Чӑваш Енре коммунистсем каллех Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ку – тӑваттӑмӗш.
Хальхинче бюста Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче Киров урамӗнчи 35-мӗш ҫуртӑн пахчинче вырнаҫтарнӑ. Хальхине те, унчченхисене те Н.К.Шемякин скульптор хатӗрленӗ. Тӑваттӑмӗш бюста шӑпах унӑн мӑшӑрӗн ашшӗ-амӑшӗ килӗ умӗнче лартнӑ. Арӑмӗн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, амӑшӗ – ӗҫ фрончӗн ветеранӗ, хисеплӗ колхозница.
Малтанхи 3 бюст ҫак тӑрӑхсенче вырнаҫнӑ: Канаш округӗнчи Вӑтапуҫра, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Хурапырта тата Вӑрнар округӗнчи Чарӑшкас Хирлеп ялӗнче.
Базиль Кириллов // 3269.39.6327
2025.07.12 08:08 | |
Сталин вӑхӑтӗнче никамран ыйтмасӑр палӑк лартнӑшӑн "воронок" ярса 15-20 ҫуллӑха тӑн кӗртме янӑ пулӗччӗҫ. |