Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Розов Анатолий Сидорович

Розов Анатолий Сидорович — театрсем илемлетнӗ чӑваш художникӗ. 1933 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи (1994).

Пурнӑҫӗ

Анатолий Сидорович Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата киномотографи институчӗн драма ӳнерӗн факультетӗнче (И.А. Короткова профессорӑн ӑсталӑх лаҫҫи) пӗлӳ илнӗ. Институтран 1967 ҫулта вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш пукане театрӗнче, Новокузнецкри тата Псковпа Кисанти пукане театрӗсенче ӗҫленӗ. 1998 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ.

Ӗҫӗсем

Пукане театрӗсенче «Теремок» (1965), «Золушка» (1967), «Мальчиш-Кибальчиш» (1969), «Белая роза» (1971), «Чёртова мельница» (1997), «Лопоухий Илюк» (2003) спектакльсене илемлетнӗ.

Анатолий Розов Ҫӗрпӳ хулин стеллине (1989) хатӗрленипе паллӑ. Тольятти хулинче «Петушок-I» (1979) палӑк та ун аллипе пулнӑ.

Ҫӗрпӳре 2006 ҫулта «Скорбящая мать» палӑк хатӗрленӗ.

Паллӑрах ӳкерчӗкӗсене илес пулсан, ҫаксене асӑнма пулать: «Моя Чувашия» (1978), «Вечер в Торвашах» (1981), «Моя мама» (1983), «Чувашские потешки» (1991), «Музыка детства» (1996), «Вечность» (2002), «Надежда детства» (2003) тата ыттисем.

Анатолий Розов хӑйӗн ӗҫӗсене Кисан (1969), Тольятти (1981), Ижевск (1981), Шупашкар (1986, 1993, 1994, 1996, 1998, 2003) хулисенче кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех «Советская Сибирь», «Нечерноземье», «Большая Волга» тата ытти куравсене хутшӑннӑ.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-10-16 20:02:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3991 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org