Ҫул-йӗр
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи «Граждан урамӗ» чарӑнура ҫынсем валли тротуар пӑхса хӑварман. Ҫулла халӑх ҫул хӗрринче курӑк акнӑ вырӑн ҫийӗн утнӑ пулсан халӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра, ҫынсем машинӑсем ҫӳремелли ҫул тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Пылчӑкра вараланса пӗтес килмест-ҫке. Ҫавӑн пек вырӑн Кӳкеҫре те пур. Унти Совет урамӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗнӗ ача пахчи уҫрӗҫ. Ун умӗнче машинӑсене лартмалли вырӑн туса хӑварнӑ-ха, анчах тротуар ҫук. Халӑхӑн ирӗксӗрех е машина ҫулӗпе утма тивет, е курӑка таптаса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта бетон хутӑштармалли хатӗрте ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Предприятире ӗҫлекен 29 ҫулти рабочи бетон хутӑштармалли хатӗре тасатма тесе кӗрсе кайнӑ. Моторист шалта ҫын пуррине пӗлмен те инҫет ҫыхӑну мелӗпе хатӗре ӗҫлеттерсе янӑ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманран сиксе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫе тӗпчевҫесем тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Суд приставӗсен службин архивӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ аварире пассажир аманнӑ. Куншӑн, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн, водительтен укҫа шыраса илнӗ. Ун чухне ҫанталӑк тӗтреллӗ тӑнӑ. Водитель руле итлеттереймесӗр ҫул хӗрринчи паллӑ ҫине пырса тӑрӑннӑ, унтан кювета чӑмнӑ. Салонри хӗрарӑм аманнӑ. Куншӑн суд водителе 400 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Анчах лешӗ килӗшмен. Ҫавна май суд приставӗ ыйтнипе унӑн шалӑвӗнчен укҫа тытса юлма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ӑна ют ҫӗршыва тухса ҫӳреме чарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын пӗтӗм укҫана саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка муниципаллӑ округсем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Икӗ округа ҫыхӑнтаракан ҫула тинех уҫнӑ. Эппин, халӗ ҫак икӗ муниципаллӑ округра пурӑнакансем ҫул ҫинче 1,5 сехет таран сахалрах ирттерме пултараҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республикӑра хытӑ сий сарман ҫулсене, асфальт ҫула ҫыхӑнтаракансене, пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тепрехинче Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай округӗсенчи 3,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула асфальт сарасшӑн. Унашкаллисем Вӑрнар, Красноармейски, Йӗпреҫ, Пӑрачкав округӗсенче те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Шупашкарти вӑрманта арҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта нумай вӑхӑт выртнӑ, мӗншӗн тесен виле типсе кайнӑ. Арҫын вилли вӑрманти сукмакран инҫех мар выртнӑ. Ӑна асрӑхасанах ку хыпара полицие пӗлтернӗ. Вырӑна Следстви комитечӗн следователӗсем те ҫитнӗ. Халӗ ведомство ку ӗҫ-пуҫа тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри музыка преподавателӗсем Раҫҫейӗн Культура министерствин конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта хушма пӗлӳ паракан организацисенчи 100 преподаватель палӑрнӑ. Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн фортепиано класӗн преподавателӗ Игорь Ткаленко тата 4-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн фортепиано класӗн преподавателӗ Елена Прохорова премие тивӗҫнӗ. Вӗсене 500-шер пин тенкӗ парӗҫ. Конкурса пурӗ 565 ҫын хутшӑннӑ. Ҫав шутра Чӑваш Енри 12 кандидат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
bestlj.ru сайтри сӑн Шупашкарти тухтӑр укҫа Украинӑна пулӑшма каять тесе хӑраса ӳкнӗ те 1,7 миллион тенке темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӗрарӑм тухтӑр патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам унӑн ячӗпе 6 миллилон тенкӗ кредит илме хӑтланать. Ҫапла ан пултӑр тесен 48 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен укҫине илсе парӑма татмалла-мӗн. Унсӑрӑн укҫа-тенкӗ Украинӑна пулӑшма каять имӗш. Банк ӗҫченӗ хӗрарӑма ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах тухтӑр хваттерте юсав ӗҫӗсем туни пирки суйнӑ. Вӑл банкран 1 миллион кивҫен илнӗ. Ку кӑна мар. Машинине салук хурса 700 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна та ултавҫа куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паллӑ тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Марина Карягина СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 100 ҫул тултарнине халалласа фильм ӳкерет. Кун пирки К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ. Марина Карягина Вера Кузьмина ҫинчен унччен те фильм ӳкернӗ. Пултаруллӑ журналист кирек ӗҫе те тӗплӗн пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ та ку фильм ӑнӑҫӑ пулса тухасси пирки иккӗленӳ ҫук. Театрта хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш театрӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ артистка ҫинчен кадрта аса илсе каласа пама Чӑваш халӑх артисчӗсем Наталия Сергеева, Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хаваспах килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ. Кун валли учреждение 27,9 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Асӑннӑ суммӑран 15 миллион тенки сцена ҫинчи ҫутӑ туянма кайнӑ. Унсӑр пуҫне театр 12,9 миллион тенкӗлӗх сасӑ оборудованийӗ илӗ. Ҫӗнӗ ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса лартнӑ «Бременские музыканты» , «Дюймовочка» тата «Царевна лягушка» ӗҫсене пӗчӗк куракансем хакланӑ та ӗнтӗ. «Лебединое озеро» тата «Ромео и Джульетта» балетсен партитурисене ҫӗнӗ обрудование кура йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 5 муниципаллӑ округа автоклубсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ӑна илес тесен округсен ятарлӑ конкурс али витӗр тухмалла пулнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак уницпаллӑ округсене йышӑннӑ: Етӗрне (конкурсра 20 балл пухнӑ), Муркаш (19 балл), Тӑвай (17 балл), Вӑрмар (17 балл), Йӗпреҫ (16 балл). Асӑннӑ кашни округа автоклуб туянма 9-шар миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |