Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кинотеатр пулнӑ ҫурта училищене парасшӑн

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 22.05.2020 07:28 | 306 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарти «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт юлашки ҫулсенче арканса та ишӗлсе ларать. 1933 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫак эрнере унта республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, «Культура еткерлӗхне сыхлас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Александр Ипатьев, Шупашкарти Ӳнер училищин директорӗ Владимир Ануфриев пулнӑ.

Тӳре-шара ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Лизакова министр тӗп хула варринчи истори пӗлтерӗшлӗ ҫурт усӑсӑр лармалла маррине палӑртнӑ. Ҫурта Ӳнер училищине парас шухӑшлине каланӑ вӑл. Ҫавна май кирлӗ документсене хатӗрлеме хушнӑ.

Хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫсан унта живопиҫ, графика, дизайн, керамика мастерскойӗсем йӗркелеме май пур. Чӑваш Енӗн Чӳлмек искусствин музейне те унта уҫас шухӑша асӑнса хӑварнӑ.

#училищесем, #Шупашкар, #культура, #пурлӑх, #ҫурт-йӗр, #Культура министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш ҫыравҫисем тинех киллӗ пулса тӑнӑ
2019, 05, 20
Филармоние Чечняри фирма юсӗ
2019, 09, 22
Иван Яковлева сума суса астӑвӑм кунӗ иртӗ
2019, 10, 23
Филармони ҫуртне юсама Мускав укҫи килӗ
2019, 12, 08
Пионерсен ҫуртне юсӗҫ
2020, 03, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org