Республикӑра
![]() Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсенчен иккӗшне ҫак кунсенче юбилей медалӗпе чысланӑ. Раштавӑн 14-мӗшӗнче «Канашсем» ентешлӗх 25 ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Мероприятие Шупашкарта, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче, ирттернӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара, хаклӑ ытти хӑна пуҫтарӑннӑ. Уява ҫитнисен йышӗнче Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ В.А. Радин та пулнӑ. Унта вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине халанланӑ медальсемпе ҫитнӗ. Юбилей медальне Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, сӑвӑҫ, публицист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, пултарулӑхӗшӗн теприсем ӑна Кӗлпук мучипе танлаштараҫҫӗ, Виталий Сергеев тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗчӗк тӗпренчӗкӗ пирки мансах эрех ӗҫнӗ. Ҫакна те кӳрши-арши сиснӗ ӗнтӗ — тивӗҫлӗ органсене евитлекен тупӑннӑ курӑнать. Ӳсӗр амӑшӗллӗ ҫемьене полици ӗҫченӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем 2018 ҫулта ҫуралнӑ пепкене ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн ӗҫченӗсене ҫапла тума ачан амӑшӗ вил ӳсӗр пулни хистенӗ. Киккирикне самай хӗртнӗскер хӑй айӑпне йышӑнас вырӑнне пакунлисемпе сиксе тавлашнӑ, кӑшкӑрнӑ, усал сӑмах перкелешнӗ. Пӗчӗк ача ҫав вӑхӑтра выҫӑ, ҫипуҫӗ те унӑн таса мар пулнӑ. Пепкене пульницӑна илсе кайсан ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Ленин райн администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссие хыпарланӑ. Амӑшне профилактика учетне илме йышӑннӑ. Тивӗҫе ыррӑн пурнӑҫламаннине кура хӗрарӑма явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() riafan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри темиҫе журналист Мускава, ҫӗршыва Президенчӗ Владимир Путин патне, кайӗ. Кӗҫнерникун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи пресс-конференци ирттерӗ. Унта хутшӑнма суйласа илнӗ журналистсен списокне Кремль сайтӗнче пичетленӗ. Раҫҫей Президенчӗпе курнӑҫакансен, тӗрӗсрех каласан, унпа пӗр залра ларма тивӗҫнисен, май килсен Владимир Путина ыйту парас шанчӑк пуррисен йышӗнче — Чӑваш Енри пилӗк журналист. Ҫав йышра — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин ӗҫченӗсем Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Дмитрий Новак. Владимир Путин ҫулсерен ирттерекен пресс-конференцие 1895 журналист хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче хамӑр ҫӗршыврисемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем те. Мероприяти Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Владимир Путин хуравланине «Россия-1», «Россия-24», «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал) телекомпанисен, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанцисен эфирӗнче курма тата итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва «Советская Чувашия» журналисчӗсем ЧР премьер-министрне Иван Моторина панӑ. Кун валли РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви 625 миллион тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫапа автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуссем туянӗҫ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Чӑваш Ен кая юлса аталанакан вунӑ регионсен йышне кӗнӗ. Ҫак регионсене федераци правительстви пулӑшӗ. Пирӗн республика ҫивӗч ыйтусене татса пама 10 миллиард тенке тивӗҫме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rbc.ru сайтри сӑн ЧР Наци банкӗ Арбитраж судне «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви пӗлтерет. Тавӑҫ требованийӗ 155 тенкӗ те 963 тенкӗпе танлашать. Хальлӗхе ӗҫе производствӑна йышӑнман. Аса илтетер: «Чӑвашкредитпромбанк» кӑҫал чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Россельзозбанк банк-агент пулса тӑнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне вкладчиксене 2,4 миллиард тенкӗ тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах «тӳрӗ лини» ирттерме пуҫларӗ. Ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче ҫынсен ыйтӑвӗсене республикӑн физкультура тата спорт министрӗ Михаил Богаратов хуравлӗ. «Тӳрӗ лини» Чӑваш Енӗн Информаци политикин медиа-центрӗнче иртӗ. Михаил Викторович ҫынсен ыйтӑвӗсене 15.00 сехетрен пуҫласа 17.00 сехетчен уҫӑмлатӗ. Кӑсӑклантаракан ыйтусене халех ӑсатма пулать. Вӗсене minsport@cap.ru электрон адреспа тата (8352) 64-22-62 телефон номерӗпе ҫитермелле. Видеоыйту та яма пулать. Ун валли «Там-Там» мессенджерта ятарлӑ канал ӗҫлет. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӳрӗ лини» кунӗнче (8352) 56-51-00 номерпе 14 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен шӑнкӑравламалла. «Тӳрӗ линие» Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен видеохостингӗнче онлайн меслетпе кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kp.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗр бизнес-центрта арҫын тӑрук вилсе кайнӑ. Ку паян ирхине, 8 сехетре, пулнӑ. Ватӑ арҫын медицина организацине справка илме пынӑ-мӗн. Вӑл унпа инвалидноҫ ҫине тухма хатӗрленнӗ. Арҫын 8 сехетре вилсе кайнӑ, вилене 11 сехетре ҫеҫ илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра, 3 сехет, йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Бизнес-центр хуралҫи каланӑ тӑрӑх, ватӑ арҫынна алӑкран кӗнӗ чухнех япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кӗме пулӑшнӑ, анчах шалта вӑл хӑйне тата япӑхрах туйнӑ, кайран вилсе кайнӑ. Тӑванӗсем ватӑ арҫынпа пӗрле справка илме пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() wikipedia сайтри сӑн Шупашкарти 22-мӗш шкула Раҫҫей Паттӑрӗн Николай Гавриловӑн ятне пама йышӑннӑ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Филиппов алӑ пуснӑ. Шкул ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Кӑкшӑм урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1984 ҫулта уҫнӑ. Николай Гаврилов Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна «Ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Палӑртмалла: Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи шкул та Николай Гаврилов ячӗпе хисепленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен ҫамрӑксем мӑшӑррӑн тухса сӑвӑ калас енӗпе тупӑшнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне студентсен хӑйсен сӑввисемпе хутшӑнма тивнӗ. Республика шайӗнче йӗркеленӗ конкурсӗн — поэзи баттлӗн куҫӑн тапхӑрӗ Регионсем хушшинчи компетенци центрӗнче – Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне сумлӑ тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ. Тӳресен ертӳҫи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Владимир Григорьев пулнӑ. Конкурсӑн куҫӑн турӗнче Регионсем хушшинчи компетенци центрӗн – Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Евгений Морозов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Татьяна Ефимова тата Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗнчи Екатерина Короткова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнчи Егор Изосимов. Конкурса хутшӑннӑ ҫамрӑксене тӗрлӗ номинаципе хакласа та хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Лира Нурсаитова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри ҫул ҫинчи пӑра ирӗлтерекен реагента ҫынсӑр-мӗнсӗр сапакан хатӗр вырнаҫтарнӑ. Ун пекки пирӗн республикӑра халиччен пулман. Ятарлӑ комплекс ҫул тӑрӑмне хӑй тӗллӗн палӑртӗ, ҫав шутра — пӑрлак хулӑнӑшне те. Аса илтерер: Сӑр юханшывӗ патне пыма тунӑ эстакадӑна (вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) раштавӑн 13-мӗшӗнче уҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шӑпах ҫавӑнта ҫӗнӗ йышши меслете хута янӑ та. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова пӗлтерчӗ. Эстакада урлӑ машинӑсене унччен палӑртнинчен чылай маларах ҫӳреттермелле тунӑ. Мӗнпур ӗҫе предприяти 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртнӑччӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |