Культура
![]() Александр Степанов чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парать Паян Шупашкарта XXIV чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Вӑл ҫулсерен иртет. Йӗркелӳҫӗсен йышӗнче педагогика университечӗ (вӗсем патӗнче пухӑнаҫҫӗ), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑвашри эсперанто ассоциацийӗ. Яланхи пекех чӗлхе фестивалӗ питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ — хӑнасем нумай-нумай чӗлхесемпе паллашрӗҫ. Лекцисем пӗр харӑс 17 аудиторире иртрӗҫ. Сӑмах май, чӗлхесем тӗрлӗрен пулчӗҫ — чӑвашсемпе юнашар пурӑнакан ҫармӑссемпе ирҫесенчен пуҫласа инҫетри корейсемпе китайсен чӗлхисемпе те паллашма пулатчӗ. Паллах, фестиваль чӗлхесем вӗренмелли вырӑн мар — ун тӗллевӗ: тӗнчен тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса парасси. Ҫавӑнпа та лекторсем ытларах чӗлхесенчи кӑсӑк енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ вӑл вӑхӑтрах — инҫетрен килнӗ хӑнасем. Сӑмахран китай чӗлхипе паллаштаракансем йышлӑн пулчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе Александр Степанов паллӑ вӗрентекен паллаштарчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ. Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bash.news сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче пурӑнакан Татьяна Краснова виҫӗмкун, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмест, ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Ку таранччен вӑл киле килсе курӑнман. Татьяна Краснова 60 ҫулта. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗттӗм кӑвак тӗслӗ фуфайка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, кӑвак атӑ-дутик, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑм 164 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак. Татьяна Красновӑна курнӑ ҫынсене 8 (905) 343-50-33, 8 (800) 700-54-52 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() tatar-inform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор апат-ҫимӗҫ лавккисене тӗрӗслевпе тухнӑ. Хальхинче сентресем ҫинчи аш-какай пахалӑхне пӑхнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна тата ӗне какайӗсенчен хатӗрленӗ продукцире (кун пирки маркировкӑра ҫырнӑ) чӑхӑн ДНКине тупса палӑртнӑ. Требованисемпе килӗшсе тӑман продукцие сутуран илнӗ. Пӗтӗмпе 200 ытла килограмм какай сентресем ҫинчен илсе кайнӑ. Палӑртмалла: Роспотребнадзор кӑҫалхи 9 уйӑхра лабораторире аш-какайӑн 900 пробине тӗрӗсленӗ. 64 ҫурмафабрикат гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн администрацийӗ социологи тӗпчевӗ ирттерме палӑртнӑ. Теми «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» ятлӑ. Ҫавна май администраци аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 1 миллион та 190 пин те 667 тенкӗ. Аукцион юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 10 кунра республикӑри ҫынсем патне шӑнкӑравласа ыйтӑм ирттермелле. Вӗсен 75 процент - кӗсье телефонӗ, 25 процент стационар телефонӗн номерӗсемпе усӑ курмалла. Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве ЧР Элтеперӗн администрацине раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗччен памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Наци телевиденийӗ ӳкернӗ видео скринӗ Канашри Симӗс урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансем, амӑшӗпе ачисем тата ватӑ ашшӗ-амӑшӗ, килте пулман. Вӗсем таврӑнсан ҫакӑн пек ӳкерчӗк курнӑ: пӳрте ишсе антарнӑ. Мӗн япали ку? Рабочисем йӑнӑшпа ишсе антарнӑ-мӗн. Чӑннипе вӗсен кӳрши ҫурта сӳтмелле пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ, пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ: ку ҫурт та пурӑнма юрӑхсӑр иккен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗрех хваттер панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Питомник» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят парасшӑн. Тӳре-шара «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Чарӑнӑва «Чӑвашкино» ят пама сӗннӗ. Сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят паракан комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Чылайӑшӗ «Чӑвашкино» «Кино ҫуртӗнче» вырнаҫнӑ тесе шутлать. Тен, «Питомник» ятне улӑштарсан ку пӑтӑрмах сирӗлӗ. Палӑртмалла: «Чӑвашкино» фильмсем ӳкерет, кинофестивальсем йӗркелет. 2017 ҫултанпа вӑл 20 ытла фильм ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://ruj.ru/news/analiz-professii-zhurnalist-na-rossiiskom-rynke-truda-10337 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кунти МИХсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ. «HeadHunter» компанин тӗпчев служби тата Раҫҫей журналистсен союзӗ «журналист» профессине тишкернӗ. Чӑваш Енре ҫак енӗпе тӑрӑшакансенчен 30 проценчӗ урӑх ҫӗре куҫса кайма хатӗр. Вӗсем Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Хусан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 20 пин тенкӗ шалу журналистсене тивӗҫтермест. Вӗсем вӑтамран 5 пин тенкӗ те пулин нумайрах илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗр МИХра журналистсем вӑтамран 1,9 ҫул тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ — аслӑ пӗлӳллӗ. Журналистсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ хушма ӗҫпе аппаланать. Журналистсенчен 71 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫав шутран 74 проценчӗ — 34 ҫула ҫитичченхисем. Арҫынсем хушшинче ку ҫулхисем — 60 процент. Ҫак цифрӑсене Чӑваш халӑх сайтне «HeadHunter Атӑлҫи» компанин пресс-секретарӗ Александра Севостьянова пӗлтернӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри чи лайӑх участковӑй Тӑвай районӗнче пурӑнать. Ҫапла палӑртнӑ ЧР Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ он-лайн сасӑлава хутшӑннисем. Тӑвай районӗнчи Николай Шамбулин «Народный участковый 2019» (чӑв. 2019 ҫулхи халӑх участковӑйӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри конукрсӑн Чӑваш Енри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енри участковӑй Раҫҫерйи конкурса хутшӑнӗ. Николай Шамбулин — полици капитанӗ. Шалти ӗҫсен пайӗнче 14 ҫул тӑрӑшать, ҫав шутран 10 ҫул ытларах — участковӑй пулса. Шамбулин участковӑй 6 ялти йӗркелӗхе тытса тӑрать. Унӑн участокӗнче 4200-е яхӑн ҫын пурӑнать. Пушӑ вӑхӑта вӑл ҫемьепе ирттерме кӑмӑлать. Инна мӑшӑрӗпе вӗсен 3 ҫулхи ывӑла, Димитрие, ӳстереҫҫӗ. Май килсенех Николай Шамбулин пулла каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пачах урӑх маршрутпа мар-ха. Ҫапах та улшӑну пулӗ. Хула влаҫӗсем ҫакна халӑх йышлӑн ыйтнипе ӑнлантараҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, улшӑну юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пулса иртӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссем ҫапла майпа ҫула «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ылмаштарӗҫ. Унта вӑл сӑнавлӑ мелпе ҫапларах кайӗ: Шупашкарӑн тӗп пайӗнчен кайнӑ чух вӗсем Шупашкар проспектӗнчен И.П. Прокопьев урамне сулахаялла пӑрӑнса кӗрӗҫ. Каялла хулан тӗп пайне кайнӑ чухне И.П. Прокопьев урамӗнчен Шупашкар проспектне тухӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малалла маршрут унчченхиллех юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |