Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче ҫӗнӗ кафедра уҫӑлнӑ. «Урапаллӑ тата гусеницӑллӑ машинӑсем» кафедрӑна уҫас ҫӗре университет, ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви, Н.Бауман ялӗллӗ Мускав патшалӑх техника университечӗ, «МИКОНТ» инжиниринг компанийӗ хутшӑннӑ. «МИКОНТ» университетпа тахҫанах килӗштерсе ӗҫлет. 2013 ҫулта вӑл ЧПУ ҫумӗнче «Гидравлика» вӗренӳпа ӑслӑлӑх центрне уҫнӑ, каярахпа – Шупашкарти транспорт тата ял хуҫалӑх машиностроенийӗн инжиниринг центрне. Кӑҫал ҫулла Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫӗнӗ кафедрӑна абитуриентсен йышӑнма пуҫланӑ. Студентсене «Ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекен транспортпа технологи комплексӗсем» енпе, «Автомобильсемпе тракторсем» профильпе хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |