Ҫул-йӗр
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем М-7 ҫул ҫинче, Хыркасси ҫывахӗнче, пӗр фурӑна чарнӑ. Йывӑр тиевлӗ «Даф» машина Тутарстана кайма тухнӑ. Инспекторсене 50 ҫулти водитель ӳсӗр курӑнни сисчӗвлентернӗ. Кӳршӗ регион ҫынни пакунлисене документсене кӑтартма та хирӗҫленӗ. Водитель тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн сакӑр материал хатӗрленӗ: руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн, полици ӗҫченне документсене кӑтартманшӑн, кирлӗ категорисӗр руль умне ларнӑшӑн, ҫак транспортпа ҫӳремешкӗн унӑн ирӗк пулманшӑн. Тепӗр тӑватӑ материал тиев турттарнӑ чухнехи йӗркене пӑснӑшӑн ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() ru.wikipedia.org сайтри сӑн Раҫҫейри хӑш хулара пурӑнакансем усал сӑмахпа калаҫма юратаҫҫӗ? Раҫҫей правительстви ҫумӗнчи финанс университечӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тесе тӗпчев ирттернӗ. Вӗсем 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласене тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ хулара пурӑнакансенчен ыйтса пӗлнӗ. Владивостокра, Нижневартовскра, Новосибирскра, Хабаровскра тата Сургутра пурӑнакансем усал сӑмахпа перкелешме юратаҫҫӗ-мӗн. Шупашкар кунашкаллисен йышне лекмен, пачах тепӗр май – пирӗн тӗп хуламӑр культурӑллӑ хуласен списокне кӗнӗ. Петрозаводскра, Вологдӑра, Питӗрте тата Химкинче пурӑнакансем те усал сӑмах калама юратмаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/club134917368 сайтри сӑн Раштавӑн 31-мӗшӗнче 15 сехетсенче «Лиза Алерт Чӑваш Ен» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсене пӗр арҫын ӗҫрен машинӑпа тухнӑ та каярахпа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ирхине Чулхула облаҫӗнчи диспетчер службине темиҫе шӑнкӑрав килнӗ, арҫын вӗсене ҫухални пирки, хӑй ӑҫта пулнине ӑнланманни ҫинчен каласа панӑ. Кӳршӗ облаҫӗнчи ҫӑлав службин сотрудникӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи полици уйрӑмне пӗлтернӗ, лешсем вара «Лиза Алертран» пулӑшу ыйтнӑ. Арҫынна васкасах шыранӑ. Вӑл вӑрманта пӗр талӑк ҫухалса ҫӳрени паллӑ пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл чӗре тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать. Ҫӑв кун шӑпах ҫил-тӑман вӗҫтернӗ тата, ҫакӑ шырава тата йывӑрлатнӑ. Чӑваш Енре, Мари Элта тата Тутарстанра тарӑн юр тӑрӑх каймалли машинӑсем шырама тивнӗ, унашкал ҫынсем тупӑннӑ. Ҫапах ҫуран утса шыракансем те пулнӑ. 22 сехет 34 минутра арҫыннӑн телефонӗнчен тӗлӗнмелле майпа (зарядки пӗтнӗрен сӳнсе ларнӑ пулнӑ) ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫапла майпа вӑл ӑҫтарах пулма пултарнине палӑртнӑ. 23 сехет те 50 минутра, Кремльти сехет 12 хутчен шакиччен 10 минут маларах, хыпар ҫитнӗ: «Тупӑннӑ! Чӗрӗ!» Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-мӗн, хӑйне япӑх туйса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Инстаграмри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан каччӑ Раҫҫей эстрадинчи паллӑ артистран Николай Басковран «айфон» тивӗҫнӗ. Ку акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: Николай Басков Ҫӗнӗ ҫул умӗн конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен хӑйсен кушакӗпе видео ӳкерӗнмелле пулнӑ (кушак пулӑран е какайран хатӗрленӗ апата суйлани пирки). Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Павлов хӑйӗн Грю ятлӑ кушакӗпе хӑйне евӗр видео ӳкернӗ те «Инстаграма» вырнаҫтарнӑ. Николай Басков ҫак ролике пысӑк хак панӑ, Романа «айфон» туянмашкӑн 100 пин тенке яхӑн ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫӳнтерӳҫӗсен йышӗнче Раҫҫейри тепӗр икӗ ҫын пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() stoloto.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Русккое лото» кӑларӑмӑн Ҫӗнӗ ҫулхи тиражӗ пулнӑ. Унта укҫа ытти чухнехинчен нумайрах выляттарнӑ. Мускав хулинче пурӑнакан ҫын тӗп парнене, чи пысӑк укҫана, выляса илнӗ. Тепӗр 99 ҫын 1-ер миллион тенкӗллӗ пулнӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын та пур. Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫулхи тиражӑн приз фончӗ 3,5 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫак лотерейӑра 23,8 миллион ҫын укҫа выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫулталӑк пуҫланчӗ кӑна-ха, синоптиксем вара пире кӑҫал мӗнле ҫанталӑк пулассипе паллаштарма хатӗр. Паллах, вӗсем калани 100 проценчӗпех тӳр килмесен те пултарать. Кӑрлач уйӑхӗ ӑшӑ, юрлӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ вӗсем. Кайран пире ӑшӑ ҫуркунне кӗтет, юр ытти чухнехинчен хӑвӑртрах ирӗлсе пӗтет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ейӳ сарӑлмӗ. Ҫу уйӑхӗнче нӳрӗк ҫителӗксӗррине туйса илӗпӗр. Ҫӗртме уйӑхӗчченех ӑшӑ кунсем савӑнтарӗҫ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Уйӑх Хӗвеле хуплӗ. Ҫавӑнтанпа ҫанталӑк та улшӑнӗ, сивӗтӗ. Ҫурла уйӑхӗ те ӑшах килмӗ, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Кӗркунне нормӑран сивӗрех тата типӗрех килмелле. Хӗл вара пӗлтӗрхи пек хӑйне кӗттермӗ, пӗрремӗш кунсенчех 25 градус таран сивӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 32 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 30 автомобиле Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене панӑ. Тин ҫуралнӑ ачасем валли илсе ҫитернӗ 2 реанимобиле Президент пепкелӗх центрӗ тивӗҫнӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркне 95 процент ҫӗнетнӗ. Ку енӗпе уйрӑмах юлашки виҫӗ ҫулта вӑйлӑ ӗҫленӗ. Палӑртмалла: республикӑри халӑха талӑкӗпех 100 васкавлӑ медпулӑшу бригади пулӑшу парать. Халӗ служба автопаркӗнче – 190 автомобиль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр урлӑ каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Халӗ машинӑсем Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне тӳрремӗнех ҫитме пултарӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кӗперпе виҫӗ тоннӑран сахалрах таякан машинӑсем ҫӳрӗҫ. Унта сехетре 10 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма юрать. Кӗпер талӑкӗпех уҫӑ. Сӑр ҫинчи пӑр ирӗлме пуҫласан, ҫирӗплӗхӗ чаксан кӗпере хупӗҫ. Ҫуркунне ун вырӑнне понтонлӑ кӗпер вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ. Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхине 10 сехет ҫурӑра Красноармейски районӗнче авари пулнӑ: ҫӑмӑл машинӑпа рейс микроавтобусӗ ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 41-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа Рио» «Хӑваласа иртсе кайма юрамасть» паллӑ патӗнче трактортан иртсе кайма тӑнӑ, анчах хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухне руле итлеттереймен – хирӗҫ килекен «ГАЗель Некст» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Иккӗшӗ те кювета чӑмнӑ. «Киа Рио» водителӗ вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра ултӑ пассажир пулнӑ, вӗсенчен иккӗшне медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |