Персона
![]() Владислав Николаев ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ, нумаях пулмасть Пушкӑртстанра пулнӑ. «Пушкӑртстана ҫул ҫывӑх мар, ҫавӑнпа та эпӗ вӑхӑта туллин усӑ курма тӑрӑшатӑп: юлташсемпе тӗл пулатӑп, шкулсене кӗрсе тухатӑп…», — тесе ҫырнӑ журналист тата ҫыравҫӑ Фейсбукра. Унти Авӑркас районӗнчи Юламан ялӗнче пурӑнакан чӑваш ҫыравҫипе, поэчӗпе Александр Савельев-Саспа курнӑҫнӑ. 87 ҫулхискер Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйӗн 20-мӗш кӗнекине кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Владислав Николаев шурсухала Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен ҫӗнӗ удостоверение (ҫав хутсене пӗлтӗр ҫӗнетрӗҫ) ҫитерсе панӑ. Александр Сергеевич вара хӑнана хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!.. Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах: Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар... Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!
Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре, Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!.. Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере. Аван — ялан ҫакна асра тытсан.
Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан! Ӑна Иван паман телей сапса! Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!
Тата ҫакна каласшӑн эп паян: Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!.. Паян каллех ыйтатӑп Турӑран: Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!
Валери Туркай 27.12.19 Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Политика
![]() gazeta1931.ru сайтри сӑн «Петербургская политика» (чӑв. «Питӗр политики») фонд эксперчӗсен шухӑшӗпе, ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикин Элтеперне отставкӑна ярас хӑрушлӑх пысӑк. Кунашкал кандидатсен йышне Архангельск облаҫӗн, Камчатка крайӗн тата Калуга облаҫӗн ертӳҫисем те лекнӗ. Михаил Игнатьев унччен ҫапла пӗлтернӗччӗ: РФ президенчӗ Владимир Путин тата республика халӑхӗ ырласан, пулӑшсан ҫеҫ вӑл ҫитес суйлава хутшӑнӗ. Палӑртмалла: суйлав авӑн уйӑхӗнче 16 регионта иртӗ. Унччен Кремль хальхи пуҫлӑхсенчен хӑшӗсем суйлава хутшӑнассине, хӑш тӑрӑхра ҫӗнӗ ҫынна сӗнессине татса парӗ. Пӗлтӗр Иркутск облаҫӗнче тата Еврей автономи облаҫӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Куславкка районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан Тимуршина Эрфия Сабирзяновнӑна пӗр эрне шыраҫҫӗ. 88 ҫути кинемей кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Ҫитменнине, ӑна тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ. Килтен кайнӑ кун Эрфия Тимуршина мӗн тӑхӑннине хальлӗхе палӑртайман. Хӑйӗнпе пӗрле унӑн хура пӗчӗк сумка пулнӑ. Кинемей 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ. Ҫак кинемей, тен, ҫул ҫинче машинӑсен видеорегистраторне лекме пултарнӑ, ҫавӑнпа водительсене камерӑсене тепӗр хутчен пӑхма ыйтаҫҫӗ. Ватӑскер пирки хыпар пур тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (800) 700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() capost.media сайтри сӑн Паян ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки Граждан хӳтӗлевӗпе ӗҫлекен тата инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Хулари Макимов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ ку. Аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын тата виҫӗ ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Юрать, ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк инкекех пулман. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ специалистсем хваттерте сӗрӗм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемье пушарта шар курнӑ. Инкек ҫемьен хуҫалӑхне кӗллентерсе ҫӗрпе танлаштарнӑ. Кил хуҫи, Ольга Илларионова, ялта юлташӗсем патӗнче вӑхӑтлӑх тӗпленнӗ, ачисем — хулара, тӑванӗсем патӗнче. Ҫемьене вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӑхӑтлӑх икӗ вырӑн сӗннӗ: унчченхи ваттисен ҫуртне тата хваттерти пӳлӗме. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ваттисен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртра ачисемпе пӗччен пурӑнма шикленет иккен, вӑл хваттерти пӳлӗме кайса пӑхасшӑн. Ял ҫыннисем ҫемьене кӑштах пулӑшкаланӑ-ха. Пушарта нимсӗр юлнӑ йыша сӗтел-пукан, йӑлари техника таранах кирлӗ. Ольга Илларионова Ҫатра Хочехматри шкулта директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Экоцентр» предприятие пирӗн республикӑра пурӑнакансем пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ. Йӑлари-хытӑ каяша турттаракансем Федерацин монополипе кӗрешекен службин управленийӗпе килӗшӳсӗр тытнӑ. Асӑннӑ орган представителӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче предприятие евит хыҫҫӑн тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Анчах унтисем ӗҫлеме кансӗрленӗ. Хӑш-пӗр специалист ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса кайнӑ. Кирлӗ информацие ҫырса илме ирӗк паман. Кӑштахран ҫуртра ҫутӑ сӳнтерсе лартнӑ. Монополипе кӗрешекенсем кӗҫех суда ҫитнӗ. Вӗсем «Экоцентр» тӗрӗслевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрленине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха кӗҫех Шупашкарӑн Мускав районӗнчи 4-мӗш суд участокӗнче тишкернӗ. Миравай тӳре предприятие администравтивлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян каҫхине Шупашкар хулинче пӳрт ҫуннӑ. Республикӑри электрон кӑларӑмсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче тухнӑ. Ун пирки МИХа инкеке курнисенчен пӗри пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахне ӗнентерме вӑл видео ярса панӑ. Пушар паян, кӑрлачӑн 12-мӗш каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, тухнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем урлӑ аякранах курӑннӑ. Инкек мӗн сӑлтавпа пуҫланнине пӗлтермен. Ӑна специалистсем каярах татса калӗҫ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем час-час ҫунаҫҫӗ. Инкекрен сыхланас тесен мӑрьесене кварталта пӗр хутран кая мар тасатма, кӑмака купалаттарма тата ӑна юсаттарма специалистсене ҫеҫ явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ вилнӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра паян Анатолий Хмыт драматург пӗлтернӗ. Геннадий Юмарт (Трофимов) 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑкра ҫуралнӑ. 1955 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1961-1965 ҫулсенче Самар енчи чӑваш шкулӗсенче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1965-1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче корректорта, редакторта ӗҫленӗ. 1970-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗ пулнӑ. Геннадий Юмартпа Шупашкарти ритуал службинче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш "ж" ҫуртра, Республикӑн клиника больницин моргӗнче вырнаҫнӑ) ытларикун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yuristprav.ru сайтри сӑн Куславкка районӗнче 37 ҫулти амӑшӗ икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн уйӑхсерене укҫа тӳлеттерме суд йышӑну тунӑ. Анчах хӗрарӑм хӑнк та туман. Исполнительнӑй производство пуҫарнӑранпа икӗ уйӑх ытларах иртсен те амӑшӗ ӗҫе вырнаҫма тӑрӑшман, ӗҫсӗр тесе шута та тӑман. Паллӑ ӗнтӗ: алимент тӳлеме укҫи те пулман. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те кунашкал айӑплава татманнине шута илнӗ – ӑна тӳрленмелли ӗҫе 1 ҫул та уйӑхлӑха яма йышӑннӑ, ӗҫ укҫинчен патшалӑх валли 5 процент тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |