Республикӑра
![]() Айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби танӑ сӑн Юсанмалли 9-мӗш колонире ларакан арҫынсен хушшинче «Снежные фантазии» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Халӗ ав унта илемӗ кӳлепесем вырӑн тупнӑ. Вӗсене айӑпланнӑ ҫынсем юртан, пӑртан ӑсталанӑ. Арҫынсем Раштав уявӗ тӗлне тӗрлӗ кӳлепе ӑсталанӑ: йытӑсем, Хӗл мучи, сӑнчӑрта ларакан анчӑк… Ҫавӑн пекех колони территорине Ирӗклӗх статуйи илем кӳрет халӗ. Кӳлепесене чӑннипех те илемлӗ тунӑ. Ҫакӑ жюри пайташӗсене те тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер каҫхине Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан икӗ амӑшӗ полицие ҫитнӗ: вӗсен 13 ҫулти хӗрӗсем ҫухалнӑ-мӗн. Хӗрачасем шкул хыҫҫӑн киле таврӑнман. Кунашкалли унччен пулман, амӑшӗсем кулянса ӳкнӗ. Полицейскисем ачасене ҫийӗнчех шырама тытӑннӑ. Вӗсем ӑҫта пулнине кӗске вӑхӑтрах палӑртнӑ: Хусанта! Тепӗртакран 13-ри икӗ хӗрачана Хусанти полицейскисемпе «Лиза Алерт» нимеҫисем чукун ҫул вокзалӗнче тупнӑ – вӗсем унта ҫывӑрнӑ. Ҫав кун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, хӗрачасем урока та кайман-мӗн, тӳрех электричкӑна ларнӑ та Хусаналла вӗҫтернӗ. Вӗсен унти хитре вырӑнсене питех курас килнӗ иккен. Хайхискерсем каҫченех уҫӑлса ҫӳренӗ, юлашки электричкӑран тӑрса юлнине те сисмен. Ҫитменнине, телефон пӗрин ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин сӳнсе ларнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлайман. Ҫавна май хӗрачасем ирхи электричкӑна вокзалта кӗтсе илме шутланӑ. Халӗ вӗсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Шкул ачисене профилактика тӗлӗшпе шута тӑратӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӑваш пӑрасни (прози) хӗрарӑм ҫыравҫӑсен романӗсемпе ҫулсеренех пуянланса пырать. Юлашки вӑхӑтра Ульха Эльмен романне вуласа савӑннӑччӗ. Ку хутӗнче Людмила Сачкован «Сиксе юхать Хула ҫырми» историлле романӗн пӗрремӗш кӗнекине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2019. — 368 с.) кӳнеҫнӗ кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Людмила Николаевна Сачкова (28. 11. 1957; Патӑрьел, Ҫӗнӗ Ахпӳрт) ҫыравҫӑ чӑваш литературинче «Чӗкеҫӗм, Чӗкеҫ» (1996) халайӗпе (повеҫӗпе) палӑрса юлчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ун пултарулӑхӗпе шкул ачисене тӗрлӗ классенче паллаштарма пуҫларӗҫ, республика театрӗсем пьесисене шилӗк ҫине кӑларчӗҫ. Шкулта, хаҫат-журналсенче, чӑваш хумсасӗнче (радиовӗнче), тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Людмила Николаевна хӑйӗн пултару тертне туртма пӑрахмарӗ. Чӑтӑмлӑ, нуша-йывӑрлӑха парӑнман, тӗллев патне пӑрӑнми туртӑнакан ҫын вӑл. Университетра вӗреннӗ ҫулсенче «Ҫилҫунатра» малалла питӗ талпӑнса пыратчӗ, ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнтеретчӗ. Вӗсем, ҫамрӑк чухне литпӗрлешӳре хастар пулнӑ хӗрупраҫсем — Раиса Сарпи, Марина Карягина, Галина Матвеева (Антонова), Ольга Васильева (Эльмен), Лидия Филиппова (Михайлова), Альбина Яковлева (Юрату). |
Чӑвашлӑх
![]() Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, вырсарникун, Мускавра чӑвашсен Сурхурийӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗ РФ Президенчӗ ҫумӗнчи чӑвашсен полпредствипе пӗрле ирттерӗ. Ку мероприяти «Здравствуй, сосед!» (чӑв. Сывӑ-и, кӳршӗ) проектпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ӑна вулавӑш ҫӗршыври халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе йӗркелет. Вулавӑшра «Загадочный праздник волжских болгар-чувашей Сурхури» (чӑв. Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсен асамлӑ Сурхури уявӗ) лекци тата ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Ӑсталӑх сехетӗнче этника стилӗпе декоративлӑ панно тума вӗрентӗҫ. Уяв 14 сехетре виҫҫӗмӗш хутри трансформер-залта пуҫланӗ. Чӑвашсен Сурхурийӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравланине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() http://sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, професси уявне пухӗҫ. Вӑл 11 сехетре К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫланӗ. Уява журналистсем, полиграфистсем, хаҫат-журнала валеҫекенсем, ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын, ветерансем пуҫтарӑнӗҫ. Меропряитие тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Сумлӑ тесе шухӑшлакансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Чӑваш пичечӗн кунне 2000 ҫултанпа кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку кун «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ӑна 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 89 МИХа шута илнӗ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 73 пичет кӑларӑмӗ (61 хаҫат, 11 журнал, 1 сборник), электронлисем 16 кӑларӑм (1 радиопрограмма, 7 телеканал, 8 радиоканал) шутланаҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() ulyanovsk.express сайтри сӑн Шупашкарта кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хӗрачана нимеҫӗсем те шыранӑ. Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Хӗрачана тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. 14-ри хӗрача виллине тупнине Следстви комитечӗ те ҫирӗплетнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрачапа мӗн пулса иртнине хальлӗхе тӗплӗн пӗлтермеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсем те «Земство шкулӗ» программӑна хутшӑнайӗҫ. Аса илтерер: программӑна хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчен _ _news/24059.html|йышӑнма пуҫларӗҫ__. Хутсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви «Земский учитель» (чӑв. Земство учителӗ) пӗтӗм Раҫҫейри информаци порталне ӗҫлеттерсе янӑ. Унта педагогсем хӑйсене валли ӗҫ шыраса тупайӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ ӗнер Чӑваш Енри шкулсенчи вакансисене тишкерчӗ. Ҫав вӑхӑтра порталта пурӗ тӑватӑ ваканси ҫеҫчӗ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен кирлӗ тесе кӑтартнӑ, унти 1-мӗш вӑтам шкула — физика учителӗ, Муркаш районӗнчи Юнкӑри тата Турайӗнчи шкулсене — акӑлчан чӗлхи учителӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cgon.rospotrebnadzor.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Снюс сутнине тата унпа усӑ курнине прокуратура тӗрӗсленине те, снюспа минренӗ 20 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнине те Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарӗҫ. Республикӑн наркологи пульницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ саккун проектне прокуратура хатӗрленӗ. Техника регламенчӗн 6-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, пӗр сигаретра никотин виҫи 1 миллиграмран пысӑк пулмалла мар. Табак шутланман снюсра вара ун виҫи 10-20 миллиграмм таран. Ӑна чӑмлани ҫын сывлӑхне епле витӗм кӳнине тавҫӑрма йывӑр мар. Снюса сутма чаракан саккун ҫукран ҫамрӑксем унпа иртӗхме пуҫланӑ. Теприсем унӑн сиенне пӗлсе пӗтерейменни те пӗтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ветеранӗн Владислав Хоменкӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Федоровна мӑшӑрӗн медалӗсене Шупашкарти Пушар хуралӗн музейне парнеленӗ. «Ку наградӑсене ҫамрӑксене воспитани пама парнелетпӗр, пулас ӑру Тӑван ҫӗршыва мӗн тери юратма май пуррине пӗлтӗр», - тенӗ Нина Федоровна. Унӑн мӑшӑрӗ Владислав Арсентьевич пӗлтӗр 89 ҫул тултарнӑ, вӑл Украинӑри Киев облаҫӗнчи Умань хулинче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта ашшӗне вӑрҫа ӑсатнӑ хыҫҫӑн Владислав Хоменкӑн ҫемйине эвакуациленӗ. Харьков облаҫӗнче вӗсем ҫине бомбӑсем ӳкме пуҫланӑ, унта арҫын ача ҫемйине ҫухатнӑ. Владислав кун хыҫҫӑн партизансен отрядне лекнӗ. Шел те, Владислав Арсеньтевич нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, вилнӗ. Унӑн медалӗсене халӗ музейре пурте курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ivbg.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарти общежитисенчен пӗринче икӗ ача амӑшне вӗлернӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм унта пӗлтӗрхи раштавӑн 30-мӗшӗнче хӑнара пулнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ 35 ҫулти арҫын та ҫавӑнта хӑналаннӑ. Тахӑш самантра арҫын алла ҫӗҫӗ ярса илсе хӗрарӑм-хӑнана кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ. Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек пирки полицейскисене арҫын хӑех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Халӗ вӑл пӑтӑрмахшӑн кулянать иккен. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн икӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӗсем халӗ кукамӑшӗпе кукашшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |