Республикӑра
t.me/chuv_prok сайтри сӑн Паян вӑйлӑ ҫиле пула тӗрлӗ тӑрӑхра шар курнӑ. Шупашкарти тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи пӑтӑрмахсем пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Шурчара шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрринче Ярославль урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрринчен темиҫе шифер вӗҫсе ӳкнӗ. Прокуратура вырӑнти влаҫа юсав ӗҫӗсене ҫийӗнчех тума ыйтнӑ. Палӑртмалла: хӑш-пӗр тӑрӑхра вӑйлӑ ҫиле пула электричество сӳннӗ. Паян каҫ тӗлне республикӑри 12 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тутар Республикин Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ятлӑ чӑваш ялӗнче тата Элмет районӗнчи тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗнче концерт иртнӗ. Пӗкӗлме хулинчен унта «Мерчен» тата «Туйралинка» ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. «Патраклӑ ялӗнче «Ҫеҫпӗл» ушкӑнӗпе ансамбль манӑн «Тӑван ял» юрра юрласа савӑнтарчӗ», — пӗлтернӗ Францири чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Францирен хӑнана килнӗ чӑваш хӗрӗ Галина Таймасова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» чӑваш тӗррин куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл клуб 10 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Библиотекӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫулсенче 200 ытла ҫынна тӗрлеме вӗрентсе кӑларнӑ. Клуба Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ Евгения Жачева хутшӑннипе пуҫарса янӑ. Клуба вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ. Халӗ клуба Надежда Кузнецова ӑста ертсе пырать. Заняти кӗҫнерникунсерен иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫуртӗнче «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» республика конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ун пек конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет. Финала 8 муниципаллӑ округри хӗрарӑмсем тухнӑ. Вӗсем — Ҫӗрпӳ, Канаш, Шупашкар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенчен. Конкурса хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе кӑтартнӑ. Муркаш тӑрӑхӗнчи Галина Голубева (вӑл Москакассинчи культура ҫурчӗн заведующийӗ) чӑваш апатне хатӗрлемелли конкурсра хуран кукли тата ҫӳхӳ пӗҫернӗ. Конкурса хутшӑннӑ кашни хӗрарӑмах тӗрлӗ номинацире чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫил вӑйланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Вӑйлӑ ҫил Шупашкар хулинчи Николаев урамӗнчи 22-мӗш ҫурт тӑрри сиен кӳнӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи культура ҫурчӗ шар курнӑ. Унта та тӑрри сиенленнӗ. Ултӑ муниципаллӑ округра электроэнерги пӗтнӗ. Халӗ васкавлӑ службӑсем вӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Республикӑра иккӗмӗш эрне ӗнтӗ кӑшӑлвируспа чирлекен сахалланса пырать. Анчах ҫынсем вилнӗ тӗслӗхсем каллех пулнӑ. Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 9-15-мӗшӗсенче республикӑра 280 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Унччен 393 тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ эрнере 23 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ун умӗнхи эрнере – 23 ҫынна. Анчах иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ҫын вилнӗ тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ эрнере 1 ҫын сывалайман. Сӑмах май, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 117,6 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4742-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пушара хирӗҫ режима пӑрахӑҫлани пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла документ юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим пирӗн республикӑра ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе вӑйра пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл акан 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 17-мӗшӗччен пулнӑ. Республика влаҫӗ муниципалитетсенче те пушара хирӗҫ режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янӑшра пурӑнакан, унти шкулта чылай ҫул учительте ӗҫленӗ Геннадий Васильев Шурча вулӑсӗ ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Унпа вӑл нумаях пулмасть Муркашри вулавӑшра паллаштарнӑ. «Акрамовская волость в истории Чувашии» кӗнеке авторӗ – Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗн членӗ, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗсченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ краевечӗ. Маларах автор «События и судьбы Янышского края» (2007), «Исчезнувшая, но незабытая деревня Салакасы» (2021) кӗнекесем кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Татьяна Вашуркинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. «Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вырсарникун Шупашкарта пурӑнакансем кӑмӑллах мар ӳкерчӗк курнӑ. «Модӑсен ҫуртне» хирӗҫ пулнӑ ку. «Тойота» тӑррине ванна вырнаҫтарнӑ, унта вара питех те уҫӑ купальник тӑхӑннӑ хӗр авкаланса ташланӑ. Вырӑна полицейскисем часах ҫитнӗ. Водителе те, хӗре те полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. 33 ҫулти водителе ҫынна ҫапла майпа илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |