Шупашкарти Арбитраж сучӗн ҫуртне тӗпрен юсасшӑн. Ҫав ҫурт хулари Ленин проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл республика пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Реставраципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем нумаях пулмасть патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.
Тӑватӑ хутлӑ кирпӗч ҫурта 1954 ҫулта хӑпартнӑ. Малтан ӑна Электроаппаратура завочӗн общежитийӗ тесе тунӑ. Проект авторӗ – паллӑ чӑваш архитекторӗ Феофан Сергеев.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫав ҫуртра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Ун валли хӑй вӑхӑтӗнче шалти планировкӑна тата кӗмелли алӑка улӑштарнӑ.