Шупашкарта 36 тӑлӑх хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсене «Соляное» микрорайонта пурӑнмалли кӗтес панӑ.
Тӑлӑхсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтнӗ. Хваттерсенче хӑтлӑ: юсав ҫӗнӗ, электорплита пур, ҫӳлти хутсенчи чӳречерен вара Атӑл курӑнать.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӑлӑхсене ҫурт-йӗр парас ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Кӑҫал 414 тӑлӑха хваттер памалла. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне черетре тӑнӑ мӗнпур тӑлӑха ҫитес 5 ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ.