Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ коммерци организацийӗн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, организаци счёчӗ ҫинче укҫа пур пулин те 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен пӗр ӗҫчен умӗнче ӗҫ укҫипе 250 пин тенкӗ парӑм пухса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Валентина Кудисова. Пӑрачкаври социаллӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкавра пурӑнакан Валентина Кудисова пӗччен пурӑнсан та кичемлӗхпе аптӑрамасть. Валентина Викторовна — иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ. Чирӗ йывӑр пулин те пуҫа усмасть, алӑ ӗҫӗпе чунне уҫать. Хӗрарӑм ӳкерет, картинӑсем тӗрлет, ҫекӗлпе тата йӗппе ҫыхать, сӑвӑсем ҫырать, вӗсем «Порецкие вести» район хаҫатӗнче пичетленеҫҫӗ. Валентина Викторовна Улатӑр районӗнче ҫуралнӑ. Ардатоври медицина училищинчен вӗренсе тухнӑскер пенсие кайичченех Пӑрачкаври больницӑра медсестрара ӗҫленӗ. Хӗрӗ Мускавра пурӑнать, тӑван тӑрӑха сайра-хутра ҫеҫ килсе ҫӳрет. Апла пулин те Валентина Кудисова хӑйне пӗччен туймасть, чун киленӗҫӗпе савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансен сывлӑха тӗрӗслес тесе больница тӑрӑх ҫӳреме кирлӗ мар. Кунта сӑмах ҫулсерен тухакан медицина тӗрӗслевӗ пирки пырать. Социаллӑ учреждени Хулари 1-мӗш клиника больниципе ятарлӑ килӗшӳ унти тухтӑрсем ӗсе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ. Юн тата ытти анализа та унтах илеҫҫӗ. Черетлӗ медтӗрӗслев витӗр хальхинче 159 ҫын тухӗ. Тухтӑрсен бригади учрежденире икӗ кун ӗҫлӗ. Шурӑ халатлисене йывӑр тивесрен тата социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене черетре тӑратасран кашни структура подразделенине вӑхӑт уйӑрса панӑ. Паянпа ыран тӗрӗслев витӗр тухманнисене ҫулла тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Приставсен службин архивӗнчи сӑн Патӑрьелте пурӑнакан 45-ри хӗрарӑм 5 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Куншӑн вӑл тӳрленмелли ӗҫре те тӑрӑшнӑ. Анчах пурпӗрех парӑма татма васкаман. Тӳрленмелли ӗҫне вӑл сӑлтавсӑр тухман. Кун хыҫҫӑн ӑна колони-поселение 23 кунлӑха янӑ. Унта ларнӑ хыҫҫӑн та хӗрарӑм алимент тӳлемен. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вара тинех хӗрарӑм ачи умӗнчи парӑма – 130 яхӑн тенке – тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта юбилейлӑ банкнотӑсене пама пуҫланӑ. Аса илтерер: вӗсене Шупашкар 555 ҫул туларнине халалласа кӑлараҫҫӗ. Унта хулари паллӑ вырӑнсене сӑнлаҫҫӗ. Ҫак юбилейлӑ укҫана тӗп хулари Андреевсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче хӑйсен пӗремӗш ачине регистрациленӗ, ӑна Мия ят панӑ. Мӑшӑр ачи Шупашкар хулин юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑшӑн савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Кӗрешӳ» спорт центрӗ уҫӑлӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарта Наци кӗрешӗвӗн тӗнчери пӗрремӗш вӑййи иртрӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӗрешӳ енӗпе ӗҫлекен уйрӑмсене кашни районпа хулара уҫмалла тесе хушнӑ. Раштав вӗҫӗнче вара Олег Николаев республикӑра Наци кӗрешӗвӗсен центрӗ кирлине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров «ТАСС» информаци агентствине пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кӗрешӳ» центра Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче ака уйӑхӗнче уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() git21.rostrud.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта рабочи аманнӑ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра «Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сеть» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗнче пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, слесарь юр тасатма кансӗрлекен бетон блока куҫарма тӑнӑ. Блок арҫыннӑн ури ҫине ӳкнӗ. Шар курнине ӗҫтешӗсем пирвайхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Рабочие пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш академи драма театрӗ 16–21 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш театр студине вӗренме йыхравлать. Культура учреждеийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр студийӗнче пуш уйӑхӗнче вӗрентме пуҫлӗҫ. Театр студийӗнче вӗренекенӗсем актёрпа сцена ӑсталӑхне, юрӑ юрлама тата ташӑ ташлама кашни шӑматкунсерен вӗренӗҫ. Унсӑр пуҫне театр институтне вӗренме кӗме хатӗрленӗҫ. Театр студине суйласа илнӗ хыҫҫӑн йышӑнӗҫ. Суйлава хушӑнас кӑмӑллисен чӑвашла юрӑ, юптару, сӑвӑ, монолог тата ташӑ хатӗрлесе комиссине кӑтартмалла пулӗ. Суйлав нарӑс уйӑхӗн 17 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш драма театрӗнче 13 сехетре пуҫланӗ. Суйлава пырас умӗн заявка ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() /chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ тӗлне Чӑваш академи драма театрӗ акци ирттерӗ. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18:00 сехетре кӑтартакан «Инкеклӗ телей» спектакле курма икӗ е тата ытларах билет туянакансене билет хакне 23 процент йӳнетсе сутӗҫ. Билетсене сайт урлӑ туяннӑ чух CHUVDRAM23 промокодпа усӑ курмалла. «Инкеклӗ телей» спектакле спектакльти ӗҫ-пуҫ 1938-1945 ҫулсенче пулса иртет. Тӗп герой, Аркадий, вӑрҫӑран аманса яла таврӑнать. Хӑйӗн ҫемйи ҫак тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле пурӑнни ҫинчен вӑл нимӗн те пӗлмест. Инсцинировкӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви полицин участокри уполномоченнӑйӗсене ӗҫ илесси пирки пӗлтерет. Участковӑй пулса тӑрӑшас текен ҫыннӑн 18-55 ҫулсенче пулмалла. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 50 пине яхӑн ларать-мӗн. Ҫулталӑкра 40 кун кантарӗҫ, унсӑр пуҫне 24 кун таран хушма кану кунӗсем пулӗҫ. Ӗҫленӗ вырӑнта пурӑнма кӗтес пулмасан ӑна тара илсе тӑкакланнӑшӑн пӗр пайне саплаштарӗҫ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 24-11-24 е 89997560998 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |