Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхсӗр юлнисене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет. Ку ӗҫ пур чухне те ҫӑмӑллӑн пулса пымасть-ха, ача ҫуртӗнчен тухнӑ яш-кӗрӗмпе хӗру-праҫӑн чылай чухне хваттере самай вӑхӑт кӗтме тивет.
Нумаях пулмасть Елчӗкри тӑлӑх пӗр хӗре хваттер панӑ. Хваттер уҫҫи панӑ ҫӗре Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова та пырса ҫитнӗ, хӗре ырӑ сунса саламланӑ.
Хваттер уҫҫине Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлахӗ Леонард Левый тыттарнӑ. Хваттере кӗрсе пурӑнмалла хатӗрлесе ҫитернӗ. Унта газ кӑмакипе плити, счетчиксем, кирлӗ сантехника, алӑк вырнаҫтарнӑ, стенаскене обой ҫыпӑҫтарнӑ.