Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗсене алимент тӳлесшӗн пулман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ май ӑна 5 уйӑх ӗслесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Ачисене алимент тӳлеменшӗн арҫынна унччен административлӑ майпа явап тытарнӑ-ха. Апла пулин те вӑл парӑма ҫур миллион тенкӗрен те ирттерсе янӑ.