Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан арҫын эрех ӗҫсен руль умне ларма юратать. Нумаях пулмасть ӑна патшалӑх автоинспекцийӗн экипажӗ асӑрханӑ. Вӑл мотоблокпа пынӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме вӑл килӗшмен, унӑн водитель прави те нихӑҫан та пулман-мӗн.
45-ри арҫын унччен те ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Маларах ӑна мопедпа пынӑ чухне тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупса хунӑ. Хальхинче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.