Вӑл 20 кунра велосипедпа 1800 ҫухрӑм кайса тинӗс патне ҫитнӗ. Сӑмах — Хӗрлӗ Чутай округӗнче ҫуралса ӳснӗ Олег Чудаков пирки.
Вӑл ҫӗртме уйахӗн 15-мӗшӗнче велосипедпа ҫула тухнӑ та нумаях пулмасть Джугбӑна ҫитнӗ. «Ку финиш мар-ха. Кӑштах канӑп та малалла кайӑп», — тесе ҫырнӑ Олег хӑйӗн страницинче.
Вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки «Контактри» страницинче пӗлтерсе тӑнӑ. Хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, каялла вӑл пуйӑспа килесшӗн.