
Палӑртса хӑварни пӑсмӗ: пневмони (ӳпке шыҫҫи) тӗрлӗ микроорганизма пула – бактерисем, вируссем, кӑмпасем – пула амаланать.
Паян, Конституци кунӗнче, ҫӗршывӗпех Пӗрлехи йышӑну кунӗ ирттерчӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин паян Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем премьер-министрпа шкул ыйтӑвне хускатнӑ. Аса илтерер, кивӗскере кӑҫал хупнӑччӗ. Ачасене шкул автобусӗпе ҫывӑхри Муркаш тата Ҫатракасси шкулӗсене автобусӗпе турттараҫҫӗ.
Кашмашсене республика Правительствин ертӳҫи 2022—2023-мӗш шкулсенче тума палӑртнине пӗлтернӗ. Анчаз кашмашсем унчсен кӗтесшӗн мар иккен, вӗсем шкула ҫитес ҫул тутарасшӑн. Республикӑран кайнӑ тӳре-шарана 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул вӗренме юрӑхлӑ тесе каласа ӗнентерме хӑтланакансем те тупӑннӑ.
Иван Моторин кашмашсене яла пырса шкула тепре хаклама шантарнӑ.
Ҫамрӑксем ытларах хӑш аслӑ шкула суйлаҫҫӗ? Нумаях пулмасть «Социаллӑ навигатор» проект хатӗрленӗ. Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул ҫамрӑксем ытларах суйлакан учрежденисен наци танлаштарӑмне лекнӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне кӑҫалхи кӑтартусене шута илнӗ.
Танлаштарӑмра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ 37-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Ӑна ҫамрӑксем ытларах гуманитари енӗпе суйлаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе вара Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 32-мӗш йӗркене лекнӗ. Классика университечӗсен йышӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ 67-мӗш вырӑнта.
Аслӑ шкулсене мӗнле майпа хакланӑ-ха? Чи малтанах аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсене ӗҫлемешкӗн направлени панине шута илнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухакансен 91,9 проценчӗ ӗҫе вырнаҫнӑ, ЧППУра – 73,1 процент, ЧПУра – 24,1 процент.
Чӑваш Енри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхне алла илеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗсене Шупашкарти социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта «Основы компьютерной грамотности» (чӑв. Компьютер ӑсталӑхӗн никӗсӗ) программӑпа пӗлӳ илни ҫинчен калакан удостоверени панӑ. Ватӑсене Чӑваш Енре 2017-мӗш ҫуллӑха йышӑннӑ Социаллӑ программӑпа килӗшӳллӗн хысна шучӗпе вӗрентнӗ.
Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗнче Патӑрьел, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенчи 109 пенсионер компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Вӗсен Шупашкара килсе ҫӳреме тивмен: ноутбуксене социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсенче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, дистанци мелӗпе вӗреннӗ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче, Атӑлҫи технологи университетӗнче вӗреннӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Муркаш районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи 6-мӗш фестиваль-конкурс иртрӗ. Хӑнасене 2-мӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑх кӗвви-юррине ӑша хывма тӑрӑшать. Юрӑ-ташӑ илемлӗхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулӑшать.
Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасен умӗнче Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрӗ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертӳҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлӗх ертӳҫи ертсе пынипе 4-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ. Тури чӑвашсен калаҫӑвӗ, ҫӑварни вӑййисем пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Фестивале хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн хӗрӳ самант пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакан вунӑ вӗрентекен те урока питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Калайкасси шкулӗнче ӗҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мӗш класра «Предложенин тӗп тата кӗҫӗн членӗсем» темӑпа урок пачӗ.
Шупашкарти тӑватӑ ача пахчи Раҫҫейри «Хисеп кӗнеки» реестра лекнӗ. Унта кӗртме вӗсене республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ иккен.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе ҫулсерен йӗркелекен «Книга Почета» (чӑв. Хисеп кӗнеки) реестрта кӑҫал — Шупашкарти 7-мӗш, 19-мӗш, 182-мӗш тата 201-мӗш ача пахчисем.
Реестр ҫынсене хӑйсен тӑрӑхӗнчи: районти, хулари, регионти, ҫӗршыври — чи лайӑх предприяти-организаципе, учрежденипе паллаштарма кирлӗ тесе ҫырнӑ унӑн официаллӑ сайтӗнче.
«Хисеп кӗнеки» реестрта патшалӑхӑн, муниципалитетӑн тата уйрӑм ҫынсен организацийӗсем, предприятисемпе учрежденисем. вӗсен филиалӗсем вырӑн тупнӑ. Анчах пурте мар. Экономика тӗлӗшӗнчен ҫирӗпписем тата социаллӑ пӗлтерӗшлисем.
Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, пуҫаруллисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме Раҫҫей шайӗнче грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Халӗ республикӑра «Ҫулталӑк аспиранчӗ — 2017» конкурс пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви тата республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ аспирантсене пулӑшас, вӗсен хавхаланӑвне ӳстерес тата ӑсталӑхне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Чӑваш Енре пурӑнакан, аслӑ шкулсен аспирантуринче пӗлӗвне тарӑнлатакан е унтан кӑҫал вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен конкурса гумантари, техника тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен енӗпе наука ӗҫӗсем ҫырса кӑҫал ҫитӗнӳсем тунине ӗнентермелле.
Палӑртса хӑварар, документсене аспирантсен Вӗрентӳ министерствине раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен леҫсе памалла.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫей сенатӗнче вице-спикерта тӑрӑшакан Николай Федоров Шупашкарта, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлехлӗ Раҫҫей) партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗнче, халӑха йышӑннӑ.
Н. Федоров патне ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа пынӑ: хваттер пайҫӑ пулса туянма ӗмӗтленсе ҫӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем, ялта шкул тутарас кӑмӑллисем... Виталий Станьял ӑсчах шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва хускатнӑ. Ӗнерхи президентпа Виталий Станьял чӑвашла калаҫнӑ.
«Виталий Станьяла питӗ ӑслӑ та тарӑн шухӑшлама пӗлекен ҫынсен йышне кӗртетӗп, – тенӗ Николай Федоров Александр Белов журналиста. – Вӑл радикал мар, лӑпкӑн тата виҫсе хакласа хӑй шухӑшне хӳтӗлет. Халӗ Виталий Петрович чӗлхе вӗрентессишӗн пӑшӑрханать. Президент каланине кӑмӑл-туйӑма ирӗке ямасӑр йышӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Президент республика влаҫӗсен тӑван тата патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк мар памалла, анчах хистемелле мар тенӗччӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |