Ӗнер Канаш округӗнче машина кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 6 ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Шел те, иккӗшӗ вилмеллех аманнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑксем ача ҫуралнине паллӑ тунӑ. «Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ашшӗ – вилнисен йышӗнче. Машина кювета чӑмсан 22 ҫулти каччӑ салонран тухса вӗҫнӗ. Вӑл ҫак округри Вӑтапуҫ ялӗнчен. Ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрринчи 26 ҫулти каччӑ вилмеллех аманнӑ. «Хондӑн» 28-ти водительне тата тепӗр 3 пассажира пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем йывӑр аманнӑ.