Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Культура эткерлӗхне кӗртесшӗн

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 27.02.2021 06:56 | 198 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.

Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.

Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.

Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.

Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.

#истори, #культура, #шкулсем, #Шупашкар районӗ, #Иккасси, #Культура министерстви, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кинотеатр пулнӑ ҫурта училищене парасшӑн
2020, 05, 22
Тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ
2021, 01, 24
«Арман» клубра ташлама вӗрентӗҫ
2021, 02, 16
Питӗрти чӑвашӑн куравӗ уҫӑлӗ
2021, 02, 19
Театр валли кадр резервӗ хатӗрлеҫҫӗ
2021, 02, 19

Комментари:

Agabazar // 6605.2.7120
2021-02-27 12:25
Agabazar
Юхма Мишшин романĕ «Еткер» ятлă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org