Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Ударцевсен ҫӗнӗ пӳрчӗ. "Про Город" сайтран илнӗ сӑн
Ударцевсен ҫӗнӗ пӳрчӗ. "Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Кӑҫал кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан нумай ачаллӑ Ударцевсем ҫуртсӑр юлнӑ – пушар вӗсен пӳртне кӗл купине ҫавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вӗсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Халӗ ав савӑнӑҫлӑ хыпар пур: Ударцевсем халӑх пулӑшнипе икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ. Пӳрте вӗсем пуш уйӑхӗнче туяннӑ. Ӑна хӑтлӑлатма тытӑннӑ.

Ударцевсем пушарта нимӗн те илсе тухайман. Чукун ҫул хӗрринче пурӑннӑран пушар машини патне пырайман. Шланг тӑсса пӗтернӗ ҫӗре ҫурт ҫунса та кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫемье пӗлӗшӗсем патӗнче пурӑннӑ.

Инкек пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарсан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем апат-ҫимӗҫпе те, япаласемпе те, укҫан та пулӑшма пуҫланӑ. Халӗ Ударцевсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене куншӑн тав тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88386
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 70 ҫулти арҫынна питӗ васкавлӑ медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма пуҫласан ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе килнӗ.

Тухтӑрсем сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна кардиологи уйрӑмне яма йышӑннӑ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн пациента санавиаци вертолечӗпе Республикӑри клиника пульницине коронографи тумашкӑн ӑсатма йышӑннӑ.

Ҫак арҫын темиҫе ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Халӗ ӑна операци тума йышӑннӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш агромаркечӗ валли ят суйланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сасӑлав «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин халӑх тетелӗсенче иртнӗ.

Чӑваш агромаркечӗ валли ҫапла ятсем сӗннӗ: «Агро и точка», «Натур-маттур», «Пехет», «Все свое», «Наше».

Сасӑлава хутшӑннисенчен ытларахӑшне «Пехет» тени килӗшнӗ. Агромаркет валли мобильлӗ приложени те хатӗр, кирлӗ тавара

ҫынсем килте ларса та туянайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ntrk21nactv/2585
 

Спорт
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Забайкалье крайӗнчи Агинское поселокӗнче ухӑран перес енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Олимп резервӗсен Шупашкарти шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Артур Гареев «Компаунд» дисциплинӑра тупӑшса малти вырӑна йышӑннӑ. Кунашкалли пирӗн ентешсен хушшинче 11 ҫул пулман. Ҫапла 11 ҫултан Шупашкара «ылтӑн» тавраннӑ.

Спортсмен 20 ҫулта. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Максим Яриков патӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Хулара

«Шупашкарти хыпарсем» (выр. «Чебоксарские новости») хаҫата халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – 30 ҫулти Елена Леонтьева.

Унччен унта Лариса Буланкина тӗп редактор пулнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ӑна тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.

Елена Леонтьева – Мусквран, Леонтьевсен продюсер центрӗнче ӗҫленӗ. Ку эрнекун тухнӑ хаҫатра тӗп редактор хаҫатран хальхи йышши медиацентр тӑвасси пирки пӗлтернӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи тӳре-шара ҫамрӑксене мунча кӗртесшӗн. Тӗрӗсрех каласан, муниципалитетӑн мунчисем ҫинчен халӑх тетелӗсем урлӑ ытларах каласа кӑтартасшӑн.

Шупашкарта паян муниципалитетӑн 8 мунчи ӗҫлет. Вӗсенче пӗр харӑс 450 ытла ҫын ҫӑвӑнма пултарать.

«Сывлӑх» акционерсен обществи кӑҫалхи ҫур ҫулта 52,05 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 18 процент нумайрах.

«Мунча кӗмелли хаксене хӑйхаклӑхне кура йӗркелеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хак 300-310 тенкӗ тӑрать. 14 ҫула ҫитмен шкул ачисемшӗн 190 тенкӗ тӳлемелле, пенсионерсен — 290 тенкӗ (ку вӑл эрне варринчи хак). 7 ҫулчченхи ачасемшӗн — тӳлевсӗр.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем больницӑра выртакан хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.

Ҫулланнӑ хӗрарӑма ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Энергозапчасть» общество чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ. Ун ҫумӗнче документсем пулман, ҫынпа вӑл калаҫмасть.

Сӑнпа пӑхсан, хӗрарӑм 70-сенче пек курӑнать, хӑй 155-160 сантиметр ҫуллӗш, начаркка кӗлеткеллӗ, ҫутӑ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑрах кӑвак тӗслӗ.

Хӗрарӑмӑн алли ҫинче татуировкӑсем пур. Ятсӑр пӳрнин шал енне «чӗре+чӗре=Л» евӗр паллӑсем ӳкерсе хунӑ.

Йӗрке хураҫисем хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/1369
 

Хулара
lyubimiigorod.ru сайтри сӑн
lyubimiigorod.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм мессенджерта пуҫлӑхӗнчен ҫыру килнӗ тесе ӗненнӗ те питӗ пысӑк укҫа ҫухатнӑ.

Ҫырура "пуҫлӑх" унӑн йӗрке хуралҫисемпе тата банк ӗҫченӗсемпе калаҫмаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма номер пуҫлӑхӑн пулманни те, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫукки те иккӗлентермен.

Кӗҫех ун патне шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗсене такам тапӑннӑ, ҫавӑнпа кредит илсе укҫана "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫармалла имӗш. Хӗрарӑм вӑл каланине итлесе кредит илнӗ 2 миллион тенке ултавҫӑ счечӗ ҫине куҫарнӑ.

 

Персона
Демьян Семёнов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Демьян Семёнов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Демьян Семёнов журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, политика тата патшалӑх деятелӗ, пурӑннӑ пулсан паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 85 ҫул тултармаллаччӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна халалласа унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем асӑну каҫне пухӑннӑ.

Демьян Филиппович Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата Партин аслӑ шкулӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче литература сотрудникӗнчен пуҫласа тӗп редактора ҫитнӗ.

1988-мӗш ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн секретарьне суйланӑ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн редакципе издательство пайӗнче 11 ҫул тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн правленине 5 ҫул ертсе пынӑ.

Демьян Семёнова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденӗпе, тӗрлӗ медальпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

 

Республикӑра
«Про Город» сайтри сӑн
«Про Город» сайтри сӑн

Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта паян ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӗнерпуҫ ялӗнче пӑр ӳкнӗ. Ку 15 сехет ҫурӑра пулнӑ.

«Пӑрӗ путене ҫӑмарти пысӑкӑш, шултрараххи те пур», - пӗлтернӗ ҫынсем.

Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта чашлаттарсах ҫумӑр ҫунӑ. Ҫил те вӑйланнӑ, Винокуров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт патӗнчи суту-илӳ палаткисене илсе ывӑткаланӑ. «Пике» фабрика патӗнче вара хурӑн ҫул ҫине персе аннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88368
 

Страницӑсем: 1 ... 350, 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, 358, 359, [360], 361, 362, 363, 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...