Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш Енри ачасем акӑлчанла аван пӗлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.04.2018 19:44 | 1468 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Акӑлчан чӗлхипе Раҫҫейӗн регионӗсем хушшинче ирттернӗ «Skyeng Super Cup Winter 2018» онлайн-олимпиадӑра Чӑваш Енри ачасем ҫав чӗлхене ытти ҫӗрте тӗпленнӗ тантӑшӗсенчен аванрах пӗлнине ҫирӗплетсе панӑ.

«Skyeng Super Cup» олимпиадӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тата тӑххӑрмӗш хыҫҫӑнхи тӗрӗслев вӑхӑтӗнчи ӗҫсене тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен.

Олимпиадӑна 2250 хулапа ялти 130 пин шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем. Тӗрӗслев Раҫҫей ачисем акӑлчан чӗлхине ҫирӗп виҫҫӗрен кӑшт аванрах пӗлнине кӑтартса панӑ. Ачасем 100 бал пухма май пурринчен вӑтамран 62 балл пухнӑ.

Чӑваш Енри хӗрачасемпе арҫын ачасем акӑлчан чӗлхине 61,5 баллӑх пӗлеҫҫӗ. Ку вӑл Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран аванрах.

#ачасем, #олимпиада, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5564.6.0022
2018.04.26 19:50
Agabazar
Ачасем тĕпленмен, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тĕпленнĕ кунта.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.13 02:38
Чи малтан тÿрех каламасăр чăтма та çук вĕт.
Çав "ТĔП" самахпа усă курма пĕлместĕрех!!! Ара, астăварха, эпир, Совет çыннисем, хурах-фашистсене анчах "тĕплеттĕмĕр" вăрçă çинчен вулакан кĕнекесенче. Вăрмана тунката "тĕплеме" те кайнă. Пÿрте те "тĕплесе" лартмаççĕ, "тĕпленсе" те лармаççĕ. "Тымар ярса" лараççĕ, "никес хывса".
Чĕлхе енчен илес пулсан, акăлчан чĕлхи мĕнле майпа тĕпленет-ши? "Тĕвĕленет" тесен тăтахчĕ, чăтма пулĕччĕ.
Ку текстра "тепленнĕ" сăмах тĕрлĕ çĕрте пурăннине пелтернĕ, çапах та, ман шухăшпа(ман шутпа мар), т."тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ачасем" тесен чăвашларах, "çиçмекленмесĕртерех" тухать пек.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем