|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Ӗҫ министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗн пирӗн ҫӗршывра кану кунӗ пулӗ. Ҫитес ҫул темиҫе уяв кунӗ кану кунӗпе пӗр килнӗрен канмалли кунсене куҫарма тивӗ. Кӑрлачӑн 2 тата 3-мӗшӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лекӗҫ. Вӗсен вырӑнне чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тата раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канас шанчӑк пур. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуна нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшне куҫарма палӑртнӑ. Ҫапла вара 2021 ҫулта пирӗн ҫӗршывра кану кунӗсем ҫапларах пулӗҫ: кӑрлач уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсем; нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсем; пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсем; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсем тата 8-10-мӗшӗсем; ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсем;, чӳк уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсем; раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ. Тӳрех пӗлтерер: ку вӑл хальлӗхе проект шайӗнче ҫеҫ-ха. Ҫӗршыв Правительстви палӑртсан ҫеҫ йышӑну вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() time56.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ ҫыннӑн велосипедне вӑрланӑ. 38 ҫулти хӗрарӑм тин ҫеҫ туяннӑ велосипед ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. 17 пин тенкӗ ытла тӑракан хатӗр ҫӗрле ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна нумай хваттерлӗ ҫуртӑн коридорӗнче хӑварнӑ. Велоҫӑрапа тыттарни те пулӑшман. Ҫавӑн пек пӑтӑрмах 36 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Велосипеда вӑл подъездри стена ҫумне таянтарса хӑварнӑ. Кӑштахран коридора тухсан велосипед ҫуккине асӑрханӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 58 ҫулти арҫын велосипеда урамра, нумай хваттерлӗ ҫурт подъезчӗ умне, тӑратса хӑварнӑ. Кӑнтӑрла никам та тӗкӗнмӗ тесе шаннӑ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӳршӗ республикӑри, Мари Элти, арҫын Сӑр юханшывӗнче рак тытнӑ. Ҫак чӗрчуна нумай тытнӑ арҫынна транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ, раксене вара каялла шыва янӑ. 32 ҫулти арҫынна Сӑр юханшывӗн 15-15-мӗш ҫухрӑмӗнче асӑрханӑ. Вӑл – Мари эл ҫынни. Хайхискер саккуна пӑсса раксем тытнӑ. Пӗтӗмпе – 1372 рак. Арҫыннӑн рак тытмалли 20 хатӗр пулнӑ. Вӗсем раксене харӑсах нумаййӑн пӗтӗрмелли хатӗр шутланаҫҫӗ. Арҫын ҫак чӗрчунсене тытса патшалӑха 315560 тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн тӗрмене 2 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Web.archive.org сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта «Культура» программӑпа килӗшӳллӗн 2025 ҫул тӗлне 16 вулавӑша юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 627 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ йышши пӗрремӗш вулавӑш Вера Чаплина ячӗллӗ филиал ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта сценӑллӑ амфитеатр, шӑплӑх пӳлӗмӗ, библиозвукотека, вулав залӗ, коворгинг-зона, кафе, арт-сцена, ача-пӑча лапамӗ пулӗ. Ҫитес ҫул Маяковский тата Марфа Трубина ячеллӗ вулавӑшсене ҫӗнетӗҫ. 2022 ҫулта Сухомлинский, Гайдар, Шумилов ячӗллӗ вулавӑшсене ҫӗнӗлӗх кӗтет. Чапаев, Лев Кассиль, Агаков, Александр Пушкин, Ҫеҫпӗл Мишши, Константин Иванов, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсенче юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Вулавӑшсенче юсав кӑна ирттермӗҫ, фондсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хӑватлӑ компьютерсемпе, мультимеди техникипе тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Тӗнчери чӗрчунсене сыхлакан дирекци инспекторӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче браконьера тытса чарнӑ. Вӑл ҫӗрле сунара кайсан тепловизорпа усӑ курнӑ. Хайхи арҫын вӑрман хӗррипе «Вепрь 308» сунар карабинӗпе ҫӳренӗ, тулӑ анине тепловизорпа пӑхнӑ. Ӑна ҫӳлерех асӑннӑ ведомство инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Унӑн пӑшалне, приборне туртса илнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку таранччен сунарта тепловизорпа усӑ куракан пулман. Ку – пӗрремӗш тӗслӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ. Хушу проектне ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енри нормативлӑ актсен порталӗнче пичетленӗччӗ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушу кӑларнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттермелле. Медале хатӗрлеме хыснаран хушма укҫа уйӑрма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() yandex.com сӑӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Правительство пайташӗсем «Валдай 45Р» юханшыв трамвайӗпе Сӗнтӗрвӑррине ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайнӑ. Тӳре-шара хӑйсемпе пӗрле журналистсене те йыхравланӑ. Ҫӗнӗ йышши транспорта Чулхулари Р.Е. Алексеев ячӗллӗ Тӗп конструктор бюровӗнче шухӑшласа кӑларнӑ. 45 вырӑнлӑ трамвай сехетре 65 километр таран хӑвалама пултарать. Ӑна Чӑваш Ен ҫитес ҫул туянма ӗмӗтленет. Унпа пассажирсене тата туристсене Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине тата Куславккана турттарма палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, халӑх йышлӑ ҫӳресен пӗр трамвай туяннипех ҫырлахмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министрестви асӑрхаттарать: ҫитес вӑхӑтра республикӑра ҫил вӑйланма пултарать. Ҫил ҫеккунтра 19 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрес хӑрушлӑх пур. Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ. Ыран уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил вӑйланӗ. Сывлӑш температури 14-19 градуса ҫеҫ ҫитӗ, 7-12 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил вӑйлансан асӑрханмалла, электролинирен, ӳкме пултаракан ытти объектран аякра пулма тӑрӑшмалла. Ҫанталӑк япӑхланнӑран транспорт ӗҫӗ-хӗлӗнче те йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Ftimes.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа пирӗн республикӑра чире пула 74 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 8014 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 6635-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 31 ҫыннӑн коронавирус пуррине палӑртнӑ. Ҫак кун тӗлне 1305 ҫын каварлӑ вирусран сипленет. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине индексӗ 0,98-па танлашать. Аса илтерер: ку эрнере республикӑра ача пахчисем унчченхи пекех, тулли режимпа, ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене грипран привика тума пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне 19 пине яхӑн ачана тата 360 ытла йывӑр хӗрарӑма вакцинациленӗ. Кӑҫал хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Совигрипп» вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ. Ӑна ачасемпе йывӑр ҫынсем валли ятарласа туса кӑларнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче препаратра консервант тата чӗрӗ вирус ҫук, ҫавӑнпа ун хыҫҫӑн чирлеместӗн тесе ӗнентереҫҫӗ. Прививка усси 2-3 эрнерен палӑрӗ, унӑ витӗмӗ 12 уйӑх таран пырӗ. Вакцинӑна пульницӑсене валеҫсе панӑ. Унӑн иккӗмӗш партийӗ ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче килсе ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
