Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

ИТ-специалистсене малашне те ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парса пулӑшӗҫ. Асӑннӑ программӑпа кредит лимитне унчченхи 500 миллиард тенкӗрен 700 миллиард тенке ҫитерсе пама йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ.

Хальхи лимит 50 пин ИТ-специалиста ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илме май парать, тата укҫа хушса панӑран вӑл ҫӑмӑллӑхпа тепӗр 15 пинрен кая май айтишник усӑ курайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/176126
 

Республикӑра
kpravda.ru сайтри сӑн
kpravda.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре икӗ хӗрарӑм ача ҫуралнине ӗнентерекен суя свидетельство туса амашӗн капиталне илнӗ. Ку кӑна мар-ха. Пособи те илсе тӑнӑ.

Иккӗшӗ те – Улатӑр муниципаллӑ округӗнчен. Вӗсем суя свидетельство туса ӑна социаллӑ пулӑшу паракан органа килсе панӑ. Ҫапла 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлаччен амӑшӗн капиталӗсӗр пуҫне ытти пособие илсе танӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх.

Хӗрарӑмсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Документсене хатӗрлеме пулӑшнӑ ҫынна та судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Мускавра ирттерекен чӑваш Акатуйне кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, «Сокольники» паркра йӗркелӗҫ. Уяв утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Мускаври Акатуя хутшӑнас ӗмӗтлӗ аграририсенчен заявкӑсем йышӑнать. Вӗсем унта хӑйсен продукцине сутайӗҫ.

Акатуя чӑвашсем мӗн ӗлӗк-авалтан хирти ӗҫ-пуҫа пуҫтарса пӗтерсен уявланӑ. Халӗ те ӑна хресчен манӑҫа кӑлармасть.

 

Республикӑра

Вӑрнар округӗнчи пӗр ялти хӗрарӑм упӑшкине эрехрен пистерме ӗмӗтленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче юмӑҫ шыранӑ. Шӑпах Самар облаҫӗнчи 24 ҫулти хӗрарӑм вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ.

Хайхи «юмӑҫ» темӗн тӗрлӗ йӑла та туса ирттернӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм вара кашнинчех укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 365 пин тенкӗ тӑкакланӑ вӑл.

Йӗрке хуралҫисем ҫав «юмӑҫа» тупнӑ. Самар облаҫӗнчи хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Анчах ку явап тытасран хӑтармасть ӑна. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тишкереҫҫӗ.

 

Хулара
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти арҫын савнийӗ пулнӑ хӗрӗ хӑйне пӑрахнине ниепле те йышӑнман. Вӗсем арҫыннӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн уйрӑлнӑ. Хайхискер ӑна вӑрлама шутланӑ.

Арҫын хӗре урамра сыхласа тӑнӑ, ӑна хӑйӗн машинине вӑйпах лартнӑ. Вӑл ҫапла тӗлпулу ирттересшӗн пулнӑ иккен. Анчах хӗр тарма пултарнӑ. Кайран вӑл полицие кайса арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.

Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ҫуралнӑ кунне полицире кӗтсе илнӗ. Ӑна кун пек ҫынна вӑрланӑшӑн 5 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/shot_shot/62910
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗнче ӗҫленӗ Пётр Краснова ӗҫрен кӑларнӑ. 175-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Пётр Краснов — философи наукисен кандидачӗ. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш Енӗн Президент Администрацине ертсе пынӑ; пичет, социаллӑ политика, культура министрӗ пулнӑ; Чӑвашстат ертӳҫин ҫумӗнче ӗҫленӗ.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат шухӑшланӑ тӑрӑх, Краснова контракт вӗҫленнипе ӗҫрен кӑларма, 2022 ҫулти пек ӑна каллех ҫав вырӑна шанса пама пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси патӗнич пӗве патӗнче пӗр ушкӑн канма пуҫтарӑннӑ. Вӗсем патне нимӗҫ овчаркиллӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӗсен калаҫу сыпӑнман — хӗрарӑм йытта ушкӑн ҫине вӗслетсе янӑ. Йытӑ хӗрарӑмсенчен пӗрне ҫыртнӑ, шар курнине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Йытӑ хуҫине йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ. Вӑл 56 ҫулти вырӑнти ял ҫынни пулнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле икӗ ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Культура

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш музыка училищин пысӑк концерт залӗнче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концерт иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ чӑваш композиторӗсен Анисим Асламасӑн, Герман Лебедевӑн, Гигорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Михаил Алексеевӑн, Лариса Быренкован хайлавӗсем татат чӑваш халӑх юррисем янӑрӗҫ.

Сцена ҫине тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, преподавательсем, студентсем, хӑй вӑхӑтӗнче музыка училищинчен вӗренсе тухнисем тухӗҫ.

Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вӑл тӳлевсӗр пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha.cheb.ru/go/291927
 

Чӑвашлӑх
Чӑваш наци музейӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш наци музейӗн архивӗнчи сӑн

Нумайӑшӗ «Мафия» вӑййа пӗлет. Чӑваш наци музейӗ унӑн чӑваш аналогне хута янӑ.

Вӑййа 32 ҫынран ытлашши хутшӑнмалла мар, мӗн чухлӗ ҫын пулнине кура вӑл 45-60 минут таран тӑсӑлать. Вӑйӑ авторӗ – ҫамрӑк ӳнерҫӗ Татьяна Андреева. Вӑл ӑна «Вупӑр» чӑваш мифологине тӗпе хурса хатӗрленӗ.

Вӑйӑ вырӑсли пекех. Анчах чӑвашлинче – халапсенчи чӑваш сӑнарӗсем. Унта хутшӑнакансем чӑваш ялне «лекеҫҫӗ». Вупӑр ҫынсем ҫине чир-чӗр ярать, тухатӑмӑш вара чӳк тӑвать. Вӗсен хушшинче – конкуренци, иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен хӑтӑласшӑн. Усал вӑйсенчен сиплеме тата хӳтӗлеме юмӑҫ кӑна пултарать. Анчах унӑн шар курас мар тесе пытанса пурӑнмалла. Чи кӑткӑсси – кӑнтӑрла вупӑр та, тухатмӑш та ахаль пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ.

Ҫак вӑйӑ урлӑ ҫынсене чӑваш культурипе паллаштарасшӑн. Музей пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӳлевлӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Пермь хулинчи художникпа, дизайнерпа Светлана Панинӑпа онлайн-тӗлпулу иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Светлана Панина – «Шонди арт» ӳнер мастерскойӗн ертӳҫи, Пермьри тата ҫав тӑрӑхри куравсене хастар хутшӑнать, «Этносӑнар» арт-объектсемпе парков скульптурисен эскизӗсен авторӗ.

Художник хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ, онлайн-тӗлпу3лӑва хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 335, 336, 337, 338, 339, 340, 341, 342, 343, 344, [345], 346, 347, 348, 349, 350, 351, 352, 353, 354, 355, ... 3912
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...