Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче иртнӗ «Уява» 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Аса илтерер: ҫак мероприяти Иван Казанков тӑрӑшнипе тата пулӑшнипе иртет. Вӑл «Звениговский» аш-какай комбиначӗн директорӗ.
Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ яла Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан делегацисем, пултарулӑх коллективӗсем килнӗ. Уявра фестиваль-конкурс, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Кӑҫал «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс та йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк округӗнчи Виктория Романова тивӗҫнӗ.