Культура
![]() Анна Матросова Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ушкӑнӗнче нумаях пулмасть онлайн викторина иртнӗ. Чи малтан тӗрӗс те туллин Анна Матросова хуравланӑ. Ачасен Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗ хӑш ӗмӗрте пулса кайнине пӗлмелле пулнӑ. Истори докуменчӗсенче ял 17-мӗш ӗмӗрӗн малтанхи ҫур ҫулӗнче пулса кайни курӑнать иккен. Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗ чи малтанах Ямаш уесне кӗнӗ. Ҫӗнӗ Мӑратӑн Хапаскасси е Турикас урамӗ чи малтан йӗркеленнӗ. 1748-мӗш ҫулта Каҫалта православи прихочӗ йӗркеленӗ хыҫҫӑн ялти хӑш-пӗр ҫын христианство тӗнне йышӑнма пуҫланӑ. Ҫӗнӗ Мӑратра пӗрремӗш хут шкул 1913 ҫулта уҫӑлнӑ. Тукай ялӗн историйӗ виҫӗ халапра курнать. Пӗрремӗш халап тӑрӑх ку ял Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тукайсем куҫса килнипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш халап тӑрӑх вара Шупашкар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кунта тутарсем хыҫҫӑн ҫӗр шыраса килнӗ. Виҫҫӗмӗш халап тӑрӑх яла Тукай ятлӑ улпут пуҫласа янӑ. Ҫак тата ытти ытӑва хуравланӑ ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсене Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пӑшӑрхантараҫҫӗ. ГЭСрна аяларах пӑр ҫирӗп мар, Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче пачах та пӑр ҫук. Шупашкар ҫывӑхӗнче те ҫӳхерех вырӑнсем пур. Анах ку пулӑҫсене хӑратмасть. Нумаях пулмасть, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Куславкка ҫывӑхӗнче 68 ҫулти арҫын пӑр айне пулнӑ, унӑн кӗлеткине шыв пӑр айӗн юхтарса кайнӑ. Вӑл виҫӗ шӑтӑк шӑтарнӑ, тӑваттӑмӑшне тунӑ чухне инкек сиксе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, унӑн виллине ҫуркунне е ҫулла ҫеҫ тупма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене троллейбуспа ҫыхӑнтарнӑ. Ку пулӑма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра хӑпартланса пӗлтернӗ. Ҫапла пулмасӑр! Икӗ хулана троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. «Пирӗншӗн троллейбус сечӗ Мускавшӑн метро пекех, вӑл — тӗп транспорт артерийӗ», — ҫырнӑ историлле пулӑма хакласа сити-менджер. Муниципалитетсем хушшинчи пӗрремӗш троллейбус маршручӗ 100-мӗш номерпе хутлӗ. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамран Ҫӗнӗ Шупашкарти «Библиотека» («Каблучок» патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗ) чарӑнӑва троллейбус 48 минутра ҫитӗ. Шупашкарта 16 ҫӗрте чарӑнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 7 ҫӗрте. Ҫӗнӗ маршрута кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Паян троллейбуса тӗрӗслемелле ҫула кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Чӑваш халӑх сайтӗнчи» шӑрпӑклансене каласа пани) Вӑл тӑван тавралӑха юратни, ӑна тӗпчени, хӑй шыраса тупнине ҫынсене пӗлтерме тӑрӑшни мана унпа паллаштарчӗ. Паллашнӑранпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Чим-ха, паллаштарам-ха сире унпа. Ӑна эсир пӗлетӗр те пулӗ-ха, вӑл Тутарстанри Вырӑс Киреметӗнче пурӑнакан чӑваш ӑсчахӗ Виктор Симаков, ЧНК Мӑн канашӗн тата Чӑваш академийӗн пайташӗ, краевед, журналист, педагог, 15 кӗнеке кӑларнӑ ҫыравҫӑ. Эпӗ унӑн пӗр кӗнеки ҫинчен йӗркеллӗ ӗнчӗхетех (рецензи) ҫырасшӑнччӗ. Анчах эрешмен шӑрпӑкланӗсем ман хӑтавсем пирки пӑтратса ҫырнине вуларӑм та, ку хутӗнче вӗсенни пек хӑтланса пӑхас-ха терӗм...
Мана сиплевӗшре выртнӑ чухне (эсир, интернетри Акапасар, де Герсо, Микула, Вырык, И вот, Лешкукка, ad modum пӑтранчӑк Ю.Яковлев тата ытти тусӑмсем, сиплевӗш тесен те, сыватӑш тесен те пӗлместӗр пулӗ-ха; эппин калам, сыватӑш вӑл больница, сиплевӗш — лечебница) аякри тусӑм Симакур (эпӗ ӑна «симакур» тетӗп, мӗншӗнне кайран каласа парӑп-ха) хӑйӗн 16-мӗш кӗнекине — «Суйласа илнисем» текеннине ярса пачӗ. |
Республикӑра
![]() http://old-kalin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти халӑх дружинисене хыснаран укҫа парассине пӗлтереҫҫӗ. Субсидие тивӗҫес тесен вӗсен ятарлӑ конкурса хутшӑнмалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ шӑпах аса илтерме вӑхӑт. Шупашкарти йӗркелӗхе тытса тӑма хутшӑнакан дружниксене субаиди парӗҫ. Укҫа памалли йӗркене тата субсиди виҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ ятарлӑ йышӑнупа ҫирӗплетнӗ. Заявкӑсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 119-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: (8352) 23-50-28, 23-51-11. Ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравлама юрать. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12.00-рен 13.00-ччен. Заявкӑсене кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
УмсӑмахТавтапуҫах хурӑнташа, Хуран панчи тус-юлташа Ҫӗн Ҫул саламӗ янӑшӑн, Ытар сӑмах каланӑшӑн.
Ун пек чухне урмасть чӑваш, Куҫҫульпеле кулать йӑваш. Кураймансем кулсассӑн та Чун кӳтнӗрен юрлать чунташ.
1. «Уй варринче лаштра юман» кӗввипеХуламӑрта хура палӑк. Атте тесе эп кайрӑм та Хаяр Йӑван пулчӗ тӑчӗ, Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Шупашкарта шурӑ палӑк. Анне тесе эп кайрӑм та Майра патша пулчӗ тӑчӗ, Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Тӗп хулара тӗссӗр палӑк. Тӑван тесе эп кайрӑм та Ҫич ют ҫынни пулчӗ тӑчӗ, Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
2. «Атте мана шур пӳрт лартса парас тет» кӗввипеАтте мана тӑван ялта пурӑн тет, Атте мана тӑван ялта пурӑн тет те Тӑван ялта пурӑнасси, ай пулмарӗ, Ирӗксӗрех кайма тивет хулана.
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет, Анне мана Шупашкарта пурӑн тет те Тӗп хулара пурӑнасси, ай, пулмарӗ, Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре.
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет, Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет те Чӑваш енрех пурӑнасси ман пулмарӗ, Ирӗксӗрех каяс пулать ют ҫӗре. |
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ Вӑрмар районӗнче икӗ арҫынна ҫӑлни пирки Инстаграмри страницине хыпар лартнӑ. Ҫав кун ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем икӗ арҫын юр ӑшӗнче выртнине асӑрханӑ. Хайхискерсем тӑма та шутламан, выртнӑ. «Пирӗн экипаж пулман тӑк, тен, вӗсем киле таврӑнаймӗччӗҫ», - пӗлтернӗ ведомство. Инспекторсем вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Хӗлле, шел те, ҫынсем шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Урамра выртакан ҫынсене курсан ведомство кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 03medhelp.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра виҫӗ ҫын наркӑмӑшланнӑран пульницӑна лекнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 11 сехет 20 минутра Вӑрнар районӗнчи пульницӑна 82 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Хайхискер каҫхине хӗрлӗ эрех тесе 100 грамм антифриз ӗҫнӗ. Тепӗр кунхине, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине 26-р арҫын лекнӗ. Вӑл йӑнӑшпа эрех вырӑнне 100 грамм уксус ӗҫнӗ. Канашра та ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. 31 ҫулти хӗрарӑм ирхи 4 сехет те 40 минутра эрех вырӑнне йӑнӑшпа уксус ӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑвашлӑхшӑн чун-чӗрепе ҫунакансем Сурхурине кӑҫал та паллӑ тӑвӗҫ. Яланхи пекех вӑл, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» кафере иртӗ. 12 сехетелле пухӑнма йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер, «Ҫӑлкуҫ» кафе Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури! Сурхури, сурхури терӗмӗр, Сурхури ҫитрӗ курӑнать. Атьӑр тухӑр, ачасем, Урам тӑрӑх кайӑпӑр, Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр, Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр. Чӑваш халӑх сайчӗ те, Сурхурие йӗркелекенсем те сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлаҫҫӗ! |
Статистика
![]() tayniymir.com сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 125 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов Элтепер ирттернӗ канашлура пӗлетернӗ. Кӑҫал чи пӗрремӗш пепке тухтӑрсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 3100 грамм таякан хӗрача кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 3 сехет те 55 минутра ҫуралнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал республикӑри пульницӑсене 6 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |