Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Ӗнер, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче «Совет салтакӗ» квест ирттернӗ.

«Шкулти шыравҫӑсен отрячӗ паян кӗҫӗннисене валли квест ирттерчӗ. Квест теми Аслӑ вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ. Ачасем совет салтакӗсем епле тумпа ҫӳренине, мӗнле хӗҫ-пӑшалпа усӑ курнине пӗлчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ ҫулӗсенче салтаксене мӗнле орден-медальпе чысланине, амансан мӗнле пулӑшу кӳнине аса илчӗҫ», — пӗлтернӗ вӗренӳ учрежденийӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче.

Шкулти «Ҫӗнӗ хум» прессцентр иртнӗ уйӑхра мультфильмсене чӑвашлатма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ачасем «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ. хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, Прессцентр тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, ытти енӗпе те ачасем хастар.

 

Хулара

Шупашкар хулинчи Хӗвеллӗ (вырӑсла ӑна «Солнечный» теҫҫӗ) микрорайонта пурӑнакансене малашне 35-мӗшт маршрут турттарма пуҫлӗ. Ҫав района автобуссене ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче ярса пахӗҫ. Кун пирки Шупашкар хул администрацийӗ пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.

Сити-менеджер халӑх ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 35-мӗш маршрут Хӗвеллӗ микрорайонти ҫӗнӗ урамсем тӑрӑх иртӗ.

Чарӑну ячӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсене ятарлӑ комиссинче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Хӗвеллӗ микрорайонти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗн ячӗсем ҫапларах: Асламас урамӗ (вырӑсла улица Асламаса), Тани Юн урамӗ (вырӑсла улица Тани Юн), Петр Егоров зодчи бульварӗ (вырӑсла Бульвар зодчего Петра Егорова), Хӗвеллӗ микрорайон (вырӑсла микрорайон Солнечный).

www.hypar.ru

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B7khakeKlVf/
 

Вӗренӳ
Патӑрьел район администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Патӑрьел район администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула 70 ҫул каялла, 1950 ҫулта, уҫнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗлӳ ҫурчӗ халӗ те ӗҫлет, унта халӗ 9 класра 74 ача вӗренет.

Икӗ хутлӑ ҫурт конструкцийӗ самаях кивелнӗ, стенасем юрӑхсӑра тухнӑ, тимӗр тӑрӑ тутӑхнӑ. Спорт тата акт залӗсем ҫук.

Патӑрьел район администрацийӗ «Ҫеҫпӗл» ача пахчи ҫумне (ӑна 1989 ҫулта хута янӑ) пристрой тума сӗнет. Ҫурта икӗ пая уйӑрасшӑн, пӗринче пуҫламӑш классем вӗренмелле, тепринче – икӗ ушкӑнлӑ ача пахчи. Унта спортзал та пулмалла.

ЧР Вӗренӳ министерстви ҫакна ырланӑ. Пристроя кӑҫал тума тытӑнмалла.

 

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 13 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче троллейбуспа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. Ку пӑтӑрмах «Куҫ микрохирургийӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» водителӗ руле итлеттереймен – ҫул айккинелле тухса кайнӑ. Ҫывӑхра пыракан троллейбус водителӗ «Нивӑпа» ҫапӑнас мар тесе ҫул ҫинчен пӑрӑннӑ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман. Ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/62147
 

Чӑваш чӗлхи
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн

Нумай пулмасть Шупашкар администрацийӗн урам ячӗсене парас тата асӑну хӑмисем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси пухӑннӑ. Унта тӗп хуламӑрти пӗр-пӗр урама Хӗветӗр Уяр ятне парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

«ПравдаПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ку тӗлӗшпе Ара Мишши (Михаил Краснов) сӑмах тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл урам ятне «Фёдор Уяр урамӗ» теме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе имӗш, «Хӗветӗр Уяр урамӗ» тесе ҫырас пулсан чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс саспаллийӗсемпе усӑ курма тивӗ. Ахӑртнех, Ара Мишши «ӗ» саспаллишӗн пӑшӑрханнӑ.

«Хӗветӗр тесе ҫырас пулсан, чӑвашла транскрипцире питӗ кӑткӑс чӑваш саспаллисемпе усӑ курма тивӗ» («Если писать Хведер, то в чувашской транскрипции придется использовать очень сложные буквы»), — илсе кӑтартать Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн элчи пулса пынӑ Михаил Николаевичӑн сӑмахӗсене «ПравдаПФО» кӑларӑм.

«Чӑваш халӑх сайчӗшӗн» питӗ интереслӗ: «Й» тӑррине мӑйрака (бревис) лартассипе «Ӗ» тӑррине ҫавнашкалах мӑйрака лартасси хушшинче мӗн йывӑрлӑхӗ пур-ши? Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче чӑн та вара чӑваш саспаллисенчен хӑраҫҫӗ-ши? Е ку Ара Мишши шухӑшӗ кӑна-и?

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Иосиф Александрович Дмитриевпа эпир пӗр-пӗрне пуҫран шӑлса, пӗр-пӗрне юрас тесе, алай-алай тесе калаҫман. Унпа хутшӑннӑ чух эп, М.М. Бахтин калашле, достоевскилле ҫавра ҫил кӑларма юрататтӑм, ҫуралтӑр-ха чӑн сӑмах тесе. Юлашки вун ҫулхи калаҫусене вӑл темле салхуллӑ (халь ӑнланатӑп — ыратулла, трагедилле салхуллӑ) шухӑш-кӑмӑлпа вӗҫлетчӗ: «Яваплӑх ӑҫта, яваплӑх…». Аслӑ юлташӑн («Сан хыҫҫӑн йӗм пӗҫҫи тавӑрса чупаймастӑп ӗнтӗ эп», — тетчӗ вӑл.) сӑмахӗсем маншӑн халь халал пек янӑраҫҫӗ… Чӑвашлӑх пирӗн пурнӑҫран хӑрушла кайса пынине чылай чухне яваплӑх ҫуккипе ӑнлантарма пулать. Чӗлхене, чӑвашлӑха хӗстереҫҫӗ. Чӗрӗ организмӑн (ҫутҫанталӑк йӗркипе килӗшӳллӗн) хӗстернине хирӗҫ тӑмалла пек, реакци пулмалла пек… Анчах эпӗ, шел пулин те, ҫакна Чӑвашра курмастӑп. Пирӗн чуна Улатимӗр Тяпкинла кӑмӑл («чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар»), Геронтий Никифоровла перспективизм («чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет») ҫулӑхмаллипех ҫулӑхнӑ пулмалла… Ӑҫта пирӗн, хамӑр пурнӑҫа, хамӑр шӑпана чӑваш ӗҫӗпе ҫыхнисен («Мӗн чухлӗ нумайрах ҫын чӑваш факультетне пӗтерет – ҫавӑн чухлӗ чӑваш пуласлахӗ шанчӑклӑрах», — тесе шутлаттӑм эп, айван пуҫӑмпа), чӗре?

Малалла...

 

Республикӑра
myslo.ru сайтри сӑн
myslo.ru сайтри сӑн

ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫул ҫинче пӗр машинӑна чарнӑ: водителӗ ӳсӗр, ҫумра докуменчӗсем ҫук. Арҫын нумай шутласа тӑман – инспекторсене сӗтев, 3 пин тенкӗ, сӗннӗ, лешсем ӑна ахалех ярасса шаннӑ. Анчах ӳсӗрскер хӑйӗн валли пӑтӑрмах ҫеҫ шыраса тупнӑ.

Ҫак арҫын Комсомольски районӗнчи Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнать. 41 ҫултискерӗн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Ӑна 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Ку кӑна мар, арҫыннӑн инспекторсене сӗтев пама тӑнӑшӑн та явап тытма тивнӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 35 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапла майпа пӗтӗмпе – 65 пин тенкӗ.

 

Республикӑра
iz.ru сайтри сӑн
iz.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗнче япӑх пурӑнакан ҫемьесенче рейд иртнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ятарлӑ комисси пӗр ҫемьере амӑшӗ ачана ӳсӗр арҫынсемпе хӑварнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн чухне ача пиҫсе кайнӑ.

Йӗпреҫ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗпе ачине Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Ятарлӑ комисси Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗнчи 5 ҫемьене те ҫитсе курнӑ. Кунта, телее, япӑх тӗслӗхсем тупса палӑртман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62125
 

Раҫҫейре
rtp.expert сайтри сӑн
rtp.expert сайтри сӑн

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.

Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.

Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Шупашкарти аэропорта реконструкцилӗҫ. Питӗрти «Ҫӗнӗ авиаци» проект институчӗн архитекторӗсем аэровокзалӑн сӑн-сӑпатне улӑштармалли темиҫе проект хатӗрленӗ. Хӑшӗ килӗшнине вара ҫынсем хӑйсем суйланӑ. «МАЧ» тулли мар яваплӑ общество кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернине сайтра пӗлтернӗччӗ.

Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта пӗтӗмпе 2295 ҫын хутшӑннӑ. 3-мӗш вариантшӑн чылаййӑн сасӑланӑ: респондентсен 53 проценчӗ (1225 ҫын). 5-мӗш вариант та самай сасӑ пухнӑ, ҫапах ҫӗнтереймен: уншӑн респондентсен 42 проценчӗ сасӑланӑ.

Шупашкарти аэропорт Инстаграмра страница тытса пырать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак сасӑлав реконструкци проекчӗпе хӑш еннелле ытларах ӗҫлемеллине палӑртма пулӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1635, 1636, 1637, 1638, 1639, 1640, 1641, 1642, 1643, 1644, [1645], 1646, 1647, 1648, 1649, 1650, 1651, 1652, 1653, 1654, 1655, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 13

1934
91
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
80
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
72
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
59
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...